Сарă хĕвелĕм
«Арăмĕн сăмахĕнчен иртеймест», — теççĕ манăн кÿршĕ пирки юлташĕсем. Çакна ял уявĕнче халăхпа пĕрле пĕр сĕтел хушшинче шашлăк, шÿрпе çинĕ чухне ăнсăртран илтрĕм. Тĕслĕх упăшкана, ашшĕне ĕç хыççăн сăра ĕçме чĕннĕ-мĕн вĕсем. Анчах Петĕр ĕçтешĕсемпе çырма хĕррине кайса ларма килĕшмен. Эпĕ вара кÿрше çакăншăн ытларах хисеплеме пуçларăм. Вăл çемье хакне пĕлет. Çавăнпах ĕç хыççăн çывăх çыннисем патне васкать.
Эпир хулара пурăнатпăр пулин те çанталăк ăшăтсан яла тăтăш çÿретпĕр. Атте-анне çуртне дача вырăнне усă куратпăр.
Эпĕ хам та арăма алă çинче йăтса çÿреме хатĕр. Ахальтен мар ăна сарă хĕвелпе танлаштаратăп. Вăл пире, мăшăрĕпе ачисене, пурăнма, ĕçлеме, ĕмĕтленме хăват парса тăрать.
Хĕллехи вăхăтра канмалли кунсенче вăл манран маларах вăранать. Тÿрех апат пĕçерме лартать. Эпĕ те вырăн çинче вăрах выртмастăп. Хăпăл-хапăл тăрса урай çăватăп, тусан сăтăратăп. Эпир килте ĕç пайлама хăнăхман. Арăм плита умĕнче кăштăртатнă чухне манăн телевизор пăхмалла-и-ха? Унашкал упăшкана кам юратĕ? Кăнтăрлахи апат хыççăн эпир урама уçăлма тухатпăр. Манăн пушă вăхăта унпа пĕрле ирттерес килет.
Арăмăн çуралнă кунĕ маншăн — кĕтнĕ уяв. Ăна яланах мĕнпе те пулин тĕлĕнтерес килет. Кăçал чечек лавккине темиçе кун маларах кĕрсе тухрăм. Сутуçăпа çакнашкал калаçса татăлтăмăр: паллă çав кун ир-ирех, арăм вăраниччен, пирĕн киле чечек çыххи çитермелле. Уншăн хушса тÿлеме лекрĕ паллах. Анчах арăмшăн нимĕн те шел мар. Унăн кăмăлне тупассишĕн енчĕкри пĕтĕм укçана кăларса тыттарма хатĕр.
Курьер хăйне вăрах кĕттермерĕ. Çывăрмалли пÿлĕм алăкне юриех хытăрах хупса кĕтĕм. Арăм куçне уçсан алăри пысăк чечек çыххине вырăн çине сарса хутăм. Вăл, çакна кĕтменскер, сăмах та чĕнеймерĕ. Унăн йăл кулли ытла та хитре-çке! Çулсем иртнĕçемĕн арăм чиперленсе кăна пырать.
«Чечексене ăçта пытарса хунă вара эсĕ? Кахçине ниçта та курмарăм-çке», — уяв сĕтелĕ хушшине ларсан ман еннелле ăшшăн пăхрĕ мăшăрăм. «Ку — манăн вăрттăнлăх», — терĕм унпа пĕрле савăнса.
Манăн арăм ахаль те хитре. Чипертерех курăнас тесе кашни ир çÿçне кăтралатма ÿркенмест. Çакăн çинчен ĕçри хĕрсене те калатăп. Вĕсем те унран тĕслĕх илччĕр-иç.
Тĕнчере юрату пуррине ĕненетĕп. Вăл пире ырă ĕçсем тума хистет.
ВАÇÇА.