Комментари хушас

20 Çĕртме, 2018

Культура, сывлăх, çул-йĕр…

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Председателĕн Дмитрий Медведевăн регионти общество йышăну пÿлĕмĕнчи тĕлпулăва\партин регионти уйрăмĕн секретарĕн заместителĕ, йышăну пÿлĕмĕн регионти ертÿçи Николай Николаев хутшăннă.

Çĕмĕрлере пурăнакан Надежда Пояндаевăна «Восход» культура керменĕн шăпи кăсăклантарнă. Учрежденире тĕрлĕ клуб пĕрлешĕвĕсем, ача-пăча валли кружоксем ĕçлеççĕ. Ветерансен хорĕ те пур. Анчах çурт юлашки çулсенче юхăнса çитни хула çыннисене пăшăрхантарать.

Михаил Игнатьев республикăра культурăпа кану учрежденийĕсене çĕклессипе тата юсаса çĕнетессипе курăмлă ĕçсем тунине палăртнă. Кăçал Çĕмĕрлесен ыйтăвне тивĕçтерсе хулари «Восход» культура керменне тĕпрен юсама бюджетран 8 млн тенкĕ уйăрнă. «Çурта тĕпрен юсаса илемлетме, хăтлă условисем тума яваплăха туйса ĕçлекен подрядчика палăртмалла», — тенĕ вăл.

Çĕрпÿ районĕнчи Иккĕмĕш Çĕньял старостине Любовь Шароновăна гидротехника сооруженийĕсене хăçан юсама тытăнасси канăç паман. Пăрăх айĕнчи çĕр ишĕлсе пыни çывăхри ялсенче пурăнакансене те пăшăрхантарать.

Михаил Игнатьев муниципалитетсенче гидротехника сооруженийĕсене тапхăр-тапхăрпа юсаса пынине пĕлтернĕ. Çакна валли федераци хыснинчен те укçа самай уйăраççĕ. 2018 çулта асăннă районти Чăрăш ялĕ çывăхĕнчи пĕвене юсаса йĕркене кĕртме палăртнă. Республика Пуçлăхĕ ял старостине общество ĕçне хастар хутшăннăшăн тав тунă.

Олег Корнилов Чăваш Ен Пуçлăхне Куславкка районĕн тĕп больницине юсаса çĕнетме, ялта фельдшерпа акушер пунктне тума пысăк тĕрев панăшăн тав тунă. Пенсионер тĕп больницăра колонофиброскоп çуккишĕн пăшăрханса пĕлтернĕ. Çавăнпа çынсен сывлăхне тĕрĕслеттерме Шупашкара каймалла. «Медицина учрежденийĕнче çак оборудованипе ĕçлеме специалистсем те, ăна вырнаçтарма пÿлĕм те пур», — тенĕ вăл.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ диспансеризаци вăхăтра тухни, чир-чĕре çийĕнчех тупса палăртни пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Куславкка районĕн тĕп больницине колонофиброскоп туянма республика бюджетĕнчен 1 млн тенкĕ ытла уйăрнине хыпарланă. «Çулталăк вĕçлениччен медоборудовани больницăра пулĕ», — шантарнă вăл.

Вăрнар районĕнчи Марина Степановăна вара Аçăмçырми шкулĕн спорт залне юсасси кăсăклантарнă. Ку шкулта вĕренекенсем Пĕтĕм Раççейри ăмăртусене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. «Физкультурăпа, спортпа туслашма условисене лайăхлатни ачасене çĕнĕ ÿсĕмсем тума хавхалантарĕ», — тенĕ хĕрарăм.

«Ăна валли бюджетра укçа пăхса хăварнă. Кăçал шкулти спортзала çĕнетмелле», — хуравланă Михаил Игнатьев. Вăл ача-пăчана аталанма, сывлăха çирĕплетме бюджетран укçа-тенкĕ чылай тăкакланине пĕлтернĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин проекчĕпе çулсерен спортзалсене юсаççĕ.

Муркаш районĕнчи Çатракасси шкулĕнчи физкультура учительне Родион Григорьева ял хушшинпе иртекен Автанкасси — Муркаш — Козьмодемьянск автоçул çинче çутă çукки пăшăрхантарать. Пилĕк ача ашшĕн сăмахĕпе Çатракассисем ял тăрăхне хăтлăлатма хăйсем те укçа хываççĕ, пуçарулăх кăтартаççĕ иккен. «Автоçул ял хушшипе иртет пулсан çутăпа тивĕçтермеллех. 2018 çулта çак ĕçе пурнăçлама укçа уйăрĕç», — палăртнă Михаил Игнатьев. Вăл çул çинче йĕркене пăхăнмаллине, ачасене çакăн пирки тăтăшах аса илтермеллине каланă.

Граждансем хускатнă ыйтусем мĕнле пурнăçланнине регион Пуçлăхĕ çирĕп тĕрĕслесе тăрĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.