Мускаври академие кĕме чăвашла юрланă
Нумаях пулмасть Мускаври Коломенское паркра якутсен «Ысыах» наци уявĕнче илем конкурсĕ иртнĕ. Тĕрлĕ халăх чиперкки хăйĕн нацин чысне хÿтĕленĕ. Кам çĕнтернĕ тетĕр-и? Якутсен уявĕнче якут пики çĕнтермесĕр мĕнле? Иккĕмĕш вырăна тата «Талантлă пике» номинацире кам палăрма пултарнă-ха? Чăваш хĕрĕ!
«Сассу Зыкинăнни пек»
Пушкăртстанри Авăркас районĕнчи Юламан пикине Алена Савельева-Силпие тĕрлĕ илем конкурсĕнче палăракан пек çеç мар, юрăç пек те пĕлеççĕ. Юрлама тытăнсан хăшĕ-пĕри ăна Чăвашри Алина Савельева юрăçпа та арпаштарнă. Ара, ятсем пĕрешкелтерех илтĕнеççĕ. Чăвашсен «Сăвар» пĕрлешĕвĕн ертÿçи Олег Цыпленков йĕркеленипе иртекен «Чун çÿреве» кайса курнă хыççăн Алена хушма ят — Силпи — суйланă. «Халăхра пысăк вырăн йышăнакан» тесе куçать вăл. Хăй Пушкăртстанран пулнă май «Нарспи» поэмăри йĕркесене те манман: «Аслă Силпи ялĕнче Нарспи ятлă хĕр ÿсет…»
Чăн та, вилĕмсĕр поэмăри пике пекех чипер кăна мар, пултаруллă та Алена. Ачаранпах юрлама юратнă вăл. Ашшĕпе амăшĕ музыка шкулне яман пулин те яланах тĕрлĕ юрă ĕнĕрлесе çÿренĕ. Амăшĕ те юрлама кăмăллать унăн: çуралнă кун-и, туй-и — çынсене такмак каласа, юрласа савăнтарать. Савельевсен çемйинчен Алена çеç музыка çулне суйланă, ытти пĕртăванĕ хăйсене суту-илÿре тупнă. Ĕпхÿри Исмагилов ячĕллĕ искусствăсен патшалăх академине аслă пĕлÿ илме кайни те ăнсăртран мар. Алена кино тата театр режиссерĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Юлашки курсра вĕреннĕ вăхăтра вăл Пушкăрт Республикин тава тивĕçлĕ артистки Гузель Измайлова патĕнче юрлас ăсталăхне туптама тытăннă. Вăл йывăр чире парăнтараймасăр пурнăçран уйрăлнă хыççăн Алена малалла ăсталăхне туптаман. Хăйĕн вĕрентекенне ăшăпа аса илет пике: «Унпа пĕрле тĕрлĕ халăх юррисене шăрантарма вĕренеттĕм. Чăваш Енре иртекен «Кĕмĕл сасă» фестивале пĕрре кăна мар хутшăннăччĕ эпĕ. Пĕр çулхине Гузель Мансафовнăпа пĕрле çитрĕм. Вăл жюрире ларчĕ, эпĕ юрларăм. Кайран иккĕн пĕрле сцена çине тухса та юрланăччĕ».
Алла диплом илсен Алена Шупашкара çул тытнă. Августа Уляндина патĕнче ăсталăхне туптас тесе И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна кĕнĕ вăл. Куçăнсăр майпа çеç вĕренме май пурри çеç ура хунă. Çавăнпа документсене каялла илнĕскерĕн Мускава парăнтарма шухăш çуралнă. Гнесинăсем ячĕллĕ Раççей музыка академийĕн студенчĕ пулса тăрас ĕмĕт тĕвĕленнĕ унăн. Унта пурте музыка пĕлĕвĕ илнĕ хыççăн килнĕ. Алена вара музыка шкулĕнче те вĕренмен… «Сассу лайăх, Людмила Зыкинăнни пек. Аталанмалла, вĕренмелле. Тăрăшсан веçех пулать», — тенĕ экзаменра чăваш юрри шăрантарнăскере. Унтанпа пилĕк çул хыçа юлнă ĕнтĕ. Халăх вокалĕн уйрăмĕнче вĕреннĕ Алена кăçал диплом хÿтĕленĕ, ăна ыран алла илет вăл.
