Комментари хушас

Зинаида Полоруссова Тутарстанри Аксу районĕнчи Беловкăра 1928 çулта «Хисеп Палли» орден кавалерĕн, Чăваш халăх поэчĕн Николай Полоруссов-Шелепин тăван шăллĕн Иванăн çемйинче çуралнă. Ачаран вĕренме ĕмĕтленнĕ. Тăрăшулăхне, пĕлÿ патне ăнтăлнине кура 5-мĕш класа çитиччен вĕренме пултарнă вăл. Беловкăри пуçламăш шкулта ĕçлекен Ксения Титовăн юратнă вĕренекенĕ пулнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне хĕрача 13 çул тултарнă. Унăн черченкĕ хулпуççийĕ çине те вăрçă терчĕ, хуйхи-суйхи йăтăнса аннă. Ĕççи вăхăтĕнче тырă вырнă, авăн çапнă, пĕр метр сарлакăш юмансем каснă. Каçхине фронтовиксем валли нуски, алсиш çыхнă. Çав вăхăтрах тантăшĕсемпе вулавăша васканă.
Вăрçă хыççăн вăйсăрланнă çĕршыва çĕклеме Зинаида Полоруссова та хастар хутшăннă, вăл вербовкăпа тухса кайнă. Торф кăларнă çĕрте вăй хума тивнĕ унăн. 1946 çулта Мускав облаçĕнчи кĕленче заводĕнче çулталăка яхăн ĕçленĕ çамрăк. Тăван кĕтесе таврăнсан ял хуçалăхĕнче тăрăшнă. Фермăра сысна тата сурăх пăхнă вăл. Шут ĕçне аван пĕлекен хĕре почтăра ĕçлеме чĕннĕ. Хаçат-журнал, пенси валеçме шаннă. Çĕннине пĕлме ăнтăлаканскер нумай вуланă, ватăсене хыпар- хăнар каласа панă. Тăватă çул ытла тăрăшнă вăл çакăнта. Унтан полици тытăмĕн ĕçченне Николай Селиванова качча тухнă. Ултă ачаллă арçынпа çемье çавăрасси хăратман ăна. Вăхăт иртнĕçемĕн йыш тата пысăкланнă. 8 ачана пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă вĕсем.
— Вăрах вăхăт качча каймасăр пурăннă хыççăн тÿрех пысăк çемьене лекрĕм те хам вĕсене тем пек кирлине туйрăм. Мăшăрăн ачисем пурте ăслă-пуçлă, хисеплĕ çынсем пулса çитĕнчĕç, çуначĕсем тĕрекленсен хама пулăшма пуçларĕç. Эпир çав тери туслă. Вĕсем килсен хытă савăнатăп, — чунне уçать тыл ĕçченĕ.
Халĕ Зинаида Ивановна Аксу поселокĕнче кĕçĕн хĕрĕн Марина Посредниковăн çемйипе пурăнать. Ахаль ларма хăнăхманскер чăлха çыхма, çăм арлама ÿркенмест.
— Эпĕ пĕчĕк чухне асанне юмах каласа пама юрататчĕ. Хамăн ачасене те йăпатнă вĕсемпе. Чăваш халăх сăмахлăхĕ ырă, яваплă пулма вĕрентет, — тет хĕрарăм.
Çывăх тăванĕ чăваш халăх поэчĕ Николай Шелепи килни, пĕчĕкскерне чĕркуççи çине лартни, канфетпа хăналани Зинаида Ивановнăн асĕнче яланлăхах çырăнса юлнă.
— Атте Иван Иванович çула пуçтарăннă май кутамккине хатĕрлени куç умĕнчех. 1936 çулта вĕсем Беловкăран виççĕн Шупашкара Николай Шелепин юбилейне кайса килнĕччĕ. Кăмăллă таврăнчĕç. Еплерех кĕтсе илсе хăна тунине ял-йыша каласа пачĕç. 1938 çулта Николай Иванович хăй Беловкăна килсе кайрĕ. Унпа пĕрле ăна пăхакан Анюта ятлă хĕрарăм килнĕччĕ. Ун чухне суккăрччĕ вăл. Хаклă хăнасем килнĕ ятпа атте-анне кĕрекене мĕн пур тăвана пуçтарнăччĕ. Хаклă та хисеплĕ çыннăмăр сăввисене, поэма сыпăкĕсене вуларĕ. Пурте тухса кайсан Шелепи мана чĕнсе илчĕ те шкулта мĕн вĕреннине ыйтса пĕлчĕ, канфет пачĕ, куркана улма-çырла сĕткенĕ тесе хĕрлĕ шĕвек тултарчĕ. Эпĕ пылак тесе ĕçрĕм. Анчах çакăн хыççăнах пуç çаврăнса кайрĕ.
1945 çулта кăрлачра Шелепи вилнине пĕлтерчĕç. Ялтан пытарма никам та каяйман. Атте вăрçăра пуç хунă. Малалла вулас...

Елена АЛЕКСЕЕВА-СЕЛИВАНОВА. Автор сăн ÿкерчекĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.