Комментари хушас

«Раççей мисĕ — 2018» ята çĕнсе илнĕ чăваш пикине — Юлия Полячихинăна

«Тĕнче пики» конкурс ирттерекенсем пуçне ватаççĕ. Тавлашаççĕ, кама пĕрремĕш вырăн памаллине татса параймаççĕ.
Мĕншĕн манран ыйтмаççĕ-ши? Хам пĕлекен чăваш хĕрне илсе пырса тăратăттăм та вĕсен ĕçне хăвăрт татса парăттăм.
Чăваш пикине курсан тавлашу та чарăнĕ, ытти çĕршывран пынă пикесем те хыçаларах чакса тăрĕç.
Тĕнче пикине ăна чăваш хушшинче шырамалла. Мĕншĕнни те паллă: чăваш хĕрарăмĕнче — тĕнче сăнĕ. Европа виçипе пăхсан та хитре. Ази хаклавĕпе те хитре, Америка шайĕпе те хитре… Чăваш пикинче пĕтĕм тĕнчене тивĕçтерме пултаракан хитрелĕх пур.
Анчах çакă вăл асăрхаман хитрелĕх. Тĕнче мар, хальлĕхе ăна чăваш арçыннисем хăйсем те питех асăрхаймаççĕ-ха.
Енчен те чăваш хĕрĕсене кăштах çи-пуçран пулăшсан, татах та хитреленмелли мелсемпе усă курма вĕрентсен вĕсене ытти халăх каччисем пĕр-пĕринпе ăмăртсах арăм тунă пулĕччĕç. Чăваш каччисен вара ирĕксĕрех урăххисемпе çырлахма тивĕ. Чылайăшĕ çапла тăвать те. Мĕншĕн тесен чă-ваш хĕрарăмĕ чăваш арçыннишĕн ытлашшипех те лайăх-и тен.
Чăваш хĕрне тивĕçлĕ пуласчĕ тесе тăрăшсан аванччĕ.

* * *

Хитре, хитре тееççĕ, хитре мĕнле пулать-ши? Тен, чăнах та ун тупсăмне тупма çăмăл мар? Анчах асамлă вăйне кашни туйма пултарать.
Мĕн пĕчĕкрен пире куллен ачашлать çут çанталăк илемĕ. Хĕвел шевли, уйăх кулли, кайăк юрри, чечек шăрши, тыр-пул хумĕ, йăлтăр-йăлтăр юр пĕрчийĕ – пĕтĕмпех чуна илĕртет.
Хитри нумай кил-çуртра, çын ĕçĕнче, юрăра, юмахра та сăвăра, çи-пуçра та тĕрĕре.
Пуринчен те чи пахи çын илемĕ шутланать. Хитререн те чи хитри хĕрарăм илемĕ пулать. Ăна курсан тем пек ывăнса çитнĕ чĕре те хыттăнрах тапма пуçлать. Ĕçлес килет, пурăнас килет, вилессе те ун ытамĕнчех вилес килет.

* * *

Кай ман умран, куçăм ан куртăр сана. Куриччен курас килет, курсан пăрăнас килет, куçран пăхма вăй çитерейместĕп.
Мăйăр тĕшши, çĕр çырли вырăнне хурса çисе ярăттăм сана. Илемĕ сан – мана валли мар. Кураймастăп сана. Хамран ытлашши кая юлса çуралнăшăн сивлетĕп сана. Кай ман умран. Ан çÿре ман чĕрене ыраттарса. Кайсан вара ытла нумайлăха ан çухал. Сăну сан каллех мана асаплантарма пуçлĕ.

* * * 

Эсĕ каларăн: кай терĕн, кирлĕ мар текех терĕн. Эп ĕнентĕм, эп итлерĕм, кайрăм тухса сан çумран.
Тен, эсĕ каймасть терĕн пуль. Çук. Каланă сăмаха эпĕ тĕпе хуратăп. Саншăн сăмах, тен, чĕлхе вăййи çеç.
Кай тесе каланипех пĕтĕпĕр-ши татăлса? Юнашар тăмасан та сан асунтах эп юлăп. Теприне килĕштерсен те аса илĕн эсĕ мана.
Тепри, паллах, эпĕ мар. Çи-пуçĕ те, утти те, сывласси те, çиесси те, ĕçесси те, куласси те, юрласси те пулĕ унăн урăхла. Юратасса та сана, тен, юратĕ урăхла. Анчах, темле пулсан та пурпĕр мана манаймăн. Эпĕ ялан сан чун-чĕрÿнте пулăп. Çĕр хутчен, пин хутчен танлаштарăн манпала çав çĕнĕ тусна. Халиччен асăрхаман ман ырă енсене ун чух курма пуçлăн уççăнрах.
Çапла пулать хăш чухне: мĕн пуррине хакламастпăр, çухатсассăн – кулянатпăр.

* * *

Хĕрарăмра ман хĕрарăма курас килет. Чĕрем ыйтать, куçăм шырать. Ăçта кайса кĕчĕç-ши çепĕç те çемçе кăмăллă хĕрарăмсем? Мĕншĕн нумайлансах пыраççĕ-ши сĕтел çапса хыттăн калаçаканнисем, пуçлăх вырăнне хурса хăйсене мăн кăмăллăн тытса çÿрекеннисем?
Кăштах ыйтса пĕлесчĕ: пур-ши вĕсен упăшкисем, ачисем, мĕнлерех-ши çав килсенчи йĕркесем? Пур-ши унта чун уççи, юрату ăшши?
Хăрарăмăн чеченлĕхĕ мĕншĕн чакса пырать-ши? Тен, çакăншăн, арçынсем, эпир хамăр айăплă? Хĕрарăм туртакан лава кăштах çăмăллатасчĕ. Ăна хăй кам пулнине аса илтерекен ырă самантсене нумайлатса пырасчĕ. Малалла вулас...

Анатолий КИБЕЧ .
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.