Футбол кăткăс вăйă мар
Футбола халалланă курав çавăн пек интереслĕ пулма пултарать тесе нихăçан та шухăшламан. Тĕрĕссипе, хальччен унашкал выставкăра пулма пÿрменччĕ.
Сăмахăм Çĕнĕ Шупашкарти тавра пĕлÿ тата хула историйĕн музейĕнче çак кунсенче уçăлнă «Мухтавлă футбол» курав пирки. Ăна аваллăх управçинче ĕçлекенсем тĕнчен футбол чемпионатне халалланă. Унта Чăваш Енри футбол историйĕпе туллин паллашма пулать. Тĕнче чемпионачĕпе çыхăнтарнă ятарлă уйрăм та пур. Экспозицире — Чăваш Республикинчи футбол командисен парнисемпе наградисем, легендарлă трофейсемпе çакăллă сăран мечĕксем, малтанхи бутсăсем, спорт тумĕсем… Кунтах хăй вăхăтĕнче футболла вылянă, футболистсене хатĕрленĕ тренерсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен интереслĕ каласа панă. Çапла, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче çынсем футболпа пурăннă.
«Юлашки 100 çулта Чăваш Енре футбола халалланă пĕрремĕш курав ку. Чăваш футболĕн историне тĕпчесе пĕтĕмлетес шухăш темиçе çул каяллах çуралнăччĕ. Ĕмĕте пурнăçа кĕртме ти-нех май килчĕ. Чăваш футболĕн историйĕ Улатăр хулинчен пуçланать. Малтанхи командăсем шăпах унта йĕркеленнĕ. 1912 çулта Мускаври çĕр виçевĕн училищинчен вĕренсе тухнă В.Мухин Улатăра ĕçлеме килнĕ. Унта вăл «Вега» команда пуçтарнă. Улатăрта çуралса ÿснĕ, Санкт-Петербург университетĕнче пĕлÿ илекен Н.Сазыкин та çав çулах «Спорт» ятпа команда пухнă. Унтан «Люцифер» команда палăрнă. 1912 çултах Улатăрта футбол чемпионачĕ ирттернĕ. Унта «Вега» çĕнтернĕ. Каярахпа Етĕрнере, Шупашкарта командăсем йĕркеленнĕ. Етĕрнесем ăсталăхĕпе уйрăмах палăрнă. 1931 çулта республикăн тĕп хулинче футболла вылямашкăн Норвеги командипе пĕрремĕш тĕл пулнă. Хăнасем 5:2 шутпа çĕнтернĕ», — каласа кăтартрĕ музей директорĕн çумĕ Дмитрий Спрыжков. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, курава тинтерех кăна уçнă пулин те ачасемпе çамрăксем, спорта юратакансем йышлăн килме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Шупашкартан ачасен икĕ команди ятарласа çитнĕ. Хăпартланса, çунатланса кайнă çамрăксем кунтан.
Улатăрти тата Етĕрнери пĕрремĕш футбол командисен сăн ÿкерчĕкĕсем уйрăмах тыткăнларĕç. Футболистсен тумĕсем те кашнин расна, хăшĕсен урана тăхăнмалли те çук… Çара уран пулсан та пĕрех футболла вылянă. Çынсем футболпа сĕре интересленнĕ. Çулла футболла, хĕлле хоккейла вылянă.
«Халĕ те ача пек чупатăн», — вăрçаççĕ килтисем. Манăн вара çамрăксемпе выляс килет», — терĕ 72 çулти Анатолий Финогенов. Анатолий Константинович курава йĕркелеме экспонатсемпе нумай пулăшрĕ. Анатолий Финогенов республикăри паллă футболист, тренер. Хăй вăхăтĕнче «Сталь» командăра вылянă. «Чăваш Енри чи лайăх футболист» ята икĕ хутчен тивĕçнĕ.
«Пирĕн хула историне, химиксемпе строительсен çитĕнĕвĕсене кăна мар, спорт пурнăçне те пĕлмелле. Çĕнĕ Шупашкар çамрăк тата спортпа тачă çыхăннă хула. Паян кунта ача-пăча спорчĕ лайăхрах аталаннă. Çĕнĕ Шупашкарти пĕрремĕш футбол команди «Заря» ятлăччĕ», — аса илчĕ Анатолий Кирсанов. Анатолий Васильевич химиксен хулинче ачасен 1-мĕш спорт шкулĕнче тренерта ĕçлет. Вăл 1952 çулта Тамбов облаçĕнчи Котовск хулинче çуралнă. Ачаран футболла вылянă. Тамбоври ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче ăсталăха туптанă. 1976 çултанпа Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Хăй вăхăтĕнче Тамбоври «Спартак», каярахпа Çĕнĕ Шупашкарти «Заря», Шупашкарти «Сталь» командăсенче вылянă, çурма хÿтĕлевçĕ пулнă. 1986 çултанпа — Çĕнĕ Шупашкарти ачасен 1-мĕш спорт шкулĕнче. Малалла вулас...