Комментари хушас

28 Çĕртме, 2018

Пĕве симĕсленесрен

\Анкарти хыçĕнчех айлăм, унта пĕчĕк пĕве турăмăр, ăна илемлетме шухăшлатпăр. Унта мĕнле чечексем лартма юрать-ши тата шыв симĕсленесрен мĕн тумалла?
Григорий ГАЛКИН.
Вăрнар районĕ.
Вулакан ыйтăвне Владимир ЛАРИОНОВ пахчаçă хуравлать:
— Пĕвене шыв юхса кĕрет тата унран юхса тухать пулсан шыв хăвăрт симĕсленмест. Пĕве тĕпĕнче çăл куç тапса тăни те лайăх — сивĕпе тата шыв çĕнелсе тăнипе пĕве çийĕ таса тăрать. Анчах килти пĕчĕк пĕвесенче çут çанталăк «пулăшăвĕ» чылайăшĕн çук. Эппин, пĕвене таса тытассине хуçан пурнăçлама тивет.
Пĕве пысăкăшĕнчен тата тарăнăшĕнчен, мĕн валли усă курнинчен килет ĕç йĕрки. Пысăкрах пĕве хĕррине йывăç лартма юрать. Йăмра-хăва нÿрĕк вырăна кăмăллаççĕ. Пĕвере чечекленекен тымарлă ÿсен-тăран та симĕсленесрен упрать. Тата вăл илем те кÿрет. Пĕвене яланлăх тата ăшă вăхăтра атланаканнисене лартма юрать. Ăшша юратаканнисене кĕркунне шывлă савăта куçарса пÿрте илсе кĕмелле. Ку йышшисем — шыв гиацинчĕ ªэйхорнияº, нимфея. Кăкăшăм чечекне, нимфейăн хăш-пĕр тĕсне, шурлăх лилейникне, шурлăх ирисне хĕл каçа пĕверех хăварма юрать. Хăва, хăмăш лартни те аван. Анчах вĕсене малашне ытлашши сарăлса каясран пăхса тăмалла. Курăк-чечек пĕве илемне хупласа хумалла мар, ăна илемлĕрех тума пулăшмалла. Çĕллĕ ÿсекен хăмăшпа хăвана пĕвен çын çÿремен енне лартмалла. Вĕсен тĕллевĕ — пĕве симĕсленесрен хĕвелтен хупласси.
Пĕвере ÿсекеннисен тымарĕ шывра пулать, е тарăна анса тĕпĕнчи юшкăнта аталанать. Шыв гиацинчĕн тымарĕ шывра, шыв çийĕнче тытăнмашкăн ятарлă сывлăш хăмпиллĕ чăмăртак çеçкисем пулăшаççĕ. Вăл çулла хăвăрт ĕрчет, шыв гиацинчĕн «ачисене» пуçтаркаласа тăмалла. Чечексем шыв çийĕн çурринчен ытла мар хупламалла. Ириспа лилейник, упа сарри курăкĕсене çырана илемлетме усă кураççĕ. Вĕсене пĕвен пырса çÿремелли тĕлне лартмалла мар. Аяккарах вырнаçтармалла. Пĕве питне хĕвелтен хуплани шыв пăсăласран хÿтĕлет.
Шыв симĕсленесрен ямалли препаратсем те пур. Пĕвери чĕрĕлĕхе сиен кÿресрен вĕсемпе тĕрĕс усă курмалла.
Уф-стерилизатор аппарат шыври чи ансат курăксене ªводоросльº пĕтерет. Пулăсене, çÿллĕ шайри ÿсен-тăрана ªчечекленекеннинеº — сиенлемест. Вăхăт-вăхăт унпа усă курма пулать.
Çак ĕçсене тăвасси пачах та йывăр мар. Пĕрре лартнă чечек-курăк темиçе çул ÿсет. Кĕркунне пуçтармалла, çуркунне пĕвене тĕрĕс йĕркелесе ямалла çеç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.