Комментари хушас

21 Çĕртме, 2018

Пĕр çемьери пек

Кунта ырă та уçă кăмăллă çынсем ĕçлеççĕ. Пурте пĕр çемьери пек. Аслисем хаваслă йăл кулăпа пурăнма ачасенчен вĕренеççĕ. Сăмах вара библиотека пирки пырать.

Çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи ача-пăча библиотеки хăйĕн 65 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вулавăша саламлама Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Светлана Гордеева ÿнерçĕ, журналист, çыравçă, Чăваш наци конгресĕн президенчĕн пулăшуçи Елена Светлая, актриса, çыравçă, информаци тивĕçтерĕвĕ, культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Светлана Долгова, «Хыпар» ИÇ ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Алина Ларшникова, корреспонденчĕ Валентина Федорова тата библиотека ветеранĕсем килсе çитрĕç. Ачасене нумайрах кĕнеке вулама сĕнчĕç, асăнмалăх парнесем парнелерĕç. Инна Ядрова директор хăнасене хапăл туса кĕтсе илчĕ.

Вулама çеç мар
Çуралнă куна çамрăк вулакансем чылай килнĕ. Чи малтан ĕçченсем библиотека историйĕпе паллаштарчĕç. 65 çул вăл сахал та, нумай та мар. Вулавăш ку таранччен мĕнле аталаннă? Камсем вăй хунă унта? Халь мĕнлерех лару-тăру? Библиотекăра паян тĕрлĕ акци, викторина, литература клубĕ, флешмоб тата ытти мероприяти иртет. Республикăри конкурссене тăтăшах хутшăнать вулавăш.
Акă Елизавета Зайцева «Литературăллă Чăваш Ен: чи вуланакан кĕнеке — 2018» рес-публикăри конкурсра «Вулавăн лидерĕ» номинацире çĕнтернĕ. Библиотекăра вулама çеç мар, ÿкерме, сĕтелçи вăййи выляма, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр ăсталама пулать.

Хаваслă уяв
Уявра «Асамат кĕперĕ» ача сачĕн шăпăрланĕсем илемлĕ ташăсемпе саламларĕç. Клоунсем çамрăк вулакансемпе вăйă вылярĕç, ташларĕç. Вĕсем пы-ысăк михĕре парнесем йăтса килнĕ. Унта мĕнне пĕлес тесен клоунсем мĕн хушнине пурнăçламалла. Вăйă вĕçленчĕ — унта вара хăмпăсем иккен!
Комсомольскинчи 1-мĕш шкул директорĕ Георгий Перьев библиотека ĕçченĕсемпе хор йĕркеленĕ. Мероприятире вĕсем янăравлă юрăсем шăрантарчĕç. Каярах Инна Петровна хастар вулакансене тав çырăвĕпе хавхалантарчĕ. Вĕсен шутĕнче София Тимофеева, Диана Громова, Анна Салаева, Мария Маслова, Анастасия Горбунова. Кун хыççăн хаваслă викторина иртрĕ. Кĕнеке мĕн юратать тата юратмасть? Çакна ачасем тĕп-тĕрĕс хуравларĕç. Паллах, кĕнекене тĕрĕс упрамаллине, таса алăпа тытмаллине пурте пĕлеççĕ.
Диана Громова — хастар вулакан. Вăл паян юратнă библиотека çинчен мухтавлă сăвă вуларĕ. Сăмахĕсем чуна тыткăнлаççĕ. Кĕнеке вуласа ĕмĕрсем хушши пухăннă пуянлăха ăса хывма пулни çинчен калани тĕрĕсех.

К.неке тус.сем
«Вулакан пулсан библиотека пурăнатех», — теççĕ. Диана Басникова, Кристина Пикеева, Катя Ишатова Комсомольскинчи 1-мĕш шкулта вĕренеççĕ. Вĕсем шкул çумĕнчи «Хĕвел» çуллахи лагере çÿреççĕ. «Ачасем валли çырнă хайлавсем çав тери килĕшеççĕ. Ытларах кивĕ кĕнекесем юрататăп», — пĕлтерчĕ Кристина. Катя тĕрлĕ ăслăлăх çинчен çырнисене вулать. «Унсăр пуçне юмахсем илĕртеççĕ. Юлашкинчен асамçă хĕр пирки вуларăм», — чĕвĕлтетрĕ чиперук. «Арçын ачасем тата хĕр ачасем валли пĕлÿ энциклопедийĕ» кăмăла кайрĕ. Кун сиктерсе тенĕ пек чупатпăр эпир библиотекăна. Кунта кĕнеке питĕ нумай. Килĕшекеннине тупса вулама пулатех», — сăмахне вĕçлерĕ Диана.
«Вуласан эсĕ вĕçейĕн», — тенĕ Бразили çыравçи Пауло Коэльо. Çÿлĕк çинче выртакан кĕнекене тусан ан хуплатăр, çамрăк вулакансем кашни страницăна типтерлĕн уçса тавра курăмне пуянлатчăр, хайлавсен асамлă тĕнчи кăмăл-туйăма çĕклетĕр. Кĕнеке шăрши савăк кăмăл парнелетĕр. Ешер, библиотека! Санăн алăку патне илсе пыракан сукмак нихăçан та ан çухалтăр!
Тина АПРЕЛЬСКАЯ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.