Комментари хушас

31 Çу, 2018

Шалăва вăхăтра тÿлемелле

Кирек мĕнле çын та ĕç укçине вăхăтра тата туллин илесшĕн. Шел, хăш-пĕр предприяти шалăва палăртнă кун тÿлеймест, çапла парăм ÿссех пырать. Çу уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри 19 организацире ĕç укçипе çыхăннă парăм 87 миллион тенке яхăн пулнă.

«Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен сахалрах. Çапах вăл лăпланса лармаллине пĕлтермест. Çынсем вăхăтра шалу илеймесен çемьесенче социаллă çивĕчлĕх çуралма пултарать», — терĕ регион ертÿçи Михаил Игнатьев паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлес, вăрттăн ĕçлев шайне чакарас енĕпе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комиссин ларăвĕнче.

Çÿлерех асăннă кăтартусене ЧР Патшалăх ĕçлев инспекцийĕ хатĕрленĕ. Михаил Игнатьев тепĕр самантпа та паллаштарчĕ: Чăвашстат кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн ĕç укçипе çыхăннă парăм кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 28,5 миллион тенкĕпе танлашнă, 9 организаци 949 çынна шалу парса çитереймен: пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 48 миллион тенкĕ сахалрах.

ЧР Патшалăх ĕçлев инспекцийĕн ертÿçи Алексей Метелкин ĕç укçипе çыхăннă парăма чакарас тĕллевпе мĕнле мерăсем йышăнни пирки каласа кăтартрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — инспекци парăм пур организацисен реестрне йĕркелесе пырать, унта панкрута тухма хатĕрленекен предприятисем те пур. Ведомство кăçал ĕçшĕн тÿлесси пирки калакан саккунсене мĕнле пăхăннине тишкерес тĕллевпе 103 тĕрĕслев ирттернĕ. Çакăн хыççăн саккунсăр паман ĕç укçине 1743 çынна тÿленĕ, пĕтĕмпе 44 миллион тенкĕлĕх. Тĕслĕхрен, «Чăвашавтодор», «Чăвашавтотранс» предприятисенче вăй хуракансене. Юлашкинчен асăннă тĕслĕхре республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсемпе çыхăнса ĕçлени пулăшнă. Тĕрĕслевсен кăтартăвĕсемпе айăплă çынсене 4,2 миллион ытла тенкĕлĕх штраф тÿлеттерме йышăннă. Организацисен 3 ертÿçи тĕлĕшпе тĕрĕслевсен материалĕсене Следстви комитетне ярса панă. Алексей Метелкин Шупашкарти 1-мĕш типографире виçĕ çула яхăн ĕнтĕ лару-тăру ырă еннелле улшăнманнине палăртрĕ.

Ларăва пысăк парăмлă предприятисен ертÿçисене те чĕннĕ. «Чăваш бройлерĕ» обществăн, «Элма» заводăн, «Старко» фирмăн, Улатăрти пĕчĕк температурăллă холодильниксен завочĕн яваплă должноç йышăнакан представителĕсем парăма чакарас, пĕтерес тĕллевпе мĕн туни тата мĕн тума планлани çинчен каласа кăтартрĕç. Акă «Чăваш бройлерĕн» — çĕнĕ инвестор, çавна май ĕç укçипе çыхăннă лару-тăру та, пĕтĕмĕшле ĕç-пуç та лайăхланасса шанаççĕ.

ЧР строительство министрĕ Владимир Михайлов строительство тытăмĕн организацийĕсенче вăрттăн ĕçлев шайне чакарас, «сăрă» ĕç укçине легализацилес тĕлĕшпе мĕнле мероприятисем ирттерни çинчен сăмах хускатрĕ. Комисси членĕсем ведомствăна ку енĕпе налук службипе тата тачăрах çыхăнса ĕçлеме, пĕрлехи мероприятисем тăтăшрах йĕркелеме сĕнчĕç.

 

Рубрика: 
Теги: