Комментари хушас

27 Çĕртме, 2018

Амăшне шантарнине пурнăçланă

Эпир пынă чухне вĕсем хире çурхи культурăсене çум курăк пусасран химикатсем сапма кайма хатĕрленетчĕç. Урпа пуссинче ĕçе вĕçленĕччĕ ĕнтĕ. Çак кунсенчех выльăх апатне янтăлама пикенесшĕн. Сăмахăм Вăрмар районĕнчи Пысăк Енкассинчи Вячеслав Сергеев фермер пирки.
Вячеслав Михайлович Вăрмар тăрăхĕнчи Карăкçырми ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çамрăк хула пирки ĕмĕтленмен, хăйĕн шăпине ялпах çыхăнтарнă. «Ачалăхăм манăн çăмăлах пулман. Анне чирлетчĕ, атте фермăра ĕçлетчĕ. Эпир, тĕпренчĕкĕсем, тăваттăнччĕ. Эпĕ асли пулнă. 4-мĕш класранах колхоз ĕçне хутшăннă. Утă-улăма хиртен илсе кĕме йывăрччĕ. Ун чухне ялта трактор та сахалччĕ. Ас тăватăп-ха: уйран шăнса кÿтсе килеттĕмччĕ. «Эсĕ шăнса кайнă йăлт», — тесе макăратчĕ анне. Унăн куççулĕ паянхи кун та асра. «Ÿсетĕп, тракторист пулатăп, çак улăма пĕрремĕш илсе кĕрĕпĕр ялта», — лăплантартăм ун чухне çывăх çыннăма. Хамăн сăмаха тытрăм, паян чăнах та эпĕ каланă пекех пулса пырать. 8-мĕш класс хыççăн Вăрмарти «Сельхозтехникăра» тракториста вĕрентĕм. Тăван хуçалăхра хурçă утпа ĕçлеме пикентĕм. Каярахпа шофер пĕлĕвне те илтĕм. Кĕçех çара илсе кайрĕç. «Кунта юл», — тесе ÿкĕтлетчĕç хĕсметре. «Пире кам пăхĕ? Пирĕн çинчен кам шухăшлĕ?» — тесе çырса ячĕ атте хамăн шухăша пĕлтерсен. Ялах килтĕм вара. 1981 çулта салтакран таврăнсан совхозра трактористра ĕçлеме пуçларăм», — калаçăва сыпăнтарчĕ Вячеслав Сергеев. Каярах, совхоз ятне улăштарсан, пĕр тапхăр шоферта тăрăшать вăл. Совхоз салансан килти хушма хуçалăхне пысăклатать. Ĕнесем, сурăхсем усрать. 10 гектар çĕр çинче çĕр улми лартса туса илет. «Ун чухне «иккĕмĕш çăкăрпа» ĕçлени тупăш илме май паратчĕ. Пахча çимĕçе Самара сутма çÿреттĕмччĕ. Асăннă культурăна паян сахал лартаççĕ, унăн хакĕ чакрĕ. Каярах вара фермер хуçалăхне йĕркелерĕм. Вунă çула яхăн ĕнтĕ тĕрлĕ культура акатăп. Пĕтĕмпе пирĕн 400 гектар ытла çĕр. Кăçал 200 гектар çурхи тулă, 140 гектар урпа, 30 гектар сĕлĕ акнă. 5 гектар çĕр улми лартнă. Люцерна та пур. Пĕлтĕр кĕрхи тулă та, ыраш та пулнă. Малашне ыраш, горчица акасшăн. Вĕсене ыйтакансем пур. Ялта выльăхсăр пурăнаймастăн. 100 сурăх, 8 вăкăр, 3 ĕне пирĕн. Сыснасем те пур. «Романовская», «куйбышевская», курдюклă ăратлă тата вырăнти сурăхсене хутăштарнă эпир. Халĕ вĕсем икшер путек туса параççĕ. Маларах «романовская» сурăхсен тăватшар путекчĕ. Йышлă путеке пăхма йывăрччĕ. Сурăхсене ирсерен кĕтĕве кăларатпăр. Вĕсене пăхма мăшăрăм Вера, хĕрĕм Алина, мăнукăмсем Аньăпа Влад пулăшаççĕ. 