Асамлăха ĕненмесен те...
Туссем, кĕçех Çĕнĕ çул çитет. Раштав уйăхĕ вĕçлениччен шутлă кунсем кăна юлчĕç. Эсир уява хатĕрленме пуçларăр-и? Сăвăсем, юрăсем вĕренетĕр пулĕ. Теттесемпе уяв çи-пуçне ăсталама та тытăнтăр ĕнтĕ.
“Ку хутĕнче кам пулчĕ?”
Çамрăксен театрĕн артисчĕн Дмитрий Петровăн тĕпренчĕкĕ Çĕнĕ çула чăтăмсăррăн кĕтет. Никита Хĕл Мучи пуррине ĕненет. Унран кашни çулах парне кĕтет.
Арçын ача 3-ре чухне Петровсем патне шурă сухаллăскер, шел те, çитеймен. Темĕнле сăлтав пулнă-тăр. Ара, Хĕл Мучи ачасем патне ан кайтăр тесе çул çинче инкек кăтартакансем те пур-çке. Никитăна савăнтарас тесе ашшĕ-амăшĕ пĕр меслетпе усă курнă. Çемье пуçĕ хваттертен тухнă. Кăштахран вĕсем патне Хĕл Мучи çитнĕ. Вăл пушă алăпа пыман, хĕрлĕ сумкинчен парне туртса кăларнă. Шăпăрлан савăннă-ха, анчах «ватă» çине тĕсесе пăхнă. Вăл хăна та, ашшĕ те пĕр тĕслĕ нуски тăхăннинчен тĕлĕннĕ. Вăрттăнлăха уçма тивнĕ.
- Пĕлтĕр эпĕ хамăр театрăн артистĕнчен Николай Тарасовран пулăшу ыйтрăм. Вăл Хĕл Мучи пулса киле пыма килĕшрĕ. Никита уншăн савăнчĕ. Туяллăскер ăна пысăк-пысăк машина парнеленĕ-çке. Анчах хăна тухса кайсанах манран: «Пĕлтĕр эсĕ Хĕл Мучи пултăн, кăçал вара кам килчĕ?» - тесе ыйтрĕ. Хальхи ачасене улталаймăн çав. Вĕсем телекуравпа та, Интернетра та Çĕнĕ çулпа çыхăнтарнă уявсене, мультфильмсене пăхаççĕ, - йăл кулчĕ кил хуçи.
Петровсен шухăшĕпе, Çĕнĕ çул - çемье праçникĕ, çавăнпа ăна вĕсем чи çывăх çынсемпе ирттерме тăрăшаççĕ. Пĕлтĕр Çĕлен çулне Чикме хулинче, кил хуçи арăмĕн Катьăн тăван тăрăхĕнче, кĕтсе илнĕ.
Никита çĕнĕ çулталăкăн пĕрремĕш кунĕнче ирхине вăраннă-вăранман минтер айне пăхать. Унта вăл парне шырать. Иртнĕ Çĕнĕ çулта Эрешмен-çынна ÿкернĕ кĕпе тупнă. Юнашарах «Смешарики» мультфильмри сăнарсене ÿкернĕ хунар пулнă. Арçын ача мультфильмсем курма юратать. Ытларах трансформерсем çинчен ÿкернисене. Çывăх çыннисем унашкаллине час-часах курма чараççĕ. Юмах евĕррисене, ыррине вĕрентекеннисене курма хушаççĕ.
Тем çинчен те ыйтса пĕлме юратакан арçын ача ашшĕ-амăшĕн парнисене те курасшăн çуннă. Вăл минтер айĕсене пăхасшăн пулнă. Аслисен ачана пÿлĕмрен илсе тухма тивнĕ. Минтер айне унран вăрттăн канфет хумашкăн.
Халĕ 5 çулти Никитăпа амăшĕ Хĕл Мучи патне çыру çырасси пирки шухăшлаççĕ. Ăна çитес кунсенчех шăрçаласа ярĕç, унсăрăн вăл Хĕл Мучи патне çитеймест, туяллăскер часах утса килеймест. Ватăскере савăнтарма сăвăсем вĕренеççĕ. Чăвашла калаçма та хăнăхаççĕ.
Унран хăраççĕ, çапах кĕтеççĕ
Чăваш эстрада юрăçипе Алина Выйгетовăпа мăшăрĕ икĕ ача çитĕнтереççĕ. Артем икĕ çул та тăватă уйăхра кăна. Вăл хальлĕхе Çĕнĕ çула аппăшĕнчен сахалрах курнă. 4-ри Саша амăшне канăç памасть. Хĕр пĕрчи сăвăсем, юрăсем вĕренесшĕн. Кăçал вăл çывăх çыннипе пĕрле çыру çырса Хĕл Мучи патне ярасшăн. Мĕн кĕтет-ха унран?
Саша амăшĕпе пĕрле кухньăра тăрмашма юратать. Чуста çăрса кукăль пĕçермелле-и е ытти çимĕç хатĕрлемелле-и - çак ĕçе хаваспах хутшăнать. Хăй пĕчĕк пулин те шăллĕне те ĕçе вĕрентет, çавăнпа Саша шурă сухаллăскертен вылямалли кухня гарнитурне кĕтет.
- Пĕлтĕр пĕчĕкрех пулнăран-ши - садикре ирттернĕ уявра Хĕл Мучирен шутсăр хăрарĕ. Хамăн хыçа пытанчĕ, парне илме те тухмарĕ, - калаçрĕ икĕ ача амăшĕ.
Вĕçленекен çула вĕсем Елчĕк районĕнчи Патреккелте кĕтсе илнĕ. Алина, унăн йĕкĕреш хăраххи, пиччĕшĕпе аппăшĕн çемйисемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ патне пухăннă. Çĕнĕ çула хаваслă ушкăнра кĕтсе илнĕ. Хаваслă пулмасăр! Пĕр килте çитĕннĕ вунă çын тата тăхăр ача пулнă-çке.
Урай варрине тĕрлĕ теттепе илемлетнĕ чăрăш саркаланса ларнă. Ун тавралла аслисем те, ача-пăча та карталаннă, юрăсем юрланă. Ăнсăртран Хĕл Мучи кĕрсе тăнă. Пĕчĕккисене парнесемпе саламланă. Анчах пĕчĕк Саша каллех пытаннă. Туяллăскертен хăранăран.
Кăçал Çĕнĕ çула Саша çывăх çыннисемпе пĕрле Алинăн йĕкĕреш хăраххин Олесьăн килĕнче кĕтсе илĕ. Хĕл Мучи ачасене юратать, вăл унта та çитĕ-ха. Саша унран кăçал, тен, хăрамĕ?
Елена ТРОФИМОВА.