Комментари хушас

5 Çĕртме, 2018

Слакпуçра Герой музейне уçасчĕ

Эпĕ чăваш тĕнчинчи чи паллă ялсенчен пĕринче — Пушкăртстанри Слакпуçра — çут тĕнчене килнĕ. Вилĕмсĕр «Нарспи» авторĕпе Константин Ивановпа Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралса ÿснĕ хутлăхăн чыс- мухтавне ÿстернĕ манăн атте вара — Совет Союзĕн Геройĕ Николай Павлов.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-хĕмне кĕнĕ чухне вăл 19 çулта пулнă. Новгород облаçĕнчи Старая Русса патĕнчи çапăçура миномет расчечĕн наводчикĕ тăшмана çунтарнă, аманнă. Го-спитальте сипленнĕ хыççăн ăна полк шкулне оруди командирне вĕренме янă. Ун хыççăн I Белорусси фрончĕн йышĕнчи тăван полкне таврăннă. Çапла тăсăлнă аттен фронтри паттăрла çулĕ, 76 миллиметрлă тупă оруди расчечĕн командирĕн çул-йĕрĕ.
Орелпа Курск пĕккишĕн пынă хаяр çапăçура пĕрремĕш наградăна — «Паттăрлăхшăн» медале — тивĕçнĕ. 1943 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче Беларуç çĕрĕнчи Дуброво ялне ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçура хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн çывăх тăванăма Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Вилĕмпе куçа-куçăн тăнă полкри 1800 салтакран 62-ĕн çеç чĕрĕ юлнă. Аттен расчечĕ тĕлĕнмелле паттăрлăх кăтартнă, тăшманăн 5 танкне тĕп тунă, юлашкинчен хăй те /унăн расчетĕнчен пурте пуç хунă/ йывăр аманнă, тăнсăр выртнă артиллериста фашистсем вилнĕ тесе шутланă. 8 талăкран çеç вăл хамăрăннисем патне çитнĕ. Атте Слакпуçран Берлина çитнĕ, тăван яла Ылтăн Çăлтăрпа тата правительствăн 14 наградипе таврăннă. Вĕсен хушшинче «Варшавăна илнĕшĕн» ятли те пур. Аттен вăрçăри паттăрлăхĕ çинчен тĕрлĕ кăларăмра каласа кăтартнă. Уйрăм кĕнеке иртнĕ çул, вăл 95 çула çитнине халалланăскер, тухрĕ. Ăна Раççей Журналистсен союзĕн членĕ, Мускавра ĕçлесе пурăнакан Альбина Степанова «Память сердца» ятпа пичетлерĕ. Ку кĕнеке пирĕншĕн — ултă ачишĕн, мăнукĕсемшĕн — чĕрĕ палăк вырăнĕнче.
Пелепей хулинчи Паттăрсен аллейинче аттен Николай Павловăн /районти Совет Союзĕн 11 Геройĕнчен вăл пĕртен-пĕр чăваш/ бюсчĕ пур. Слакпуç вăтам шкулĕнчи /вăрçă хыççăн вăл унта ĕçленĕ/ музейра ăна халалласа кĕтес йĕркеленĕ, виçĕ çул каялла шкул стени çине Асăну хăми вырнаçтарнă.
Пирĕн çурт ялта чи илемлĕ вырăнта — Нарспипе Сетнер çăл куçĕ çумĕнчеччĕ. Ача чухне эпир унтан шыв йăтаттăмăр. Халĕ Асăну хăми çеç юлнă. Иртнĕ çул тăван яла отпуска килсен Пелепей районĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Сахабиевпа тĕл пулса калаçрăм, Н.Павлов пурăннă вырăнта ун ячĕпе çурт-музей тăвас ыйтăва хускатрăм. Тăван кĕтес вырăнĕнче часавай лартас ĕмĕт тахçанах çуралнăччĕ. Анчах аякра пурăннипе, тен, вăхăт çитерейменнипе ку шухăш пурнăçланаймарĕ.
Район администрацийĕ çĕре пире тавăрса пачĕ, çитес вăхăтра кунта музей çĕклес ĕçе пуçăнасшăн. Сăмах май, анне Елена Григорьевна 30 çул ытла Слакпуçри медпунктра ĕçленĕ, ял çыннисем ăна та ырăпа кăна асăнаççĕ. Кăçал çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче вăл 90 çул тултармаллаччĕ. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.