Комментари хушас

5 Утă, 2018

Çулталăк — комăра

Пĕлтĕрхи утă уйăхĕн 26-мĕшĕ Кÿкеç поселокĕнчи Смирновсемшĕн ахаль чухнехи пекех пуçланнă. Кил хуçи арăмĕ Валентина мăшăрне ĕçе ăсатнă, ачисем вылянă… Инкек килессе нимĕн те систермен. Кăнтăр апатĕнче çулталăк та 4 уйăхри Гриша çăварне шалча пăрçи хыпсан вăл тип пыра ларнă. Хăраса ÿкнĕ амăшĕ ăна кăларма хăтланнă, хуняшшĕпе хунямăшĕ патне шăнкăравланă. Çул çинче пынăскерсем  вĕсем Сĕнтĕрвăрри районĕнче пулнă  машинăна çавăрса каялла вĕçсе çитнĕ…

Шалча пăрçи
Часрах васкавлă медпулăшу чĕнмелле! Анчах фельдшерсене кĕтсе илеймен. Ача пĕчĕк, ăна илме ача-пăча медпулăшăвĕн бригадин килмелле. Поселокра унашкалли çук. Валентинăн хуняшшĕ кинĕпе мăнукне машинăна лартса Кÿкеçре вырнаçнă район больницине çул тытнă. Шупашкара кайиччен унта çывăхрах-çке-ха. Йывăррăн сывлакан Гришăна йышăну уйрăмĕнче хуланах ăсатма йышăннă. Васкавлă медпулăшу машини Кÿкеçрен Республикăри ача-пăча больницине васканă, арçын ачан аслашшĕ — хыççăн. Рентген тусан шалча пăрçи курăнман. «Мĕншĕн Гриша темĕн чăрмантарнă пек сурчăкне аран çăтать?» — интересленнĕ аслашшĕ. «Ыратни иртсе кайман унăн. Ÿсĕрме е чыхăнма пуçларĕ тĕк тÿрех килĕр», — пĕлтернĕ тухтăрсем.
Тепĕр икĕ куна Гриша лайăхах ирттернĕ: вылянă, чупнă, апат çинĕ. Тăрук ÿт температури ÿснĕ. Çемье пĕр тăхтамасăрах вырăнти педиатр патне кайнă, вăл ОРЗ диагноз лартнă. Ăна сиплемешкĕн эмел çырса панă. Канмалли кунсенче Гриша йывăрлансах пыни пурне те сисчĕвлентернĕ. Тунтикун ирхи 4 сехетре Смирновсем васкавлă медпулăшу чĕннĕ. Арçын ачана рентген тусан пĕр ÿпки сывламанни палăрнă. Тухтăрсем пневмони диагноз лартнă. Пĕчĕкскере Ишлейри больницăна илсе кайнă. Унти ача-пăча тухтăрĕ: «Ахăртнех, ÿпкере мĕн те пулин пур», — тенĕ. Гришăна Республикăри ача-пăча больницине леçме йышăннă. Васкавлă медпулăшу машини 10 сехетре Шупашкара çула тухнă. Кирлĕ хутсемпе чупнă, уйрăма вырттарнă вăхăтра арçын ача пушшех йывăрланнă. Рентген тунă хыççăн çакă палăрнă: пĕчĕкскерĕн хăрах енчи ÿпки ĕçлемест. Операци сĕтелĕ çине Гришăна кăнтăрла иртни 3 сехет тĕлне вырттарнă. Çывăх çыннисем коридорта кĕлĕ тунă вăхăтра пĕчĕкскер сывлама чарăннă, унăн чĕри тапман. Ăна ĕçлеттерсе яма май килнĕ пулин те ача комăна кĕрсе ÿкнĕ. «Хамăртан мĕн килнине эпир вăй çитнĕ таран йăлтах турăмăр», — тенĕ тухтăрсем.
Чĕртме май çук-ши?
Арçын ачан çывăх çыннисем хăйсене айăпланă: «Пăхса çитереймерĕмĕр». Уйрăмах аслашшĕпе асламăшĕ питĕ куляннă. «Веçех ăна хирĕçле пулса пычĕ: эпир килтен тухса кайрăмăр, васкавлă медпулăшу бригади килмерĕ, канмалли кунсемччĕ…» — тенĕ аслашшĕ. Тин кăна утса мар, чупса çÿрекен, хĕвел пек çиçекен Гриша комăра пулнине никамăн та ĕненес килмен.
