Комментари хушас

4 Çĕртме, 2018

Сыхăлăх — шывра та, ытти çĕрте те

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров шыва кĕмелли тапхăрта çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ыйтупа сăмах илчĕ.

Шупашкар, çĕнĕ Шупашкар тĕлĕшпе унăн ÿпкев пулмарĕ. Химиксен хулинче кăçал Шупашкарта пĕр пляж ĕçлĕ. Михаил Игнатьев пĕлтĕр унта пулнă май тавралăх ытла та таса марри çинчен каларĕ те — Ольга Чепрасова сити-менеджер субботник ирттерсех пĕтĕмпех тасатнине çирĕплетрĕ, шыв тĕпне те водолазсене явăçтарсах тĕрĕсленĕ. Шупашкарта тăватă пляж çынсене йышăнма хатĕр. Чăн та, Атăл çыранĕ çинче анлă строительство-реконструкци ĕçĕсем пуçарнине кура Çĕнĕ Салари тата Афанасьев урамĕнчи пляжсем шыва кĕрекенсене кану кунĕсенче кăна йышăнĕç.
Сыхлăх вара шывра кăна мар, пур енĕпе те кирлĕ. Ачасем нумай хутлă çуртсен чÿречисенчен ÿкнипе çыхăннă инкексем каллех çине-çинех пулма пуçларĕç — 13 тĕслĕхе шута илме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. 
Çанталăк тенĕрен, вăл инкек кÿресси те часах. Вениамин Петров темиçе кун каялла пирĕн республикăна та тустарса кайнă çил-тăвăл сиенне пĕтерес енĕпе пурнăçлакан ĕçсем çинче те чарăнса тăчĕ. Вăрмар районĕ пушшех вăйлă шар курнă. Пăрачкав районĕнче виçĕ çурт тăррине сÿсе кайнă. Красноармейски районĕнче шкул тăрри сиенленнĕ. ГКЧС ертÿçи пур çĕрте те юсав ĕçĕсем пынине çирĕплетрĕ, вĕсене çывăх кунсенчех вĕçлеме палăртнă.