Комментари хушас

1 Çĕртме, 2018

Çулталăкра — 60 миллион кирпĕч

«Хальхи вăхăтра экологи тĕлĕшĕнчен таса производство тĕп вырăнта пулмалла. Строительство керамикин «КЕТРА» завочĕ шăпах экологи тĕлĕшĕнчен хăрушлăхсăр тата инновациллĕ продукци кăларать. Ку кирпĕч сивĕпе ăшă, нÿрĕк тĕлĕшпе чăтăмлă, çавăнпа керамикăран тунă çурт хăйĕн пахалăхĕпе шанчăклăхне нихăçан та çухатмасть. Эпир çулталăкра 60 миллион кирпĕч кăларма пултаратпăр, çакă 250 пин ытла тăваткал метр çурт-йĕр тума çитет», — тет «КЕТРА» заводăн директорĕ Дмитрий Угаслов.

Экологи тĕлĕшĕнчен таса

Вăл палăртнă тăрăх — завод кăларакан продукцин 50% Чăваш Енри пысăк застройщиксем тата уйрăм çынсем туянаççĕ, ыттине — Мари Элти, Тутарстанри, Чулхула облаçĕнчи, çывăхри ытти регионти организацисем. «Пирĕн тĕллев — хамăр кăларакан продукцин пахалăхĕпе федерацин Атăлçи округĕнче малти вырăнсене йышăнасси», — пĕлтерчĕ Дмитрий Николаевич.
«КЕТРА» завод — «ТУС» акционерсен обществин, республикăри чи пысăк строительство-монтаж предприятийĕсен пĕрин, филиалĕ. Вăл Красноармейски районĕнче вырнаçнă. Предприяти ертÿлĕхĕ мĕншĕн шăпах çак района суйласа илнĕ-ха? Директор пĕлтернĕ тăрăх — 1996 çулта Трак енри тăма Балтика тăрăхĕнчен килнĕ экспертсем тĕрĕсленĕ, вăл пысăк пахалăхлă пулнине палăртнă. Ун чухнех завод тăвас шухăш çуралнă, анчах укçа ыйтăвĕ тухса тăнăран ăна пăрахăçлама тивнĕ. Çак ĕмĕт патне çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче тепре таврăннă. «Эпир Раççейри тата чикĕ леш енчи строительство керамикин производителĕсен опытне тĕплĕн тишкертĕмĕр. Чăваш Енĕн патшалăх влаç органĕсем çĕнĕ предприяти тăвас енĕпе пулăшса пычĕç», — каласа кăтартрĕ Дмитрий Угаслов.
Çĕнĕ заводăн строительстви 2011 çулхи кĕркунне пуçланнă. Çак ĕçсен техника надзорне Итали тата Австри специалисчĕсем пурнăçланă, пирĕн ĕçченсене хăйсем мĕн пĕлнине вĕрентнĕ. Ăна 2013 çулхи çĕртме уйăхĕнче хута янă. Тепĕр уйăхранах витмелли /облицовка/ кирпĕчĕн пĕрремĕш партине кăларнă. Çав çулхи чÿк уйăхĕнче завод проектра палăртнă хăватпа ĕçлеме тытăннă. Раштав уйăхĕнче вара пысăк калăпăшлă блоксем кăларма пуçланă. Заводăн производство линине «Bedeschi» Итали компанийĕн оборудованийĕпе комплектланă. Унта ĕçлекенсем кирпĕч тума Красноармейски тата Туçи Чуракасси çывăхĕнчи тăм, хăйăр карьерĕсенчи пысăк пахалăхлă чĕр таварпа усă кураççĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.