Комментари хушас

«Ку агрофирмăна эпир Канаш районĕн ертÿлĕхĕ ыйтнипе йĕркелерĕмĕр. Чи кирли — çак тăрăхра пурăнакан çынсем валли ĕç вырăнĕсем пурри, вĕсем вăхăтра шалу илни», — каласа кăтартрĕ «Слава картофелю» агрофирмăн генеральнăй директорĕ Хасиятулла Идиатуллин «Слава картофелю — Канаш» агрофирма пирки [вăл шăпах асăннă компанисен ушкăнне кĕрет].

Çак агрофирмăна туса хунăранпа кăçал 10 çул çитет. Паянхи кун вăл тĕпрен илсен пĕрчĕллĕ культурăсене çитĕнтерес енĕпе ĕçлет. «Эпир çавăн пекех 60 гектар çĕр улми лартса çитĕ-нтеретпĕр. Унсăр пуçне виççĕмĕш çул пăрçа акса ÿстеретпĕр. Кăçал ăна 160 гектар акрăмăр. Ас тăватăр пуль ĕнтĕ: тахçан пăрçа питĕ выртатчĕ, хальхи сортсем вара ун пек мар, пĕр-пĕринчен «тытăнса тăраççĕ». Ун пеккисен çимĕçĕ тăкăнмасть, вĕсене пухса кĕртме те лайăхрах. Эпир «Варис» тата «Вельвет» сортсене акатпăр. Пăрçана вырма пуçласан комбайнпа çапса илетпĕр те склада хуратпăр, унта тÿрех сортировка витĕр кăларатпăр», — каласа кăтартрĕ «Слава картофелю — Канаш» агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ Евгений Терентьев. Палăртса хăвармалла: пăрçа тăпрана азотпа пуянлатать, усăллă çак элемент вара çĕр улмипе ытти пахча çимĕçе лайăх ÿсмешкĕн кирлĕ.
Евгений Терентьев хуçалăх 4 хирлĕ пусă çаврăнăшĕпе усă курнине пĕлтерчĕ: «Пĕрремĕш çулхине эпир çурхи культурăсем акатпăр, унтан — донник, кĕрхисене, 4-мĕш çулхине çĕр улми е пăрçапа горчица. Эпир малтан рапспа горчицăна пусă çаврăнăшĕ валли тесе акаттăмăр. Кăçал вара горчицăн вăррине туса илсе пăхасшăн. Вăл соус тума питĕ лайăх теççĕ. Тĕрĕссипе, «Слава картофелю» агрофирма» компанисен ушкăнĕнче шăпах пирĕн хуçалăхра çĕнĕ культурăсене тĕрĕслесе пăхаççĕ».
Ĕç тăвакан директор каланă тăрăх — агрофирма колхозăн пулнă склачĕсене илнĕ. Вĕсенчен иккĕшне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Халĕ виççĕмĕшне хăтлăлатас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ: унăн тăррине улăштарасшăн, урайне бетон сарасшăн.
Хальхи вăхăтра агрофирмăра 20 яхăн çын ĕçлет. Тĕпрен илсен Карăклă тата Çăлпуç ялĕсенче пурăнакансем вăй хураççĕ. Вĕсем валли çулла яланах ĕç пур. Хĕлле те ахаль лараççĕ теме çук: çынсене автобуспа Комсомольски районĕнчи хранилищĕне çĕр улми суйлама илсе каяççĕ, пал-лах, каялла та килсе леçеççĕ. Компанисен ушкăнĕнчи 4 предприяти те пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлет. Техника ыйтăвне те çак мелпех татса параççĕ. Малалла вулас...

Ирина Клементьева. Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.