Лауреатсене чысларĕç
Чăваш Енре ăслă та маттур çамрăк сахал мар. Вĕсем импорта хамăрăн таварсемпе улăштарассипе çыхăннă программăна та хастар хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, Шупашкарти «ВНИИР-Прогресс» предприятире ĕçлекен хĕрсемпе каччăсем.
Акă вĕсенчен пĕр ушкăнĕ, тĕпрен илсен инженер-конструкторсем, карапсен электроэнергетика системисем валли пĕчĕк вольтлă автомат сÿнтеркĕчсем туса хатĕрленĕ. Çак аппаратсем ют çĕршывра кăларнисемпе тивĕçлипех конкуренцие кĕреççĕ. Çамрăк ученăйсене ку проектшăн Чăваш Республикин çамрăксен патшалăх премине /ăслăлăх, техника тата производство енĕпе/ пама йышăннă.
«Кун пек сÿнтеркĕчсем Раççейре хальлĕхе çук. Эпир шухăшласа кăларнă япалапа пирĕн çĕршыври карапсенче усă курĕç. Пире, 5 çамрăка, ăна хатĕрлемешкĕн аслăрах ĕçтешсем те пулăшрĕç, хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç», — пĕлтерчĕ маларах асăннă предприятин управленипе хÿтĕлевĕн тата автоматикăн электромеханика аппарачĕсен лабораторийĕн заведующийĕ Владислав Николаев. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, 4-мĕш курсра ăс пухнă чухнех ĕçлеме пуçланă. Пултаруллă çамрăка практикăра пулнă чухне асăрханă, ĕçе илнĕ.
Владислав Николаева тата унпа пĕрле ĕçлекен 4 инженер-конструктора, çавăн пекех 2017 çулшăн ЧР Çамрăксен патшалăх премине тивĕçнĕ ытти çамрăка /пĕтĕмпе 30-ăн/ çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Çамрăксен кунĕнче, Правительство çуртĕнче савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç. Лауреатсене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин уявпа тата пысăк награда илнĕ ятпа саламларĕ.
«Сирĕн проектсемпе ĕçсем Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывасса шанатпăр», — терĕ премьер-министр.
Республикăн политика, социаллă, культура, спорт, общество пурнăçне хастар хутшăнакан хĕрсемпе каччăсене ЧР вĕрентÿ министрĕ Александр Иванов малашне тата пысăкрах ăнăçупа çĕнтерÿсем тума сунчĕ.
Палăртни вырăнлă: ЧР Çамрăксен патшалăх премине 1996 çултанпа параççĕ. Кăçалтан пуçласа премисен шутне 8-тан вуннăна çитернĕ. Çапла вара халĕ ку премие патриотизм воспитанийĕ парас тата çамрăксен общество юхăмне аталантарас енĕпе те параççĕ. Кăçал лауреат ятне тивĕçес тĕллевпе пĕтĕмпе 38 ĕç тăратнă. Паллах, вĕсенчен чи лайăххисене тата тивĕçлисене суйласа илнĕ.