Комментари хушас

22 Çу, 2018

Аслă шкул алăкĕсем уçă

«Регионсен хушшинчи компетенцисен центрĕ — Шупашкарти электромеханика колледжĕ» пысăк квалификациллĕ кадрсем хатