Николай АНДРЕЕВ: «Çемçе пуканĕсене йышăнассишĕн эпĕ хыпкаланса ç\ремен»
«Хыпар» тĕпелĕнче — Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Андреев. Вăл нумаях пулмасть Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕнчен тивĕçлĕ канăва кайнă. Унпа калаçатпăр.— Николай Степанович, эсир халĕ ирĕклĕ. Хăвăра килĕшнĕ пек пурăнатăр.
«Экзамена пограничник карттусĕпе кайрăм»
— Лайăххине нимех те курмарăм-ха. Ĕçлеме пăрахсанах икĕ-виçĕ кун чĕре сик¬рĕ, пĕрремĕш эрне вĕçлениччен ыратрĕ, çу¬рăлса тухать пуль терĕм. Иккĕмĕш эрнере ăша вут хыпрĕ. «Малашне мĕн туса пурăнас?» — терĕм. Чун сÿлетнĕрен унта-кунта утса çÿрекелерĕм. Пенсионер пурнăçне çапла хăнăхса пыратăп пуль-ха.
— Эсир — Аслă Çĕнтерÿ ачи: çут тĕнчене 1945 çулхи утă уйăхĕнче килнĕ. Вăрçă çулĕсенче ача сахал çуралнине пурте пĕлетпĕр.
— Çапла. Атте аманса фронтран 1944 çулта тăван киле — Çĕрпÿ районĕнчи Чăрăшкасси ялне — таврăннă. Вăл çапла каласа паратчĕ: «Рота командирĕ хыттăн кăшкăрса атакăна çĕкленме хушсан салтаксем штыклă винтовкăна çирĕп тытса нимĕçсем патне ыткăнатчĕç. Вилĕме хирĕç каяс мар тесе окопра выртса юлакансем пурччĕ. Хăравçăсене унтан е политпай, е «Смерш» офицерĕсем çухавран туртса кăларатчĕç. Хăвăртрах хăпарса чупмасан вĕсене çар трибуналĕ айăпланă. Çамрăк лейтенант салтаксене куçран вĕçертместчĕ…»
Тăшман линийĕ патне çывхаракансен пысăк пайне пулемет-автоматран персе çава пек çулса тăкнă. Чылайăшĕ вилнĕ. Атте малаллах талпăннă. Алăран аманнă. Юн юхтарса выртнăскере çĕрле ытти салтакпа пĕрле лазарета ăсатнă. Вăрçăра сывлăхĕ пĕтнĕрен 58 çултах вилчĕ.
— Тăван çĕршыва хÿтĕленĕскер ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулнă-и?
— Вăл пире лайăх вĕренсе професси суйласа илме, çемьеленсе пурнăç тума, тÿрĕ çулпа пыма вĕрентнĕ. Атте ертсе пынипе тăван ялта пÿрт хăпартрăмăр. Анне Мария Ивановна ачисене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Эпĕ, чи асли, килте атте-анне çук чухне пуриншĕн те яваплăччĕ: вите-сарайран тислĕк кăлараттăм, киле шыв йăтаттăм, уйран уçлаттăм, ытти ĕç тăваттăм. Ун чухне манран кĕçĕнреххисем сенĕк-кĕреçе тытма çеç вĕренетчĕç. Анне хушса хăварнă ĕçсене тума вăй çитерейместĕм. Мĕн тумалла? Урамра вылякан ачасене пан улмипе хăналаса ĕçсене тума явăçтараттăм.
— Ертсе пыма ача чухнех хăнăхнă апла...
— Тен, çапла-и — паян калама йывăр. Çĕрпÿ хулинчи ял хуçалăх техникумне пĕтерни мана ура çине çирĕп тăма аванах пулăшрĕ. Вĕренме кĕни халĕ те асрах. Экзамен тытма пограничник карттусĕпе, салтак кителĕпе кайрăм. Çÿллĕ те патвар каччă /Комсомольски районĕнчи Анатолий Антонов, кайран «Сельхозтехникăра» ĕçлерĕ/ мана, çичĕ класс пĕтернĕскере, хăрах аллипе кăкăртан ярса илсе çĕклерĕ те: «Какие экзамены?..» — терĕ. Халь шухăшлатăп: эпĕ, вун пилĕк çулти ача, хăрах алăпа çĕклемеллех тайнă-ши? Тăхăр ачаллă çемьере ÿснĕскер тăраниччен çиеймен пулĕ çав…
— Механик пулма техникумра пĕлÿ илнисĕр пуçне трактор-машинăпа ĕçлеме камсем хăнăхтарчĕç?
— Практикăра, Казахстанри совхозра. Ака-суха тунă, комбайнера тырă пухса кĕртме пулăшнă, трактор-машинăна юсанă. Кашни уйăхра 180-300 тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Унпа хам валли костюм /пурнăçра пĕрремĕш хут/ туянтăм, киле парнесемпе таврăнтăм. Чăваш Енри хуçалăхсемпе танлаштарсан Казахстана техникăпа лайăхрах тивĕçтернине палăртас килет. Совет Республикисенчен янă çамрăксемшĕн вăл практика вырăнĕ пулса тăнă.
