Комментари хушас

25 Çĕртме, 2018

Питрав парни — Вăрнар районĕнче

«Хыпара» е «Хыпар»-эрнекуна 2018 çулăн иккĕмĕш çурринче илсе тăмашкăн çырăннă квитанцисем ярса панă.

Хаçатра пĕлтернĕ пекех çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче ятарлă комисси шăпа ярса выляттарчĕ, «Хыпар» хаçатăн парнине — Куйбышев ăратĕнчи такана — кам тивĕçнине палăртрĕ. Ăнланатăп, вулакансен телейлĕ çак çыннăн ятне питĕ-питĕ пĕлес килет.

Вăл — Вăрнар районĕнчи Светлана Стрелкова. Хаклă парне сертификатне редакцире /адресне çÿлерех çырнă/ çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕ хыççăн парăпăр, такана киле çитерме пулăшăпăр.

Паянах «Çамрăксен хаçатне» çырăнакансен хушшинче те выляв иртрĕ. Редакцие ярса панă 300 ытла квитанци хуçисенчен Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Зоя Алексеева чи телейли пулчĕ. Зоя Родионовна сенсорлă телефон выляса илчĕ.

 

Рубрика: