Патша майрисен йĕрĕпе — 4
Акулăсем
Поэт чĕннĕ пекех, çыран хĕррине хум хыççăн хум ывăтать тинĕс. Лăпкăн чÿхенес тĕллевпе шаларах ишсе кĕретĕп — унта шыв ытлашши хумханмасть, кĕтмен-туман çĕртен пуç урлах витсе хумасть. Çыранран инçерехре халăх та сахал. Нумай чăмпăлтатрăм-и ырлăхра, сахал-и, «Салам!» тенипе шартах сикрĕм. Чăн та, вырăсла илтĕнчĕ-ха ку сăмах. Çаврăнса пăхатăп. Ман тавра тĕксĕм ÿтлĕ икĕ арçын акула пек явăнать. Тĕксĕм ÿчĕсенчен паллă — вырăнтисем. Пĕтрĕмĕр! Ĕçĕме кура темĕнле çынпа та хутшăнма тивет те, анчах та кунта шывра, çурма çарамас тата. Пушшех те, çывăхра никам та çук. «Салам…» — аптранине кăтартас мар тесе майĕпен çапах та çыран хĕрринелле шуçатăп. Ура тинех шыв тĕпне перĕнет те чунра лăштах пулса каять. «Раççейрен-и?» — хуçать чĕлхене турккă арçынни. «Эвит», — хуравлатăп эпĕ. «О!» — эпĕ турккăлла перкелешме хăтланнине ырласа пуç пÿрнине çÿлелле çĕклет хайхи. Юнашар явăнаканни тăрăшсах тем ăнлантарать ăна — эпĕ ăнкармастăп. Те çамрăкраххине тупма сĕнет, кам пĕлет? Иккĕшĕ тем калаçнă хыççăн манпа хайхи акăлчанла сăмах тупма хăтланать. «Go from here», — хăвалать юлташне, унтан çакнах вырăсла мĕнле каламаллине манран ыйтать. «Кай кунтан!» тесе каламалла», — шÿтлетĕп эпĕ. Уншăн пулсан... Вырăсла-и е чăвашла-и — пур пĕр ăнланмасть вĕт хăй мĕн каланине. «Кай кунтан!» — кăшкăранçи тăвать çывăхри «акула» аяккарах ишсе çÿрекеннине. Чăвашла хитрех пулать тата хăйĕн. «Ай-яй!» — юнатăп эпĕ хайхискер ман патарах çывхарма хăтланнине курса. Вăл тата темĕн калать, калать... «Translation», — ассăн сывлать турккă. «Эх, кам пĕлнĕ шывра арçын тупасса? Словарь илсе кĕрĕттĕм. Капла вара, каçар, not understand», — хам ăна ăнланманнине пĕлтерсе шăл йĕретĕп эпĕ. «Вырăсла темиçе сăмах кăна пĕлетĕп çав, — тет акăлчанла чиперех калаçаканскер. Кăсăклă… — Привет! Как дела? Секс…» — тата ман çывăхарах килме хăтланать ку. Манăн уни-куни шухăш çук та, куçăм çыран хĕрринчех. Турккă вара сылтăм аллăмри ятсăр пÿрнерен куçне илмест, ун çине кăтартса темĕн ыйтать. Мĕн темĕнни, паллă ĕнтĕ, качча кайни-кайманнипе кăсăкланать. Çĕр çинче çур ĕмĕр упăшкасăр пурăнма пит начар хĕрарăмах мар-иç. «Ав унта, çыран хĕрринче, хĕвел çинче хĕртĕнсе выртать, — ăнланать-и ăнланмасть-и, пĕрре çул тÿпенелле, тепре отель еннелле тĕллесе кăтартатăп эпĕ. — Унпа пĕрле — tow bӥyӥk kiz», — чăвашла, акăлчанла, турккăлла хуçăлать чĕлхе. Упăшкапа икĕ пысăк хĕрĕм çыран хĕрринче иккенне ăнланчĕ пулас. — Секс yok… — Юлашки, ман шухăшпа, такама та ăнланмалла. — Bye», — сыв пуллашнă май хушса хуратăп эпĕ. «Bye», — аллăмран та пулин тытса курасшăн тăсăлать хайхи. Юрĕ ĕнтĕ, уншăнах вилсе каяс çук, «акулăран» чĕрĕллех çăлăннăшăн савăнса халăх хушшинелле шăватăп эпĕ… Тинĕс тесе… тем курса ларăн…
Кам — канма, кам — ĕçлеме
…Ыранхи кун мĕн илсе килессе, черетлĕ чарăнура мĕн кĕтессе пĕлместпĕр. Ура утнă чух таçта та çитес, хăлха илтнĕ чух темĕн те пĕлес килет. Кашни гидах калаçтарма тăрăшатпăр. Аэропортра кĕтсе илнĕ хĕрачапа çывăхарах паллашрăмăр. Гузель. Тутар хĕрĕ. Челябинскран. Турккăлла пĕлсех каймасть. Çавăн пекех, тĕлĕнмелле те, вырăсла та начар калаçать. Сăмах саппасне Гузель «окей!»пе саплаштарать: кашни предложени вĕçĕнчех янăрать ку. Ĕçе турфирма урлă вырнаçнă. «Интернет урлă тупнă тăк атте-анне ямастчĕ», — тет хăй. Хĕрсене, турккă арçыннисемпе ан аташчăр тесе, çирĕп алăра тытаççĕ. Каçхине тухса çÿреме ирĕк çук. Ĕçленĕ вăхăтра пурăнма общежитире вырăнпа тивĕçтереççĕ. Трансгидсем 1000 яхăн доллар ĕçлесе илеççĕ. Талăкĕпе йĕркеллĕ çывăрайманнине шута илсен нумаях мар ку. Ара, самолетсем кашни сехетрех вĕçсе килеççĕ, туристсене кĕтсе илмелле, отельсем тăрăх салатмалла. Тепĕр чухне çĕрле çывăрма кĕрсе выртатăн кăна, 3-4 сехетре тăмалла та. Хăнасем автобусран тухнă чух яланах водителе «чейлĕх пама юранине» аса илтермелле. Çакна калама мансан каярахпа арçын кăшласа яма хатĕр хĕре — укçана пурте юратаççĕ. Ĕçе пурне те илмеççĕ, хăйсене ытла та ирĕклĕ тыткалакансене юратсах каймаççĕ. Арçынсемпе хутшăнма чарнă терĕм те, йăрăраххисем пур пĕр май тупаççĕ. Мускавран килнĕ пике автобус водителĕпе çыхăнăва кĕнĕ. Паллах, фирма çакна пĕлсенех унпа сыв пуллашнă.
Трансгидсем хăть 3-4 сехет вилнĕ пек çывăраççĕ пулсан, отель гичĕсен кун пек ырлăх та çук — вĕсен талăкăн кирек хăш самантĕнче сиксе тăрса туриста пулăшма яланах хатĕр пулмалла. Пĕрремĕшсене çамрăксене кăна йышăнаççĕ, отельре ĕçлеме вара — 30 çултан иртнисене. Чăн та, отельре ĕçлесе илме майсем тата ытларах — тĕрлĕ çĕртен процент пухăннине пула 2000 яхăн доллар капашать. Шăл кăтартма вĕренсе çитсен — пурăнма та, ĕçлеме те пулать. Пире хăна çуртĕнче кĕтсе илнĕ хĕр пĕрчи пит хапăл пулчĕ теме çук. «Эпĕ те çынах, — çакăн çинче темиçе хутчен те пусăм турĕ вăл. — Мĕн те пулин сиксе тухсан ман пата мар, яваплă службăсене шăнкăравлăр: эпĕ аэропорт та, тухтăр та мар…»
Асамлăх...
Хăнара лайăх та... Çур çĕр иртни 2 сехетре тухатпăр отельрен. Çул çинче силленкелесе пырса аэропорта çитнине сисместпĕр те. Тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухатпăр. Ĕнтĕ самолета лартма пуçласса кăна кĕтмелле.
Патша та çуран çÿрекен вырăна çитсен, салонра черет кĕтсе тăриччен тесе, кĕрсе тухма тĕв турăмăр. Унта та черет. Умра та, хыçра та. Каялла тухсан инçех мар вырнаçнă тенкел çине ларатăп кăна, пĕтрĕм! кĕсье пушă. Ара, эпĕ телефона, ан чăрмантартăр тесе, кăларса хунăччĕ-иç! Йăпăр-япăр тăрса каялла вирхĕнетĕп. Куç тÿрех çÿлĕк çине чăмать. Çук телефон!!! Чĕре çурăлса тухманни кăна. Йÿнĕ йышши мар вĕт. Пуçра çĕр тĕрлĕ шухăш… Кам, кам илме пултарнă? Паллах, çакăнти çынах. Хĕрĕмпе пĕрле полици шыраса чупатпăр. Пирĕн пата вырăсла калаçакан полисмена яма шантараççĕ. Çук, никам та килмест. Самолета ларма вăхăт çитнĕ май тĕрĕслевçĕсем килчĕç. Аллинче — микрофон. Вĕсенчен пулăшу ыйтатпăр. Тен, пурте илтмелле пĕлтерсен тавăрса парĕç? Çамрăкки пирĕн енне тăснă микрофона ватти каялла туртса илет: «impossible». Мĕншĕн — май çук? Иккĕшĕ тавлашса калаçнинчен ăнланмастăп. Мана, тепĕр тесен, укçинчен ытла телефонри контактсене, сăн ÿкерчĕксене шел. Паян телефонра пĕтĕм пурнăç вĕт… Нивушлĕ тавăрса памĕç? Кама? Парас тесессĕн те вĕсем манăн сăна ас туса юлман вĕт, эпĕ те хам хыçра черетре тăракансене сăнаса пăхман. Тупăнас тăк… чăн-чăн асамлăх пулать вĕт ку! Асамлăх... Маншăн табу евĕрех çак сăмах. Юратмастăп ăна. Çук манăн пурнăçра асамлăх. Анне пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă çул тухтăр каланă сăмахсем нихăçан та тухмĕç асăмран. Чĕреме ĕмĕрлĕх касса кĕрсе ларнă вĕсем. «Асамлăх çук пурнăçра, — тенĕччĕ вăл. — Аннÿ нумаях пурăнаймĕ». Çук, çук, çук, асамлăх çук, аннÿ пурăнаймĕ, çук, телефон та çук, асамлăх çук. Пăтранмах пуçларăм курăнать. «Никам та алăран туртса илмен», — юнашарах икĕ хĕрарăм калаçни хăлхана кĕчĕ сасартăк. Чим, манăн телефон пирки сăмахламаççĕ-и? Анчах алăран никам та тытман… «Атьăр салона ларсан стюардессăсене калатпăр, — тетĕп хĕрĕмсене. — Тен, хăть вĕсем пурте илтмелле пĕлтерĕç?» — «Пирĕн пассажирсем илнĕ пулĕ тетĕн-и?» — шанмаççĕ вĕсем. Пулма пултарать. Ара, самолета лармалли кашни лаптăкра — хăйĕн алăк, кашни алăк патĕнче — хăйĕн туалет. Кам пĕлет? Анчах та — «асамлăх çук, çук, çук» тÿнклетет тăнлавра.
