Комментари хушас

24 Çу, 2018

Хамăр хыççăн лайăххине хăварас килет

Вĕсем — волонтерсем мар, çапах ырă ĕç пайтах тăваççĕ. Тăван ял сăн-сăпатне хăтлăлатакансем, илем кÿме тăрăшакансем, çул-йĕр юсакансем кашни саларах пур. Пуçаруллăскерсене пархатарлă ĕçре ентешĕсем, çамрăксем пулăшаççĕ. Яла çĕнетес, улăштарас тĕлĕшпе укçа-тенке, вăхăта, вăй-хала шеллемеççĕ.

Çамрăксене хĕрхеннипе спортзал уçнă

Анатолий ИВАНОВ, Етĕрне районĕ, Янăм:

— Виçĕ çул каялла ял старостин тивĕçĕсене шансан тăван тăрăхăн сăн-сăпатне мăшăрпа Розăпа тата çывăх юлташпа Радик Успенскипе çĕнетме, улăштарма тытăнтăмăр. Хамăр тăрăшмасан пирĕншĕн камах çунĕ? Виçĕм çул, сăмахран, урам хушшинчи шăтăк-путăклă çула юсарăмăр. Мана мăшăр никамран ытла хавхаланта-рать, эпир пĕр шухăшлă. Çынсем пĕр-пĕрне «кăшланă», курайманлăх хуçаланнă саманара çумра пĕр тĕллевлĕ çын пулни паха. Ырă ĕçе ытларах яш-кĕрĕме явăçтарма тăрăшатăп. Çав çулах ялти кивĕ чиркÿ вырăнĕнче çĕнĕ часавай хăпартрăмăр. Пĕлтĕр купель ăсталарăмăр. Унта Кăшарнире, ытти уявра шыва кĕретпĕр. Хамăр хыççăн лайăххине кăна хăварас килет, ентешсем пире ырă сăмахпа аса илччĕр. Май пур чухне яла мĕншĕн хăтлăлатас мар? Ырă ырăпах таврăнать вĕт. Пĕлтĕр Янăмра çуралса ÿснĕ Ираида Григорьева пуçарнипе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăка юсарăмăр, ун таврашне тирпейлерĕмĕр. Радикпе иксĕмĕр спонсор пулса укçа-тенкĕ уйăрнă хыççăн ял халăхĕ те айккинче юлмарĕ, нухрат пухрĕ, брусчатка сартăмăр. Ираида Григорьева çулсеренех Çĕнтерÿ кунĕ умĕн асăннă палăка тирпейлет, кăçал та сăрларĕ, çÿп-çапа пуçтарчĕ.
Ялти пĕвесене те тасатсах тăратпăр, пулă тытакан браконьерсенчен сыхлатпăр. Ĕне кĕтĕвне уйра шыв ĕçтермешкĕн пĕве турăмăр. Кăçал çуркунне вăл арканнăччĕ, юсама тиврĕ. Геннадий Иванова та палăртса хăварас килет. Çÿп-çап турттармалла-и е урăх ĕç валли транспорт кирлĕ-и — вăл яланах пулăшма хатĕр, тракторне тапратса кирек хăш вăхăтра ĕçе пуçăнать. Пирĕн ялăн пушар машини те пур. Пĕр фермер панăскере тĕпрен юсамаллаччĕ. Ял халăхĕ ку тĕлĕшпе хастар пулчĕ, укçа пухса машинăна йĕркене кĕртрĕмĕр, хамăрăн 2 тонна ытла шыв турттаракан ятарлă транспорт пурри пĕлтерĕшлĕ. Хĕлле шыв ан шăнтăр тесе пичкине ăшăтса тăратпăр. Машинăпа усă курма та ĕлкĕртĕмĕр ĕнтĕ, кăçал çуркунне пĕрисен мунчи çунма тытăннăччĕ, районтан пушарнăйсем киличчен хамăрăн машинăпах çулăма сÿнтертĕмĕр.
Пĕр-пĕр ĕçе пуçăнсан, сăмахран, часавай хăпартнă е урам хĕррисене хыт хураран тасатнă чухне, ял халăхĕ те ĕçе пуçăнать. Хальхи çынсен ĕçлес туртăм çук, укçа тÿлесен те пурте алла пуртă-мăлатук тытмаççĕ. Манпа вăй хуракан темиçе шанчăклă çын пур-ха, вĕсем пĕве-кÿлĕ, масар тасатма та, часавай патĕнчи шыва кĕмелли купеле юсамашкăн та хутшăнаççĕ.
Ялти шкул хупăнни те пăшăрхантарать. Çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине явăçтарас тĕллевпе пĕр пушă çуртра спорт залĕ уçма ирĕк илтĕм. Кĕçех унăн алăкĕ уçăлмалла. Боксер перчеткисемпе груша, велотренажер, кире пуканĕсемпе штангăсене мăшăрпа туяннăччĕ. Кивĕ футбол лапамне те çĕнĕрен хута ятăмăр. Ял команди валли ятарлă форма та çĕлеттертĕмĕр. Халь юнашар ялсене футболла выляма çÿретпĕр. Ялта культура çурчĕ çук, çамрăксем лавкка, хупах умĕнче пухăнаççĕ е килте компьютер умĕнче лараççĕ. Вĕсене хĕрхеннĕрен спортзал уçма тĕллевлерĕм те. Урамра пуçтарăниччен, сăра ĕçме хăнăхиччен хул-çурăма пиçĕхтерччĕр. Хĕлле юнашар ял шкулне волейбол выляма çÿретпĕр.
Ял тăрăхĕн администрацийĕ сĕннипе республикăри ял старостисен конкурсне хутшăнсан ĕçсене çÿллĕ шайра хаклани хавхалантарчĕ. Тĕллев нумай-ха, малашне тăван кĕтес тата илемлĕрех, хăтлăрах пулĕ. Ачасемшĕн, çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулма тăрăшатпăр.

Никам та айккинче юлмасть

Александр КУЛАКОВ, Патăрьел районĕ, Чăваш Ишекĕ:

— Пирĕн ял халăхĕ кирек мĕнле мероприятире те хастар. Вĕсем тăрăшуллă пулнипех Чăваш Ишекĕнчи масара профнастил карта тытса çавăртăмăр. Укçине икĕ çул килĕрен пуçтартăмăр. Никам та айккинче юлмарĕ. Тасатма та çулленех пысăк йышпа тухатпăр. Эпир ял вĕçĕнчех пурăнатпăр, çула пирĕн пата çитиех сарса çитерейменччĕ. Кама шанас? Ха-мăра кирлĕ-çке, çавăнпа виçĕ КамАЗ прицепĕ тиесе килсе хытă чул сартăмăр. Ялти пушă лаптăка ахаль вырттарас мар тесе йывăçсем лартрăмăр. Пилеш, хурăн, çĕмĕрт, çăка йывăççисем аван чĕрĕлчĕç. Халĕ унта ял çыннисем кĕркунне кăмпа та пуçтараççĕ.

Ялĕ пĕчĕк пулсан та

Алим АНДРИАНОВ, Муркаш районĕ, Шуркасси:

— Пирĕн ял çынисем питĕ туслă, тăрăшуллă йышпа кирек мĕнле ĕçе те вĕçне çитерме пу-лать. 2017 çулта шăпах Кăшарни уявĕнче хамăр ялта Сăваплă çăл куç уçрăмăр. Ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçин Галина Ивановăн та тÿпи пысăк кунта. Шуркасси халăхĕнчен укçа-тенкĕ пухса йĕри-тавра карта çавăртăмăр. Ял варринчи кÿлле те халăх тăрăшнипех тасатрăмăр. Халь унта шыва кĕме те, пулă тытма та кăмăллă. Ĕмĕт-тĕллев пысăк, ял хыçĕнчи çерем çинче, укăлчара, кÿлĕ чавтарас шухăш пур.
Çĕнĕ çул умĕн клуб уçрăмăр. Ятарлă программăпа килĕшÿллĕн, патшалăх укçа уйăрчĕ. Шуркасси тата Вăрăмой халăхĕ пĕрле 250 пин тенкĕ пухрĕ. Кашни килтен 5-шер пин тенкĕ пачĕç. Ялта клуб пурришĕн Шуркассисем питĕ кăмăллă. Уяв-мероприяти ирттермелле чухне ыйту сиксе тухмасть. Кружоксем те ĕçлеççĕ халь. Пĕчĕк ял пулин те Шуркасси малаллах талпăнать…

Кÿстерекре çул сараççĕ

Ираида ЛЕОНТЬЕВА, Муркаш районĕ, Кÿстерек:

— Кÿстерек çÿллĕ вырăнта ларать. Анчах шыв çулĕ çиелте пулнăран çĕр часах типсе çитеймест. Йĕпе çанталăкра çул-йĕр пушшех çăрăлать. Уйрăмах икĕ урама сыпăнтаракан кĕпер çине кĕме çук. Кам та пулин чирлесен «васкавлă пулăшу» машини те кĕреймест. Район администрацийĕнчен ятарлă программăна хутшăнма сĕнчĕç. Мăшăрпа иксĕмĕр тата Галина Иванова депутат, Эдуард Гордеев ял старости, ялта пурăнакан Вячеслав Майков çур çул проект документацийĕ хатĕрлерĕмĕр. Ялта пуху ирттернĕ хыççăн халăх хирĕç пулмарĕ. Çакăн хыççăн çул-йĕрпе кĕпер валли укçа пуçтарма тытăнтăмăр. 91 килрен пурте питĕ хастар пулчĕç, икĕ уйăхра 510 пин тенкĕ пухăнчĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.