Пĕр эрнеренех
Студент вăхăтĕнчех лара-тăра пĕлмен вăл, тĕрлĕ мероприятие хутшăннă. 2006 çулта Алена Пушкăртстанра иртнĕ «Чăваш пики» конкурсра гран-прие тивĕçнĕ. Ун хыççăн Тутарстана парăнтарма çул тытнă. Нурлат хулинче йĕркеленнĕ конкурсра ăна жюрире ларнă каччă асăрханă, пĕрре курсах куç хывнă. Çыр чаллă арĕ Александр пикепе сцена хыçне пырсах паллашнă. Пĕр эрнерен вара Юламан ялне Аленăн çывăх çыннисемпе калаçма çул тытнă. Мăшăр туя чăваш йăли-йĕркине пăхăнса ирттернĕ. Тухьяна хушпупа улăштарнă, иккĕмĕш кунхине Алена качча кайнă хĕрарăмăн кĕпине тăхăннă, кĕвентепе шыв йăтнă. Ун чухне пике Ĕпхÿри туслăх çуртĕнчи чăваш вырсарни шкулĕнче ĕçленĕ. Çамрăк мăшăра чăвашсен пултарулăх ушкăнĕ те саламлама килнĕ.
Пĕлтĕр Мускаври пĕр чăваш хастарĕ Лира Смирнова Аленăна Раççейри чи пысăк этнографи музей паркĕнче иртнĕ «Этночиперкке» конкурса хутшăнма сĕннĕ. Жюрире сумлă çынсем, паллă режиссерсем ларнă. Тепĕр арçын пулсан мăшăрне илемлĕх конкурсне хутшăнма ирĕк памĕччĕ. Александр хирĕçлемен, мăшăрне хавхалантарсах тăрать. Вĕренме пăрахмашкăн шухăш çуралсан та хирĕçленĕ — аслă пĕлÿ илмеллех.
Алена Мускавра çулленех иртекен «Кĕр сăри» уява та хастар хутшăнать. Вăл шăрантарнă чăваш халăх юррисене итлесе ларнă Татьяна Шушкова чăтайман, антракт вăхăтĕнче пынă та: «Мускавра миçе çул пурăнатăп, анчах сана пĕрремĕш хут куратăп. Питĕ хитре юрлатăн», — тенĕ. Вăл ăна кăçал çурла уйăхĕнче Венгрире иртекен Курултая хутшăнма сĕннĕ. Алена ют çĕршыва кайма май тупăннăшăн чунтан савăнать, унччен вăл чикĕ леш енне тухса курман: «Чăваш ятне ярас килмест, хамăра лайăх енчен çеç кăтартасчĕ». Алена кăçал Чăваш Республикин кунне те ятарласа Мускавран килнĕ, куракансене пултарулăхĕпе савăнтарнă.
Алена — икĕ ача амăшĕ. Мускавра вĕреннĕ вăхăтра ывăлĕсем ашшĕпе Пушкăртстанра пурăннă. Амăшĕ уйăхра икĕ хут вĕсем патне вĕçнĕ. Иккĕмĕшне çуратнă хыççăн çемье пĕр вăхăт çĕршывăн тĕп хулинчех пурăннă-ха. Академи отпускĕнче пĕр çулталăк ларнă хыççăн Аленăн малалла вĕренме тивнĕ. 9 уйăхри пепкине мăшăрĕ пăхнă. Халĕ Александрпа ывăлĕсем Мускава куçса килесшĕн, çемье унта тымар ярасшăн.
Алена — режиссер та, юрăç та, стилист та. Хĕрсене илемлĕ прическа тума кăмăллать. Режиссер профессине алла илнĕ мăшăрĕ те çак енĕпе ăсталăхне туптанă. Мăшăр парикмахерски те уçнă. Харăсах темиçе специальноçе алла илнĕ Алена пĕр вырăнта ларма юратмасть. Ача çуратнă хыççăн пĕр эрнерен ĕçе тухни те пулнă.
Ирина КОШКИНА.
Алена САВЕЛЬЕВА архивĕнчи
сăн ÿкерчĕк.