Салона кĕрсе лартăмăр кăна, стюардесса сасси янăраса кайрĕ: «Пирĕн пассажирсенчен пĕри туалетра телефон манса хăварнă. Тупаканнине тавăрса пама ыйтатпăр». Аслă хĕрĕм тахăш хушăра кайса каласа та ĕлкĕрнĕ. Кĕçех салон вĕçĕнчен самолет пуçнелле хăвăрт кăна стюард иртсе кайрĕ… Унччен те пулмарĕ, хĕрĕм каялла таврăнчĕ. «Ме, тыт телефонна, урăх ан çухат, — терĕ. — Стюардран парса янă…» Телефон режимĕсене çав хушăрах йăлт улăштарса пĕтернĕ. Тавăрса парас шухăш пулман курăнать. Çакăн хыççăн асамлăха мĕнле ĕненмĕн? Каçар, анне, асамçă пулса сана çăлса хăвараймарăм. Анчах шурă халатли йăнăшнă. Пурнăçра асамлăх валли вырăн пурах…
Çĕр метртан — ирĕклĕх
Самолет çемçен кăна Шупашкар аэропортĕнче анса ларать. Алă çупаççĕ. Чĕрĕ-сывă, тĕрĕс-тĕкел илсе çитернĕшĕн тав туса. Тинех, тинех килте!
Иртерех савăннă иккен. Шупашкар аэропорчĕ…çемçерех мĕнле калам-ши? Паспорт, таможня тĕрĕслевĕ витĕр тухиччен чун тухрĕ. Нимĕнле услови те çук. Пÿлĕмсене уйăракан стенисем — поликарбонатран, теплицăри пекех туятăп хама. Ачасем йĕрмĕшеççĕ, арçынсем çапăçаççĕ. Киле çитсен камăн сехечĕпе черет тăрас килтĕр? Умри икĕ арçын тытăçсах кайса чăматанĕсене те аркатрĕç. Ачаллисем аранах черетсĕр кайма тăн çитерчĕç. Анчах та вĕсене те çăмăлах пулмарĕ — арçынсем ирттерсе ярасшăн мар. Ман хыçри пĕчĕк ачаллă хĕрарăм тĕркĕшÿ варрине кĕрес мар терĕ курăнать. Хăй пысăк хырăмлă. Виççĕсенчи хĕрачи юнашарах тăлт та тăлт сиккелет. «Анне, сĕткен ĕçес килет!» — «Акă лавккана кĕретпĕр те илетпĕр». — «Çук, анне, манăн халĕ ĕçес килет». — «Чăт, хĕрĕм, ан йĕрмĕш». Тĕлĕнмелле, пĕчĕкскер ăнланать амăшне, итлет, йĕрмĕшме чарăнать. Анчах пĕр вырăнта тăрас килмест унăн. Сиккелесе малалла кĕрсе каять. «Хĕрĕм, эсĕ киле мансăрах каясшăн-им?» — хĕрарăмăн чăтăмлăхĕнчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. Шăпăрлан нимĕн чĕнмесĕр каялла таврăнать. Анчах пур пĕр ларма-тăма пĕлмест хăй. «Анне, атя эпир те мала каятпăр», — халăх хĕвĕшекен вырăна, черет пуçламăшне, тĕллет хайхи. «Çук, кунтах тăратпăр», — тет амăшĕ каллех лăпкăн, сассине пачах хăпартмасăр. Çывăх çыннине вырăнтан ниепле те тапратайманнине кура хĕр пĕрчи сике-сике юрлама пуçлать: «Я тебя так долго ждала, я тебя так долго ждала…» Отельре вĕçĕмсĕр янăранă юрра хăлхи шăхăрнă ĕнтĕ шăпăрланăн…
Аранах эпир те тĕрĕслев пункчĕ патне шуса çитетпĕр. Пирĕн те, çывăхри çынсен те чĕптĕм чăтăмлăх юлман. Ахăртнех, амăшĕпе хĕр пĕрчисĕр пуçне пурте вĕчĕрхенеççĕ. Хирĕç пилот формипе тухакан арçынна курсан пассажирсенчен пĕри чăтаймарĕ: «Норд Вест, таçта та вĕçетĕр, таçта та çитетĕр, Шупашкар аэропорчĕ пеккине тата ăçта та пулин курнă-и эсир?» — тесе ыйтрĕ. «Тен, Зимбабвере?» — çăвар тулли шурă шăлне кăтартса йăл кулчĕ пилот…
«Ирĕке тухиччен тата 100 метр юлчĕ», — йĕлпĕрет тепĕр арçын. 100 метра аран-аран тухса урама васкатпăр. Шупашкар!.. Санран лайăхраххи, çывăхраххи, хитререххи тата мĕн пур-ши?