Арçын ача пĕр уйăх реанимацире выртнă. Тухтăрсем лайăххине кĕтмелле маррине асăрхаттарнă. Консилиум Гришăна чĕртме май çук тесе йышăннă. Валентинăпа мăшăрĕн пĕртăванĕ Наталия Республикăри ача-пăча больницин реанимаци уйрăмĕн ертÿçи Дмитрий Лукоянов сĕннипе паллиатив уйрăмне çитнĕ. Кунта Гриша пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи çĕртмеччен выртнă. Арçын ача хăй тĕллĕн сывланă-ха, анчах хăвăрт ывăннă. Çавăнпа ятарлă аппарат вырнаçтарнă. Çĕнĕ çул умĕн Гриша хăй тĕллĕн сывлама тытăннă. Çывăх çыннисем икĕ кун пĕр хускалмасăр унăн кăкăрĕ çÿлелле çĕкленнине пăхса ларнă. Арçын ача хăй тĕллĕн сывланине кура ăна килне яма йышăннă. Анчах Гришăна çак аппарат питĕ кирлĕ, вăл вара питĕ хаклă.
Гриша трахеостома /пыра вырнаçтарнă ятарлă трубка/ урлă сывлать. Апат хырăмлăха сăмса витĕр каякан зонд урлă çитет. Ача сурчăк çăтаймасть, çавăнпа ăна кашни 10-15 минутра ĕмсе илмелле, унсăрăн чыхăнса кайма пултарать. Паллах, унăн çумĕнче яланах çын пулмалла. Çывăх çыннисем çĕрле çывăрмасăр черетленсе пăхаççĕ. Паллиатив уйрăмĕнче выртнă вăхăтра тухтăрсем Гришăна пăхма, çавăркалама, сурчăка ĕмме, катетер лартма вĕрентнĕ. Арçын ачана çăмăл мар: хăш чухне сывлайманнипе шăнăрĕ туртăнать, ыратнипе куççулĕ юха-юха анать. Куçĕ çурма уçă пулин те нимĕн те курмасть вăл. Больницăран тухнă хыççăн унăн куç хупанкисене çĕленĕ. Куçа мăчлаттарманнине пула йăлмака типнĕрен…
Халĕ килĕнче ятарлă аппарат вырнаçтарнă. Датчик юн таппине, юн пусăмне, кислород шайне кăтартать. Кăтартусем ÿссенех аппарат сасă парса систерет. Больницăран электричествăпа ĕçлекен сурчăка ĕмекен ятарлă хатĕр те парса янă. Килне çитсен тепĕр кунхине Кÿкеçре ăнсăртран çутă пĕтнĕ. Амăшĕ тухтăрсем патне шăнкăравласан паллиатив уйрăмĕнче зарядпа ĕçлекен пĕр аппарат пуррине пĕлнĕ. Ăна вăхăтра илсе килсе сурчăка ĕмме ĕлкĕрнĕ. Халĕ Смирновсем çавнашкал аппарата хăйсем туянасшăн. Кун валли 19 пин тенкĕ кирлĕ. Унсăр пуçне 50 пин тенке яхăн тăракан çăвăнтармалли ятарлă хатĕр туянасшăн.
Паллиатив уйрăмĕнче выртма тытăнсан çемьене Аня Чижова ячĕллĕ ыр кăмăллăх фончĕ пулăшма пуçланă. Гришăн пурнăçне тытса тăмашкăн пĕр уйăхра 12 пин тенкĕ кирлĕ: трахеостома, виçĕ тĕрлĕ зонд, апат çитермелли шприц тата ыттине туянмалла.
Смирновсем ывăлĕ тарăн ыйхăран вăранасса шанаççĕ. Моцарта кăмăллакан Гриша халь-халь ура çине тăрассăн туйăнать вĕсемшĕн. Пĕчĕкскер юмах, юрă итлеме юратать. Уйрăмах уншăн аслă пиччĕшĕ Илья тунсăхлать, вĕсем унчченхи пек пĕрле выляйманнишĕн кулянать. Анчах тухтăрсем Гриша хăçанччен çакăн пек выртасса татăклăн хуравлаймаççĕ. Ашшĕн пĕртăванĕ Наталия документсене Мускаври врачсене те кăтартнă. «Гришăна операци тунă тухтăр — сирĕн республикăри чи лайăххисенчен пĕри. Вăл мĕн тума пултарнине веçех пурнăçланă. Халĕ хăвăр мĕн тума пултаратăр — çавна тăвăр, кĕлĕ тăвăр», — тенĕ шурă халатлисем.
Хисеплĕ вулакансем, Гришăна эпир те пулăшма пултаратпăр.
Чи çăмăл мел: 3443 номер çине «Аня—200» СМС-çыру ямалла /çак тĕслĕхре 200 хисеп — тенкĕ/.
Аня Чижова ячĕллĕ ыр кăмăллăх фончĕн казначейĕн Александрăн банк картти çине те куçарма пулать. Перекет карттин номерĕ: 5469 7500 1120 2796. Укçа куçарнă чухне «Гриша валли» тесе çырма манмалла мар.
Унсăр пуçне «Контактри» «Благотворительная помощь паллиативному отделению» ушкăнра та укçа куçарса ырă ĕç тума май пур.
Ирина КОШКИНА.
Смирновсен архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.