Комментари хушас

22 Çĕртме, 2018

Корпораци пулăшма пултарать

Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче «Федерацин пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен корпорацийĕ» акционер обществин пулăшу мерисем çинчен» темăпа «çавра сĕтел» иртрĕ.

Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ. Чăваш Енпе корпораци хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата обществăн генеральнăй директорĕ — правлени председателĕ Александр Браверман 2016 çулта килĕшÿ çирĕплетнĕ хыççăн йĕркелесе янă. Шупашкарти «Яхтинг», «Энергомаш», Канашри «Эмаль» НПФ», Комсомольски районĕнчи «Слава картофелю» АФ» обществăсем, ыттисем корпораци продукчĕпе усă курса çăмăллăхлă йĕркепе банкран кредит илме пултарнă. Çакна асăннă предприятисен ертÿçисем çирĕплетрĕç.

ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Инна Антонова кредит илнĕ чухне корпораципе пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшакан банк гарантилессе шанакан республикăри 4 предприятин инвестици проекчĕсемпе паллаштарчĕ. Корпораци пулăшăвĕ — 294,5 млн, инвестици проекчĕ 371,1 млн тенкĕпе танлашма пултарать.

 

Рубрика: