Комментари хушас

28 Çу, 2018

"Пĕрре курсах саврăм"

Тĕрĕссипе, вăл такам та пулма пултарнă: паллă спортсмен та, тухтăр та… Паян вара çак хĕрарăм — инженер, трактор заводĕнче участок пуçлăхĕнче тăрăшаканскер пысăк йышăн ĕçне йĕркелесе пырать. Йыша вара вăл тахçанах хăнăхнă — тăватă ачаллă çемьере ÿснĕ. Мăшăрĕ те ăна хăйĕн пеккиех çакланнă — арçын пилĕк пепке тĕпĕртетекен кил-йышра çитĕннĕ. Ахăртнех, çакă та витĕм кÿнĕ Семеновсене — ку çемьере сакăр ача ашшĕ-амăшĕн ăшшине тупнă. Паянхи куншăн ку — кашни утăмрах тĕл пулакан тĕслĕх мар. Тĕлĕнмелле мăшăрпа курса калаçма чи малтан шăпах çак сăлтав хистерĕ те.

— Светлана Геннадьевна, — паллаштарчĕ хăйĕнпе хĕрарăм. — Хĕр чухнехи хушаматăм — Черепанова.
— Черепанова тек çук ĕнтĕ, — шÿтлĕн те кăштах ÿпкевлĕн тухрĕç сăмахĕсем Борис Александровичăн.
— Мĕнле — çук? Ман çинчен хаçатсенче шăпах çак хушаматпа çырнă хăй вăхăтĕнче, — сакăр ача амăшĕн пур енлĕ хастарлăхĕ палăрчĕ хуравра.
Светлана Волгоград облаçĕнче кун çути курнă. Каярахпа çемье хĕрачан кукамăшĕн тăван енне, Муркаш районĕнчи Кĕрекаçа, куçса килнĕ. Шкула вăл Шатракасси ялне çÿренĕ. Çивĕч хĕрачана физкультура вĕрентекенĕ асăрхаса спорт ăмăртăвĕсене хутшăнтарма пуçланă. Çиччĕмĕш класра ăс пухнă чухне Светлана районта малти вырăнсене йышăннă. Унтан республика шайĕнче те палăрнă. Ялти шкулта 8 класс таран кăна вĕрентнине кура малалла Вăрманкасси шкулне çул такăрлатнă. Спортпа туслăскершĕн вăрăм çул йывăрлăх кăларса тăратман. Унта хĕрача йĕлтĕрпе туслашнă, кĕçех биатлон енĕпе ăмăртусене хутшăнма тытăннă. Тĕрĕссипе, спорт унăн пурнăç çулне палăртнă темелле. Пĕррехинче тренировкăна трасса хĕррине тухсан велосипедистсен ушкăнĕ çывăхранах ярăнса иртнĕ. Пĕр арçын машинăран пуçне кăларса хĕрсемпе сăмах пуçарнă, хăйсем патне пырса курма йыхравланă. Ку паллă тренер Владимир Краснов, чăн та, ун чухне çамрăк пулнă-ха вăл та, иккенне хĕрача каярахпа кăна пĕлнĕ. Çапла туслашнă Светлана велоспортпа. Тăватă уйăхранах — кандидат, каярахпа, Бийск хулинче иртнĕ ăмăртусенче, спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Чăн та, хăйне пысăк спортпа туслаштарнă çынна пулах хĕрĕн каярахпа спортпа… сыв пуллашма тивнĕ.
Шкул хыççăн Светлана медицина енĕпе пĕлÿ илме ĕмĕтленнĕ. Хирург ĕçĕ уйрăмах килĕшнĕ ăна. Анчах та хĕрачара спортсменкăн пысăк пуласлăхне курнă тренер ăна ку çултан пăрнă — медфака лексен тренировкăсене çÿреме вăхăт юлмĕ. Шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă Светлана документсене медфакран илсе машиностроени факультетне кайса панă, ăна студентсен йышне экзаменсăрах илнĕ. Черчени предмечĕ шкултанпах ют пулман тăрăшуллă пикешĕн. Хĕрачасем килĕштерсех кайман физикăна та парта хушшинчех шĕкĕлченĕ кăна вăл. Çавăнпа та тренер сĕннĕ факультетра вĕренесси Светланăна нимĕн чухлĕ те шиклентермен. Йывăрлăх кĕтмен енчен сиксе тухнă.
— Çынсем авăн уйăхĕнчех общежитие вырнаçнă. Эпир вара Ташкентран кăрлач уйăхĕнче çеç Шупашкара таврăнтăмăр, общежитие вырнаçма кайрăм та, ак çакă, вĕреннĕ вăхăтрах комендантра ĕçленĕскер, — упăшки енне пуçне сĕлтет Светлана Геннадьевна, — мана пушă пÿлĕм юлманнине калать. Пĕтрĕмĕр! Макăрса тухса кайрăм. Тренера хам яла пăрахса каяссине пĕлтертĕм. Ара, ăçта пурăнас? Владимир Николаевич пулăшнипе çапах та общежитире вырăн тупса пачĕç. Çапла вĕренме пуçларăм. Хайхи комендант пирĕн пÿлĕме тăтăшрах çÿреме пуçларĕ. Такам патне пырать, манăн ăçтан пĕлес? Эпĕ ăна ун чухне асăрхаман та. Тренировкăсенчен ывăнса таврăннипе эпĕ пÿлĕмри хĕрсенчен маларах çывăрма выртаттăм. Вĕсем калаçса лараççĕ. Каярахпа хĕрсем çук чухне те пырса алăк шаккама пуçларĕ хайхи. «Пире пĕрле пулма Турă çырнă» теме тытăнчĕ… Унтан тренировкăсене ăсатса яма, чечекпе кĕтсе илме пуçларĕ. «Тем ырă мара» Владимир Николаевич та сисрĕ, суйлама хушрĕ: е спорт, е каччă…