Таврăннă хыççăн…
Асамлăх… Вăл чăнласах та пуррине кĕçех тепĕр хут ĕнентерчĕ пурнăç. Шупашкара Анталья хулинчен çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче таврăнтăмăр. Тепĕр 4 кунран çав аэропортранах сывлăша çĕкленнĕ самолет инкек тÿснине пĕлтĕмĕр. Турци Onur Air авиакомпанийĕн Airbus самолечĕ, Челябинска çул тытнăскер, салонĕ тÿпере çурăлма пуçланине пула Волгоградра анса ларнă. Телее, чиперех, 234 пассажир тата 8 çынлă экипаж чĕрĕ-сывах.
Пассажирсем каласа кăтартнинчен. Салонра тĕтĕм сарăлма пуçланă. Кислород маскисем тухса ÿксен çынсем вĕсене тăхăнса сывлама пикеннĕ, анчах та лешсем лайăх ĕçлемен. Мĕн пулса иртнине ăнланман ачасем, пушшех те, маскăсене тăхăнасшăн та пулман. Анчах та ачасем мар, мĕн пулнине аслисем те ăнланман — экипаж вырăсла пĕлмен, пассажирсем — акăлчанла. Пысăк çынсем, хăраса ÿкнипе, ачасенчен те ытларах кăшкăрашма пуçланă. Кĕçех самолет питĕ хăвăрт ÿкме тытăннă. Нумайăшĕн сăмсаран юн кайнă. Паллах, пуçра пĕр шухăш амаланнă: пĕтрĕмĕр! Юрать-ха сывлăш кайăкĕ çĕр çине чиперех анса ларнă. Хăшне-пĕрне «Васкавлă пулăшупа» больницăна илсе кайнă. Çав рейса лекнисенчен нумайăшĕ паян асамлăх чăнах та пуррине, хăйсен халĕ иккĕмĕш çуралнă кун пуррине çирĕплетет.
Çийĕнчех 2015 çул аса килет… Пиччене сарăмсăр çухатнă хыççăн хĕрĕмсем, йывăр шухăшсенчен хăтарас тесе-тĕр, Египетри Шарм-эль-Шейх хулине илсе кайнăччĕ. Ара, вăл çĕршыва Раççей çыннисем дачăна çÿренĕ пек каятчĕç. Тинĕс, хăйăр, хĕвел… Чиперех канса таврăнтăмăр ун чухне те. Эпир киле çаврăнса çитнĕ хыççăн пĕр вăхăтран тĕнчене усал хыпар кисретрĕ ¬ — юпа уйăхĕн 31-мĕшĕ 217 пассажиршăн тата 7 çынлă экипажшăн юлашки куна çаврăнчĕ. /Ун чухне те, сăмах май, Airbus пулнă/. Синай çурутравĕ çинче çынсен пурнăçĕ татăлчĕ. Египет çав кунран дача пулма пăрахрĕ.
2016 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче хыпар сарăлчĕ: инкекшĕн яваплă 45 хураха, хăйсене ертсе пыракан Абу Дуа аль-Ансарипе пĕрле, Эль-Ариш çывăхĕнчи операцире тĕп тунă. Çакăн евĕр инкекрен тĕнчене малашне Турă сыхлатăр кăна ĕнтĕ.
Турци дача пулса юлĕ-и?
