Комментари хушас

Утă уйăхĕн 5-7-мĕшĕсенче Пенза тăрăхĕнчи Неверкино районĕнче чăваш çамрăкĕсен форумĕ тата Акатуй иртĕ. Çак мероприятисене хутшăнма ЧНК хастарĕсемпе пĕрле "Çамрăксен хаçачĕн" корреспонденчĕ Ирина Кошкина та çула тухнă.

Асăннă уявсене Раççейри 10 регионти чăваш яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ хутшăнма кăмăл тунă. Мероприятисен программи анлă. Форумра /ăна Чăваш наци конгресĕ «Халăхсен наци пуянлăхĕ - Раççей пуянлăхĕ» проект çĕнсе илнĕ грант пулăшнипе ирттереççĕ/çĕршывăн тěрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан çамрăксем чăваш культурине, йăли-йĕркине, чĕлхине аталантарaсси пирки калаçĕç. Тĕрлĕ ăсталăх класĕ, ăмăртупа конкурс иртĕ.

Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче вара хастарсем Акатуйра савăнĕç.

www.hypar.ru

Исключить из Яндекс-Новостей: