Комментари хушас

«Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕ Чăваш Еншĕн те кăтартуллă. Юлашки вăхăтра синтетика наркотикĕсем сарасси вăй илсе пырать — хăрушă пулăм хуласенче кăна мар, ялсенче те палăрать. Хăшĕсем çак наркăмăша сарса пысăк услам тăваççĕ, çынсен сывлăхне сиен кÿреççĕ, çийĕнчен ку экономикăшăн та сиенлĕ», — ыйту çивĕчлĕхне палăртса пуçларĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин наркотиксемпе кĕрешекен комиссийĕн черетлĕ ларăвне.
Çивĕчлĕх пуррине ЧР ШĔМĕн наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕ енĕпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ Данис Шакуров та çирĕплетрĕ. Право хуралĕн органĕсем кĕрĕк арки йăваласа ларманни куç кĕрет. Кăçалхи пилĕк уйăхра асăннă сферăра 289 преступление уçса панă. Çав шутра — УК 220 статйипе хаклаканни /преступниксен пĕрлĕхне йĕркелени/. Çав пĕрлĕхре икĕ\ теçетке çын пулнă, вĕсем 73 преступлени тунă. Ака уйăхĕнче вара суд тепĕр ушкăн тĕлĕшпе приговор палăртнă. Ун йышĕнче Украинăн 15 çынни пулнă. Тата — пирĕн 6 ентеш. Çак ушкăн преступленийĕсен списокĕнче — 156 тĕслĕх. Наркотик сарнипе çыхăннă киревсĕр ĕçе вĕсем чăннипех анлăн йĕркеленĕ.
Пĕтĕмпе вара çулталăк пуç¬ланнăранпа «шурă вилĕм» суту-илĕвне бизнеса çавăрнă ушкăнсен «хастар» çичĕ теçетке ытла членне сиенсĕрлетнĕ. 377 преступление регистрациленĕ. Полици паян çавăн пекех наркотик сутса пухнă укçана легализациленипе çыхăннă 6 преступление тĕпчет, сăмах 2,7 млн тенкĕ пирки пырать. Кăçал саккунсăр çаврăнăшран 10 килограмм ытла наркотик туртса илнĕ — пĕлтĕрхинчен нумайрах.
Наркомансен шута илнĕ йышĕнчи 460 çыннăн сипленмеллине палăртнă, анчах вĕсенчен 266-шĕ медучрежденисене çÿрессинчен пăрăнать иккен. Данис Альбертович, шел те, лару-тăру çăмăлланасса шанмасть. Пачах тепĕр майлă: ютран кунта наркотик сарас кăмăлпа килекенсен йышĕ пысăклансах пырĕ. Практика кăтартнă тăрăх, киревсĕр вăйсем хăйсен усал ĕçне ялсенчен хулана вĕренме килекен çамрăксене явăçтарма ăнтăлни сисĕнет. Çул çитменскерсем хăвăрт укçа тума май пурри илĕртнипе тата хăйсене никам та тĕрĕслесе тăманнипе çак ĕçе çăмăллăнах явăçаççĕ. Çул çитменнисем тунă наркопреступленисем кăçал 86% чухлĕ нумайланнинче çакăн витĕмĕ те пур.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов обществăра наркотиксене сивлессине вăй памалли пирки сăмах пуçарчĕ. Паллах, çамрăксем наркотиксен тыткăнне лекесрен сыхланасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе диспансеризаци усăллă. Кăçал 113 пин çын диспансеризацире пулнă, вĕсенчен 159-шĕ наркотиксемпе усă курни палăрнă. Наркоманипе чирлисен шучĕ чакни сисĕнет пулин те лăпланма сăлтав çук — наркотик астивекенсен шучĕ хушăнсах пыни сисĕнет.
Республикăра паян право хуралĕн органĕсенчи «хура списокра» çул çитмен 1099 ачапа çамрăк. Вĕрентÿ министрĕ Александр Иванов пĕлтернĕ тăрăх, вĕсенчен 204-шĕ унта алкогольпе иртĕхнипе тата наркотиксемпе усă курнипе лекнĕ. Ятарлă тестсем ирттернĕ май 1-мĕш курссенчи 32 студент, 82 шкул ачи «хăрушлăх ушкăнĕнче» пулни палăрнă.
Çавна май министра шкулсенче психологсем çителĕксĕрри пăшăрхантарать. Кашни 250-300 вĕренекен валли пĕр психолог пулмалла. Вĕсем вара республикăри шкулсенче пĕтĕмпе те 162 çын — питĕ сахал. Асăннă стандарта тĕпе хурсан Канаш хулинче, сăмахран, 20 психолог кирлĕ, унта вара паян çак специалистсем пĕтĕмпе те иккĕн кăна ĕçлеççĕ-мĕн. Шăпах психологсем педагогсене те, ачасене хăйсене те пысăк пулăшу пама пултараççĕ.
Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин пĕлтернĕ тăрăх: вăл е ку шкулта вĕренекен преступлени çулĕ çине тăни палăрчĕ тĕк çав шкул çине «хĕрес лартасси» йăлана кĕнĕ, çавăнпа хайхи шкулсен ертÿçисем хăйсен ачисен киревсĕр хăтланăвĕсем пирки полицие евитлеме васкамаççĕ. Шупашкарти 62-мĕш шкулта, авă, виçĕ ача «палăрнă». «Мĕн, шкулта вĕсем кирлĕ мар ĕçсемпе аппаланнине тавçăрман-им? Паллах, пач пĕлмен мар…» — кăмăлсăрланчĕ Сергей Дмитриевич.
Данис Шакуров вара Канашри медицина тата строительство техникумĕсен 17 çулти çамрăкĕсем полици аллине çакланнине аса илтерчĕ. Ял ачисем хулара хваттер тара илсе пурăннă, занятисене çÿремен, анчах вĕренÿ заведенийĕсенче кун пирки чан çапма васкаман. Александр Иванов пĕр тапхăрта шкул воспитани çине алă сулнине хирĕçлемест, анчах халь ĕлĕкхи ырă йăла патне таврăнма тăрăшни куç кĕрет — ку енĕпе Раççей Вĕрентÿ министерствин позицийĕ те уçăмлă: шкул ачасен пĕлĕвĕшĕн кăна мар, вĕсене воспитани парассишĕн те яваплă.
Регион ертÿçи вара шкулсен рейтингне палăртнă чух çакна шута илмеллине пайăррăн çирĕп¬летрĕ: йĕркесĕрлĕх тĕслĕхĕсем пирки вĕсен ертÿçисем хăйсем пĕлтерни — хавхалантармалли пулăм, явап тыттармалли мар. Канашри тĕслĕхпе вăл ларурах тивĕçлĕ министерствăсен ертÿçисене служба тĕрĕслевĕ ирттерме хушрĕ.
Наркотик саракансене, наркăмăш суту-илĕвĕпе çыхланса услам тăвас шухăшлисене вара Данис Шакуров асăрхаттарнине пĕлтермелли çеç юлать: яваплăх çирĕп — наркотиксен уйрăмах пысăк виçин çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисемшĕн пурнăç тăршшĕпех хупса усрамалли приговор палăртма та пултараççĕ. Çамрăксен çакна пушшех хăлхана чикмелле: ямăт тупăш илĕртĕвĕ касамата илсе çитересси, пурнăç ĕмĕрлĕхех «такăнасси» те часах.
Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.