Хальхинче вара, Шупашкар аэропортĕнче питĕ вăрах кĕтнĕ май, вăхăт ирттермелле интернетра чакалантăмăр та, куç тĕлне кăсăклă хыпар çакланчĕ. Чăн та, Раççей гражданĕсемшĕн кăмăллах мар ку. Турци президенчĕ Эрдоган правительствăна саккуна çĕнĕлĕх кĕртме — «аll inclusive» путевкăсене пăрахăçлама — сĕнет. Туристсем Турцие шăпах «все включено» путевкăсемшăн кăмăллаççĕ. Çакна пăрахăçлани Парижа Эйфель башнисĕр хăварнипе танах. Анчах та ку турккăсене тăкак кăна кÿрет-мĕн. Вырăссем отельсенчен ал шăллисем, кашăксем, улма-çырла, чей, ĕçме-çиме… туалет хучĕ таран илсе тухаççĕ иккен. Çакна çирĕплетекен темиçе сюжет Раççейри тĕп каналсем те кăтартрĕç. «Пилĕк çăлтăрлă хăна çуртĕнче канма пултаракан çыннăн чей туянмалăх та çук-шим укçи-тенки?» — тĕлĕнет пĕр отель хуçи. Пирĕн ăс-тăна вĕсем ăçтан ăланччăр-ха? Укçа-тенкĕ çитменнипе çыхăнман-çке ку. Япăх выртакан япалана уралантарма хăнăхнă пирĕннисем. Çакă кăна. Анчах та пĕчĕк вак-тĕвек тепĕр чух самай пысăк кăмăлсăрлăх кÿнине шухăшлама пĕлместпĕр.
Мĕнех, пурăнăпăр-курăпăр. Çапах та вырăссем Турци экономикине самай пысăк тÿпе хываççĕ. Египетра авă халĕ отельсем йăлт пушанса юлчĕç. Турккăсем, тен, каллĕ-маллĕ лайăх шухăшланă хыççăн, вырăссен паянхи дачине çапах та сыхласа хăварĕç. Шăпах «аll inclusive» пирĕн туристсене Сочи тăрăхне мар, Крыма та мар, Турцие илĕртет. Анчах та конкуренци пĕр вырăнта тăмасть, халĕ Раççейĕн кăнтăр регионĕнче те сервис аталансах пыни пирки сас-хура çÿрет.
ХУШСА ÇЫРНИ. Статья вĕçне пăнчă лартнă хушăра виçĕм кун каçхине каллех самолет пăтăрмаха çакланнă сас-хура тухрĕ. Каллех — Турцирен, Анталийăран. Киева вĕçнĕ самолет палăртнă вырăна чиперех çитнĕ, анчах та Жуляны хулинчи аэропортра, çанталăк условийĕсене кура, çемçен анса ларайман. Палăртнă вырăнтан айккинелле тухса кайнă машинăна шасси чăтайман, самолет хырăм çине персе аннă. Телее, пассажирсем те, экипаж та чĕрĕ-сывах.
МИХсем паян тĕнчери пур хыпарпа, çав шутра япăххипе те, паллаштарсах тăраççĕ. Çавна пула, тен, инкек-синкек çине-çинех пулнă пек те туйăнать-тĕр. Самолетпа çыхăннисем пушшех ытларах шăв-шав çуратаççĕ. Çак сăлтавпа вĕçме хăракансен йышĕ те пĕчĕк мар. Çапах та тишкерер-ха, çула тухма транспорт хăш хатĕрĕ хăрушсăртарах? Статистика çакăн пек рейтингпа паллаштарать /списока хăрушлăх чакса пынине кура йĕркеленĕ/: 10. Мотоцикл, мопед; 9. Велосипед; 8.Метро; 7. Шыв транспорчĕ; 6.Космос карапĕ; 5. Микроавтобус; 4. Автомобиль; 3. Автобус; 2. Пуйăс; 1.Самолет — чи хăрушсăр транспорт.
Рита АРТИ.