Палăртнине пурнăçлама хăнăхнă хĕр вара ăна та, кăна та мар, вĕренĕве суйласа илнĕ. Каччă-и? Вĕренме чăрмантарать-и вара вăл? 1989 çулта пĕрлешнĕ çамрăксем. Светлана виççĕмĕш курс вĕçĕнче пĕрремĕш ачине çуратнă. «Ачапа вĕренме чăрмавлă» текенсене ан ĕненĕр. Тăрăшсан пур йывăрлăха та парăнтарма пулать /тепĕр тесен, пепке йывăрлăх-и вара вăл? Савăнăç кăна!/.
— Упăшка, строительство факультетне направленипе вĕренме кĕнĕскер, алла диплом илнĕ хыççăн хăйĕн тăван Вăрмар районĕнчи совхоза ĕçлеме таврăнчĕ. Эпĕ ирхи 6 сехетре тăрса апат хатĕрлеттĕм те ачана çывăратса хăварса вĕренме чупаттăм. Вăранса макăрма пуçласан хĕрарăмсене кĕрсе асăрхама ыйтаттăм. Анчах та эпĕ таврăннă çĕре те тутлăн мăшлаттарса хуп турттаратчĕ пепкем.
Пиллĕкмĕш курсра иккĕмĕшне çуратрăм. Диплом «пиллĕклĕх» хÿтĕлерĕм. Тепĕр хĕрачана та диплом ĕçĕ хатĕрлеме пулăшрăм — ача çуратнăскер академи отпускĕ илесшĕнччĕ вăл. Мĕншĕн вăхăта сая ямалла? Маншăн йывăрлăх тренировкăсемпе кăна çыхăнннăччĕ — вĕсене пула вĕренÿре ĕлкĕрсе пыма кансĕрччĕ. Преподавательсем вара «3» паллисене шеллеместчĕç…
Хĕрарăм алла диплом илсен çемье малтанах Вăрмар районĕнчи Кĕлкешре тĕпленет. Кĕçех çамрăк специалистсене хваттер параççĕ. Фермер хуçалăхне хутшăннăскерсем кăнтăрла — хăйсен ĕçĕнче, çĕрле çĕр çинче пилĕк аваççĕ. 1999 çулта çемье Муркаш районне пурăнма куçать. Кĕçех вĕсене çĕрпе тивĕçтереççĕ. Виçĕ çултан хăйсен çуртне пурăнма куçаççĕ.
— Уйрăлса тухнă чухне шăрпăк та пулман пирĕн, — аса илеççĕ халĕ арçынпа хĕрарăм. — Йăлт пушă вырăнтан пуçларăмăр. Пурнăç çăмăл мар — тăхăр вуннăмĕш çулсем. Юрать, ялта та… Чăн та, 4 сехетрен каярах тăрса курман.
Темĕн тума та вĕрентет пурнăç. Халва та килтех хатĕрлеме хăнăхать хĕрарăм, пĕремĕк те, сыр та… Алла пуртă-пăчкă тытма та тивет.
— Арçын ĕçĕнчен мĕн пĕчĕкренех пăрăнман эпĕ, — каласа кăтартать Светлана Геннадьевна. — Пуртăпа алла мĕн чухлĕ кастарман пулĕ… Аннесем çунса кайсан çĕнĕ çурт çĕклеме вăрман касма икĕ хутчен кайрăм. Хамăр кĕтес çавăрма пуçласан та вăрманта пуртă тытма тиврĕ. Пасарта суту-илÿ пуçлама та пурнăçах вĕрентрĕ. Çăмăл пулнă тееймĕн. Ĕç çук…
Хулара перинаталь центрне санитаркăна вырнаçать аслă пĕлÿллĕ инженер. Çав вăхăтрах сысна ферминче те вăй хурать. Шалу чĕрĕ укçан памаççĕ. Çăкăр, курупки- курупкипе — пĕремĕк… Юрать колхоз тырă- улăмпа тивĕçтерет. 2 ĕне, 2 вăкăр усрать çак тапхăрта çемье. Сысна çăвăрлаттарать. Пасарта сĕт, какай, çырла, кăмпа сутать. Çак йĕрке паян та сыхланса юлнă çемье-ре. Сезон пуçлансан утаканни-утайманнине йăлт вăрмана пуçтарса каять Светлана Геннадьевна. Ачасем икĕ-виçĕ çултах çимелли е çимелли мар кăмпана уйăрма хăнăхаççĕ. Пĕрисем çут çанталăк ырлăхне пухаççĕ, теприсем сутаççĕ. Кашни витри — тĕллевлĕ. «Ку витрене сутсан сан валли кроссовка туянатпăр, — чăтăмлăн ăнлантарать амăшĕ. — Сан валли костюм илмешкĕн вара тата тепĕр витре пухса сутмалла». Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.