— Хальхи вăхăтра ун пек йĕрке пулмал¬ла-и?
— Паян та кирлĕ! Кирек хăш специальноçа вĕренекенсене. Практикăра ĕçлеме хăнăхтараççĕ. 1983 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн механизаци факультетĕнче тарăн пĕлÿ илтĕм пулин те трактор-машина вăрттăнлăхĕсене пурне те пĕлетĕп тесе эпĕ нихăçан та каламан, кирек хăш должноçра чухне квалификацие курссенче вĕренсе ÿстернĕ. Институт профессорĕпе Александр Кузнецовпа пĕрле Болгарие çитсе çĕр ĕç технологине тĕпчерĕмĕр. Унта улма-çырларан пысăк тупăш илеççĕ. Эпир Киров ячĕллĕ колхозра садсем çитĕнтертĕмĕр. Улма-çырларан продукци хатĕрлекен предприяти юнашар пулман пирки пирĕншĕн çул хупăнчĕ. Садсене тара парса пăхрăмăр — вĕсенчен арендаторсем те услам нумай илеймерĕç. Çапла садсем юхăнчĕç. Шел, Канаш вăрман хуçалăхĕн улма-çырларан бальзам хатĕрлекен завочĕ продукци сутса аталанаймарĕ.
— Сирĕн биографирен 1964-1979 çулсенче республикăн «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕн Канаш районĕнчи уйрăмĕн механикĕнче, инженерĕнче, управляющи çумĕнче, управляющире ĕçленине пĕлтĕм. Хуçалăхсене мĕнле пулăшнă?
— Мана Николай Матвеев ĕçе илнĕ, каярахпа управляющи Николай Кириллов пулчĕ. Гусеницăллă Т-54 тата Т-74 тракторсене юсанă. Колхоз-совхозăн вăл пайтахчĕ, анчах час-часах ванатчĕ. Ăна кĕске хушăра çĕнетнĕ. Эпĕ Ленинградри ял хуçалăх академийĕнче икĕ уйăх вĕреннĕ, облаçри Гатчина районĕнче асăннă модификацисене еплерех юсанипе паллашнă хыççăн çĕнĕ технологие /поточно-узловой метод/ ĕçе кĕртрĕмĕр. «Сельхозтехникăн» Шăхасанти уйрăмĕ гусеницăллă тракторсене юсаса республикăри хуçалăхсен ыйтăвне туллин тивĕçтернĕ. Вĕсен двигателĕсене Йĕпреçре юсаса пирĕн пата илсе пынă. Хыçалти тĕнĕлне /мостне/, рамине, ытти пайне хамăр тунă. Эпĕ Йĕпреçрен, «Чăвашагроснаб» предприятирен, Волгоград, Ульяновск облаçĕсенчи заводсенчен, ытти регионтан саппас пайсем нумай турттарнă.
Удобрени склачĕ ишĕлсе аннă!
— Ун чухне предприятисене ĕç аллисем çитмен. Çаплах-и?
— Тĕрĕс. Канаш вокзалĕнчен, ялсенчен çамрăк каччă-хĕре Чулхулари, Ульяновскри автомобиль завочĕсенче ĕçлеме направлени параттăм. Директорсем мана тав тăватчĕç. Чулхулари пĕр çулталăкра груз турттаракан 18 автомашина пачĕ, киввисене илсе юлчĕ.
— Эсир ял хуçалăх специалисчĕсем лайăх пĕлекен Александр Кушковпа пĕрле ĕçленĕ.
— Вăл 1975-1987 çулсенче «Сельхозтехникăн» республикăри уйрăмĕн председателĕн çумĕ, «Чăвашсельхозхими» пĕрлешĕвĕн председателĕ — Чăваш АССР ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ, «Чăвашагропромхими» пĕрлешĕвĕн председателĕ пулчĕ. Эпĕ 1970-1975 çулсенче — «Сельхозхимин» Канаш районĕнчи управляющийĕ. Вăл ертсе пынипе ыррине нумай турăмăр. Тăпра пулăхне лайăхлатса, ял хуçалăх культурисен тухăçне палăрмаллах ÿстерсе хуçалăхсене пулăшрăмăр. Республика минерал удобренийĕ, хими им-çамĕ хальхипе танлаштарсан темиçе хут ытларах илнĕ — эпир вăхăтра пушатса ĕлкĕреймен. Палăртнă кунсенче турттарманшăн чукун çул пире час-часах штрафлатчĕ.
— Ыйтăва мĕнле татса панă?
