Комментари хушас

30 Çу, 2018

Профсоюз хастарĕсем тĕл пулса канашларĕç

Профсоюз организацийĕсем тивĕçлĕ ĕç условийĕсем тăвас, халăха ĕçсĕрлĕхрен хÿтĕлес, социаллă тан марлăхăн шайне чакарас енĕпе питĕ нумай тăрăшаççĕ. Вĕсем ĕçлекенсене хумхантаракан чылай ыйтăва татса пама хутшăнаççĕ. Çынсен канăвне те йĕркелеççĕ.

«Çĕршывăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне палăртнă чухне те профсоюз организацийĕсен шухăшне шута илеççĕ», — терĕ ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Вячеслав Рафинов Пĕтĕм Раççейри патшалăх учрежденийĕсен тата общество ыйтăвĕсене тивĕçтерессин ĕçченĕсен профсоюзĕн ФАОри территорири организацийĕсен ертÿçисен ларăвĕнче. Çак тĕл пулăва Чăваш Енри, Мари Элти, Мордовири, Киров тата Чулхула облаçĕсенчи профсоюз лидерĕсем хутшăнчĕç.

Вячеслав Рафинов ларăва хутшăнакансене — ытти регионтан килнисене — Чăваш Ен пирки кĕскен каласа кăтартрĕ, вĕсене Республика кунне килсе курма чĕнчĕ. Вăхăтĕнче хăй те профком ертÿçи пулнине аса илчĕ. Ун чухне çак организацисем ĕçченсене пурăнмалли çурт-йĕрпе черетпе тивĕçтерес енĕпе, ытти тĕлĕшпе хастарлăх кăтартнине палăртрĕ. Хальхи вăхăтра профсоюзсем влаç органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленине пĕлтерчĕ. «Çакă обществăри социаллă тăнăçлăха сыхласа хăварма, çĕршыв аталанăвĕн ыйтăвĕсене татса пама пулăшать», — терĕ парламентари.

Василий Харитонов, Профсоюзăн Чăваш Енри организацийĕн председателĕ, ЧР Патшалăх Канашне çак семинара парламентра йĕркеленĕшĕн тав турĕ. «Социаллă партнерлăх — профсоюзсен аталанăвĕн, ĕç çыннин саккунлă интересĕсене тата прависене хÿтĕлекен инструмент. Пирĕн республикăра социаллă партнерлăх çÿллĕ шайра. Пирĕн профсоюзăн партнерĕсем — патшалăх влаçĕн органĕсем, çавăнпа социаллă ыйтусене татса пама май килет», — пĕлтерчĕ Василий Харитонов.

Профсоюзăн территорири организацийсеĕн ертÿçисен Атăл-Вятка регион канашĕн председателĕ Марина Александрова /вăл Чулхула облаçĕнчи организацин ертÿçи те/ Чăваш Ен профсоюзĕ пур енĕпе те лайăх кăтартусем тунине систерчĕ. Профсоюзăн Киров облаçĕнчи тата Мари Республикинчи организацисен ертÿçисем Леонид Ямбарышев тата Валерий Михеев хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕç. Çакнашкал тĕл пулусем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма тата хумхантаракан ыйтусене сÿтсе явма пулăшнине палăртрĕç.