Çĕтĕк пушмак
Пурнăç ÿкерчĕкĕ
Улькка хĕрне качча парсан пĕр пÿлĕмлĕ хваттерĕнче саркаланса пурăнма ĕмĕтленнĕччĕ. Ватă мар-ха вăл, пенсие те тухман. Шăпах хăйĕн пурнăçне йĕркелемелли вăхăт. Анчах кĕрĕвĕ çара çерçи евĕрскер лекрĕ те, хĕрарăмăн хăйĕн вырăнне çамрăксене пама тиврĕ. Раскладушка туянса кухньăна пурăнма куçрĕ Улькка. Çавăн пек çав вăл амăшĕн чĕри — мĕн лайăххине яланах ачасене пама хăнăхнă.
Мăшăрĕ çут тĕнчерен уйрăлнă хыççăн арçынсемпе çыхлансах кайман Улькка. Лайăх савни тупасси — чĕр нуша вĕт. Арçыннисем «шĕвелсех» кайрĕç те халĕ, пули-пулмипе çыхланас темерĕ. Чылайăшĕ хĕрарăм патне куçса килме ăнтăлать тата. Улькка патĕнче пурăнма хапăл тăвакан та пулнă. Анчах ун пеккисене яхăнне те ямарĕ хĕрарăм. Вăл хваттерли тупăнасса кĕтрĕ. Хĕрĕ Наçтук çук çынна качча тухасса сиснĕ тейĕнех.
Çамрăксем хăйсем тĕллĕн пурăнма тăрăшрĕç. Çапах та хваттер ыйтăвне татса параймарĕç-ха. Кĕрĕвне шанса ĕç тухманнине сисет Улькка. Паянхи кунпа çеç пурăнать лешĕ. Наçтук вара упăшкине çав тери юратать, унтан ача кĕтет. Ĕмĕрĕпех тĕпел кукринче çывăрса пурăнасси пирки шухăшласан Ульккан чĕри пăчăртанса ыратрĕ. Пурăнмалли вырăн хĕсĕкки тăвăнтарчĕ ăна. Чун лăпкăлăхĕ çухалчĕ хĕрарăмăн.
Тĕлĕнмелле те, тепĕр чух ĕмĕтленни пурнăçа кĕрет иккен. Акă Улькка та кĕçех хваттерлĕ, машинăпа дачăллă урçана тĕл пулчĕ. Ачисем ÿссе çемьеленнĕ арçыннăн. Кăмăлĕпе те усал пек туйăнмасть Санюк. Анчах Ульккана çĕр каçма хăнана чĕннисĕр пуçне ĕмĕре çума-çумăн ирттересси пирки çăвар та уçмасть лешĕ. Улькка мĕнле хĕрарăм пулнине тĕрĕслет-ши? Паллашнăранпа виçĕ уйăх та иртрĕ. Вĕсен хушшинче нимех те улшăнмарĕ-ха. Килсе каякан еркĕн вырăнне çеç хурать ăна савнийĕ.
Кĕркунне çитсен Улькка Санюка пулăшма дачăна пычĕ. Çĕр улми ăнса ÿснĕ унта. Хуçийĕ çăвĕпех тар тăкни сисĕнет. «Килте «иккĕмĕш çăкăр» пĕтсе çитнĕччĕ, Наçтук паян юлашкипе шаркку пĕçерчĕ...» — хĕрарăм никамран ыйтмасăрах пахча çимĕçе пысăк сумкăна тултарчĕ. Суханĕпе кишĕрне те, ытти-хыттине те чикрĕ. Çакна курсан Санюк нимĕн те шарламарĕ. «Арçынпа май пур таран усă курмалла. Эпĕ ăна ахальтен ачашлатăп-и мĕн?» — шухăшлать Улькка. Санюк хăйне нимĕн те парнелеменнишĕн те, кăштах укçа паманнишĕн те тарăхать вăл. «Пенси те пур, унсăр пуçне ĕçлесе те сахал мар илет вĕт, укçине ăçта чикет-ши тульккăш, хыт кукар?» — арçынна, уйрăмах ун пурлăхне, алла илейменнишĕн вĕчĕрхенет Улькка чĕри.
«Эсĕ хăвна мĕн кирлине ыйт. Вĕсем, арçынсем, тавçăраймаççĕ вĕт, пуçри шухăша вулаймаççĕ», — тусĕ çапла сĕнÿ пачĕ пĕррехинче. Улькка унпа усă курма тĕв турĕ. «Сан патна çÿре-çÿре пушмак çĕтĕлсе тухрĕ. Çĕннине илсе пар», — лаплаттарса хучĕ хайхискер. Сăмах ваклама юратман Санюк укçа кăларса тыттарчĕ. Пĕрре «ĕç ăннă» хыççăн Ульккан сăхлăхĕ уçăлсах кайрĕ. Е телефон çĕмĕрĕлнĕ унăн, е кредит тÿлемелĕх çитмест... Арçыннăн икĕ пÿлĕмлĕ хваттерне те тахçанах куç хывнăччĕ вăл. Уççине те ыйтнăччĕ те, анчах Санюк пама васкамарĕ-ха. Ун килĕнче хăйне хуçа пек тытса сĕтел-пукана вырăнтан вырăна куçарчĕ Улькка. Арçын туяннă апат-çимĕçе килне вăрттăн «сĕтĕрчĕ».
Хĕрарăм кунран-кун иртĕхсех пычĕ. Чăтăм миххи тулса тăкăнсан çеç: «Эс хăвна кам вырăнне хуратăн?» — сиввĕн ыйтрĕ Санюк. Ÿлĕмрен вăл Улькка шăнкăравласан та телефона тытмарĕ. Алăка шаккасан та уçмарĕ. Хĕрарăм çакăншăн пушшех те урчĕ. Анчах хăй мĕнпе айăпа кĕнине ăнланмарĕ-ха...