2-мĕш класс пĕтернĕ Влад «хурçă ут» çине те ларать. Кĕрÿ Руслан тракторпа та, комбайнпа та ĕçлет. Унпа эпир хамăр тĕллĕн «хурçă ут» та пуçтарнă. Ĕçре кирлĕ пур техника та пур. Утă çулмалли, тавăрмалли, пресламалли те… Дискатор кăна кирлĕ. Кăçал çуркунне сивĕрех пулнăран тырăсем пĕр тикĕс шăтмарĕç. Тыр-пула кĕркунне пухса çÿрекенсене сутатпăр. Пĕлтĕр 5 тенкĕпех патăмăр. Тырра та, утă-улăма та ытларах халăха паратпăр. Тăватă яла тивĕçтеретпĕр», — пĕлтерчĕ Вячеслав Михайлович.
Çапах та паян фермер пулма çăмăл маррине пытармарĕ вăл. Çунтармалли-сĕрмеллисем, саппас пайсем хаклă. Ялта ĕçлекен тупма çук. Çамрăксем аякри хуласене ĕçлеме çÿреççĕ. Фермерăн çĕр улми те суйламалли пур иккен. Анчах Пысăк Енкассисем чĕнсен те, утă-улăм, тырă парсан та ĕçе тухмаççĕ-мĕн. «Яла юлнишĕн, хамăн ĕçе пуçланăшăн пĕрре те кулянмастăп паян. Аттепе анне те маншăн савăнатчĕç. Вĕсем пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. «Славик, Славик», — тетчĕ анне ялан. Вăл утса çÿрейместчĕ, эпĕ килессе чÿречерен пăхса, кĕтсе ларатчĕ. Ун патне пĕр кун каймасан та мана çухататчĕ. «Славик, 5 минут тупаймарăн пуль мана кĕрсе курма», — тетчĕ тепĕр кунне курнăçсан. Ăна тăтăш кĕрсе курайманшăн халĕ питĕ кулянатăп. Ялан вăхăт çук пирĕн. Тĕрĕссипе, ял никама та кирлĕ мар пулса тухрĕ паян. Çакăншăн чун ыратать. Çĕре вара ахаль вырттармалла мар, камăн та пулсан сухаласа акмаллах. Юрать, пире Андрей ятлă çамрăк пулăшать-ха. Ялти арçынсем йăлт Мускава çÿреççĕ. «Раççейĕн тĕп хулине пĕрех хут хăçан туса пĕтереççĕ», — тетĕп ялан. Мускавран килеççĕ те лавкка умĕнче тăраççĕ… Арçынсем ирĕке çÿренипе çемьесем арканаççĕ. Хăшĕсем тата сарăмсăр вилеççĕ. Эпĕ ĕçсĕр, ялсăр пурăнаймастăп. Самара шăллăм патне кайсан та икĕ куна аран чăткалатăп. Тăван ялтах, тăван килтех лайăх. Ирхи виçĕ сехетренех ура çинче эпир. Сурăх какайĕнчен чăвашсем мĕн авалтан кăмăлланă шăрттанпа тултармăша янтăлатпăр, шÿрпе пĕçеретпĕр. Шăрттанĕ анне тунине çитеймест паллах. Çапах та йăла-йĕркене манманни паха. Ман шутпа, пурнăçра та, çемьере те арçын хуçа пулмалла. Хĕрарăмсем паян пăравус умĕнче чупса пыраççĕ те арçынна пăхăнасшăн мар. Çавăнпа мăшăрсем тăтăш уйрăлаççĕ ку чухне. Этемлĕхĕн вăйлă çуррийĕ мĕнле калать — çапла пулмалла. Ĕлĕкрен çак йĕркене пăхăннă. Пирĕн çемьере те çапла. Анне аттене итлесе, пăхăнса пурăннă. Эпир вĕсем вăрçăннине нихăçан та курман. Çемьере йĕрке çук тăк, ялта та, çĕршывра та пулмĕ», — шухăшне палăртрĕ Пысăк Енкасси фермерĕ.
Фермер ĕç-хĕлне пăрахасшăн мар вăл. Тыр-пул та, пахча çимĕç те туса илесшĕн, выльăх-чĕрлĕх те усрасшăн.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.