Комментари хушас

24 Çĕртме, 2018

Юрă çулсене çыхăнтарать

Паян халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăл куçĕсем» фестивале хутшăннисем — хамăр республикăн тата çĕршывăн 20 ытла регионĕнчи 40 ытла коллективĕ, çавăн пекех Болгарири ташă ансамблĕ — Шупашкарти пултарулăх лапамĕсенче, Чăваш Енри тĕрлĕ районта хăйсен ăсталăхĕпе, халăхсен культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарчĕç.

Каçхине 18 сехетре республика тĕп хулинчи Хĕрлĕ тÿрем каллех хăнасене пуçтарчĕ. Гала-концерта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесов, Алена Аршинова, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Евгений Кадышев, официаллă ытти çынсем хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев хула çыннисемпе унăн хăнисене Республика кунĕпе саламларĕ. «Халăх пултарулăхĕ нихçан иксĕлми çăл куç пулнине, авалхи ырă йăла-йĕрке ламран лама куçса пынине, çитĕнекен ăру ăна куç пек упранине хăвăр курса ĕнентĕр, — терĕ. — Тав сăмахне ал ĕç ăстисем те тивĕçлĕ. Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» 16-мĕш конкурса 20 яхăн регионтан 80 яхăн маçтăр хутшăннă».

Шăпах вĕсенчен чи маттуррине, пултаруллине — «Руç ăстисем» конкурсăн çĕнтерÿçине, гран-прие тивĕçнĕскере, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн тĕп парнине пачĕç. Вăл Коми Республикинчен килнĕ Евгения Сурина  пулчĕ.

Гала-концерта хутшăннă ушкăнсем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Улăхри тĕслĕ чечек пекех, анчах çаксене пĕрле пуçтарсан илемлĕ кăшăл пулать. Хулари чи илемлĕ тÿремре чăваш, тутар, вырăс, коми, пăлхар, çармăс, удмурт тата ытти халăх кĕвви-çемми хуçаланчĕ.

Чăваш юррисен «Уяв» фольклор халăх ансамблĕн ертÿçин Зинаида Козловăн сăмахĕсемпе киĕшмелле — халăх пултарулăхĕн фестивалĕсем, конкурсĕсем çĕршыври тĕрлĕ халăх çыннисемпе çывăхланма, пĕр-пĕрин пирки ытларах пĕлме пулăшаççĕ.

Рубрика: