Комментари хушас

Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Раççей халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕн Шупашкарти филиалĕнче «Чăваш Республиикин сывлăх сыхлавĕн лидерĕсем» конкурс финалĕ иртрĕ.

Хăйне евĕр тупăшăва асăннă министерство кăçал нарăс уйăхĕнче пуçарнă. Унта республикăри 46 медицина учрежденийĕнчен 319 специалист хутшăнма кăмăл тунă. Пĕрремĕш тур витĕр ăнăçлă тухнисем иккĕмĕш тапхăра — тест тĕрĕслевне — пухăннă. 220 конкурсантран 19 чи пултаруллă специалист тупăшăва малалла тăснă май Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕн министрĕпе Владимир Викторовпа тĕл пулса калаçнă. Хутшăнура чи кăсăклă хуравсем панă 8 çынна комисси конкурсăн юлашки тапхăрне йыхравланă.

Çĕнтерÿçĕсен ячĕсене çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Медицина ĕçченĕсен кунне халалланă уявра пĕлтерĕç.

Евгений УНДРЕЦОВ, Республикăри клиника больницин тухтăрĕ, уролог:

Конкурс çинчен пĕлтерсен пирĕн сыватмăш администрацийĕ унта хутшăнма мана сĕнчĕ. Хирĕçлемерĕм: унашкал тупăшусем хамăрăн пĕлĕве, çаврăнăçулăха тĕрĕслеме, çĕнĕ опытпа паллашма май параççĕ-çке. Ĕçлĕ вăйăсенче хамăр тĕллĕн те, ушкăнпа та кăсăклă тĕрлĕ ĕç пурнăçларăмăр. Конкурс ăса çивĕчлетет, ертÿçĕн паха енĕсемпе пуянланма пулăшать.

Ирина ИВАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: