Ĕçри ĕçчен Акатуйра юрлать: ташлать хавхаланса
Иртнĕ эрнере Шупашкар районĕнче Акатуй иртрĕ. Ентешсем ăна Раççейри Ырă тăвакансен çулталăкне тата Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалларĕç. Уяв ячĕпе ентешсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ — Бюджет, финанс тата налук енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Альбина Егорова тата ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Вячеслав Рафинов саламларĕç.
Хăнасем малтанах Кÿкеçри Советски урамĕнчи çĕнĕ çула /1,21 км тăршшĕ/ уçма хутшăнчĕç. Ăна чи малтан çамрăк велосипедистсемпе спортсменсем пахаларĕç.
Каярахпа республика, район ертÿçисем ял тăрăхĕсен кил картишĕсемпе паллашрĕç. Чăн та, кунта курмалли, кăсăкланмалли чылай пулчĕ. Ентешсем хăнасене çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç, наци апат-çимĕçĕпе сăйларĕç. Çĕньял культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи Эльвира Альмешкина вĕсене кĕнеке евĕр хатĕрленĕ тортпа паллаштарчĕ. Ăна чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне Иван Яковлева халалланă. Пылак çимĕçе ку тăрăхри Наталья Иванова ăсталанă. Вăл Акатуй символикине тĕпе хурса пĕремĕксем те пĕçернĕ.
Малалла уяв ахрăмĕ сцена çинче тăсăлчĕ. Ентешсем чăвашлăха упрани, тăван чĕлхене сума суни савăнтарчĕ. Мĕншĕн тесен чылай районта Акатуйсене халĕ вырăсла ирттерме тытăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Шупашкар районĕн уявне вара Иван Яковлев, Иоаким Максимов-Кошкинский, Федор Павлов, Марфа Трубина, Николай Шупуççынни «килнĕ». Вĕсем вĕрентсе каланисене куракансем ăша хыврĕç. Марфа Трубина çыравçă, вĕрентекен аслисене çапла чĕнсе каларĕ: «Кĕнеке пире тĕрĕс пурăнма вĕрентет. Кĕнеке — пĕлÿ çăл куçĕ. Аслисем, ачăрсене юратса вулама хăнăхтарăр». Федор Павлов вара чăваш юрри-кĕввине упрамаллине, хакламаллине палăртрĕ.
Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн халалĕ те мăнаç¬лăн янăрарĕ. «Тăван чĕлхене нихăçан та ан манăр!» — тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Иван Яковлевич.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев çураки кăтартăвĕсемпе, малашнехи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. «Çурхи, пăрçа йышши культурăсене 11,280 гектар çинче акса хăварнă. Выльăх апачĕлĕх культурăсене — 1124 гектар. Çĕр улмине пĕлтĕрхинчен — 11 процент, пахча çимĕç лаптăкне 40 процент таран ÿстертĕмĕр», — терĕ вăл. Çурхи ĕçсене вăхăтра, васкавлăн пурнăçланăшăн çĕр ĕçченĕсене тав турĕ пуçлăх.
«Пулас тухăçăн шанчăклă никĕсне хывса хăварнă», — палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ентешсене уяв ячĕпе саламланă май. Асăннă район федераци тата республика программисене хастар хутшăнать. Çавна май районта çул-йĕре юсасах тăраççĕ, кăçал 2 çĕнĕ ФАП уçăлĕ, тăван тавралăха тирпей-илем кĕртессипе те тăрăшаççĕ ентешсем.
Республика ертÿçи Шупашкар районне çул-йĕр ĕç-хĕлне пурнăçлама 574,6 пин тенкĕлĕх, çавăн пекех Ильпеш ялĕнчи çÿп-çап вырăнне йĕркене кĕртме 38,7 млн тенкĕлĕх сертификат пачĕ. Районти ĕç паттăрĕсене вара Хисеп хучĕсемпе, парнесемпе чысларĕç.
РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов Акатуй тăван культурăна, йăла-йĕркене упрама пулăшнине, çĕр ĕçченĕсем вара çамрăксемшĕн яланах тĕслĕх пулса тăнине каларĕ.
ЧР Патшалăх Канашĕн Бюджет, финанс тата налук енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Альбина Егорова патшалăх ял çыннин пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшнине палăртрĕ. Акă ача сачĕ тума Атайкасси ял тăрăхне 61 млн тенкĕ уйăрнă.
Уява малалла чăваш эстрадин çăлтăрĕсем, вырăнти артистсем хăйсен юрри-кĕввипе илем кÿчĕç. Республика ертÿçи вара ял тăрăхĕсен хушшинче иртекен футбол, волейбол ăмăртăвĕсене хутшăнакан спортсменсемпе курнăçрĕ.