Çĕнĕ автомашинăсем панă
Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче тĕп хулари Хĕрлĕ тÿремре Чăваш Енри пушарпа кĕрешекен службăна 17 çĕнĕ пушар машинин тата ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен министерствине 11 автомобиль уççисене панă.
Мероприятие республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Михаил Васильевич çак пулăмăн пĕлтерĕшĕ çинчен çапла каланă: «Пушар хуралĕ пушар машининчен пуçланать. Паянтан Чăваш Ен пушар хуралĕ тата та çирĕпленĕ, вăйланĕ. Çулăмпа кĕрешекенсене пулăшма хальхи йышши çĕнĕ машинăсем килсе çитрĕç. Шанатăп: вĕсем инкек тухнă вырăна вăхăтра çитĕç, пушара часрах сÿнтерме пулăшĕç. Сирĕн çак техникăпа пушарта мар, вĕрентÿре тата тренировкăсенче çеç усă курмалла пултăр».
Çĕнĕ техника Хĕрлĕ тÿремрен тÿрех Сосновка поселокĕнчи 9-мĕш, Улатăр районĕнчи Киряри 21-мĕш, Элĕкри 25-мĕш, Патăрьелти 26-мĕш, Комсомольскинчи 31-мĕш, Хĕрлĕ Чутайри 33-мĕш, Муркашри 37-мĕш, Пăрачкаври 38-мĕш, Шăмăршăри 42-мĕш, Елчĕкри 44-мĕш, Тăвайри 45-мĕш пушар чаçĕсене çула тухнă. Палăртса хăвармалла: вăрман хуралĕн тытăмĕнче усă курмалли автомашинăсене те республика бюджечĕн укçипе туяннă.