— «Советская армия», «Цивиль» хуçалăхсенчен, ыттисенчен пушатма çын яма ыйтаттăм — пыратчĕç. Пулăшнăшăн вĕсене çулталăкра уйăрма пăхнă ресурс çумне хушса параттăм. Пĕр çул Молдовăран килнĕ çамрăксене «Сельхозхимин» ангарне хăпарттартăм. Ĕçе икĕ кунранах вĕçлерĕç! Çÿллĕшĕ — 24, тăршшĕ 60 метр. Бригадăна эрех ĕçтерсе тав турăм. Тепĕр кунне, ирхине пăхатăп — удобрени склачĕ вырăнта çук! Ăçта? Пĕр еннелле йăтăнса аннă, тăртăнса тăракан юписем шахмат фигурисене аса илтереççĕ. «Айне кам пулчĕ-ши?» — чĕтресе пыратăп çывăхне. Турра тав! Ишĕлнĕ чухне çывăхра çын пулман. Тÿрех милици пуçлăхĕ патне телефонпа шăнкăравларăм. «Пирĕн склад йăтăнса аннă! — терĕм. — Карпат ачисене Канашран кăларса ан ярăр-ха». Чÿречерен пăхатăп — утаççĕ хайхи бракçăсем. «Николай Степанч, ан пăшăрхан — тепĕр хут хăпартатпăр!» — теççĕ. Чăн та, турĕç.
— Шел те, çĕре пулăхлатма халĕ удобрени иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчен чылай сахалрах хыватпăр, ăна упрама складсем çителĕклĕ тăваймастпăр. Çак енĕпе ырă улшăнусем тăвасса кĕтсе илейĕпĕр-ши?
— Çывăх вăхăтра çителĕклĕ хăпартасса шанма йывăр. Мĕншĕн тесен паян кашни пĕрлехи хуçалăх аталанăвĕшĕн мар, ытларах хăйĕншĕн, çывăх çыннисемшĕн, çемйишĕн тăрăшать. Хуçалăхсем — йывăрлăхра. Шел те, пуçару туса производствăна ÿстернĕ, ĕç вырăнĕсем туса панă хуçалăхсемех патшалăх умĕнче «явап тытаççĕ» — ĕнсене хыракан налук тÿлеççĕ, пысăк процентлă кредит тавăраççĕ.
Секретарьсемпе мĕншĕн хирĕçнĕ?
— Киров ячĕллĕ хуçалăх ытти нумай колхоз пек пасар саманинче пĕтмерĕ, çынсене ĕçлеме май туса пачĕ. Предприятие паян кам ертсе пырать?
— Герман Владимиров. ЯХПК малашне те ÿсĕм çулĕпе пырасса шансах тăратăп.
— Эсир район ертÿçисемпе килĕштереймен теççĕ.
— Пĕр-пĕрин хушшинче пайламалли сăлтав пулман. Хăйсен должноçне эпĕ йышăнасран сехĕрленсе нумай чухне мана хирĕç пулнă. Çемçе пуканĕсене йышăнассишĕн эпĕ хыпкаланса çÿремен. «Канаш районне кÿршĕ районтисем ертсе пыраççĕ! Мĕншĕн Канашсем мар?..» — тесе уççăнах калаттăм.
— Çапах та хирĕçÿсен сăлтавĕсем ĕçре пулман-и?
— Паллах, вĕсемпе çыхăннă. Сăмахран, парти райкомĕ ял хуçалăх культурисене пĕвери сивĕ шывпа шăварттарса çитĕнме памастчĕ. Вĕсен лаптăкĕ пирĕн колхозра кăна 208 гектарччĕ. Эпĕ ÿсен-тăрана шăнтса пĕтерессине хирĕçлесе пĕрре çеç мар каланă. Шыва 6-7 метр тарăнăшĕнчен уçланă. Кунĕпе шăрăх тăрсан та унта ăшăнса çитеймест.
— Эсир хуçалăхра мĕнле объектсем тутарнă?
— Паян ЯХПК усă кураканнисене пурне те. Пĕр вăхăтра пирĕн сăвакан ĕне 750 пуçчĕ, халĕ — 450. Сысна ашĕ çулталăкра 200 тонна туса илнĕ. Виçĕ çул каялла 200 пуç ĕне тăратмалли вите хута ятăмăр. Виçĕ шкул, культура çурчĕ, клуб, асфальт çул /29 км/, ФАП, амбулатори, ыттине тутартăм. Совет тапхăрĕнче хуçалăхра 250 çын вăй хунă, халĕ 130-ăн тăрăшаççĕ.
— Эсир Аркадий Айдакпа туслă пурăннă. Унран ыррине мĕн илсе юлтăр?
— Айлăм-тайлăмра вăрман тăрăхĕсем лартса çитĕнтертĕмĕр, ретсен хушшине уй-хиртен юхакан хура тăпрана тытса юлмалли канавсем чавтартăм, пĕвесем тутартăм, унран ял хуçалăх культурисен тухăçне ÿстермелли меслете алла илтĕмĕр.
Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă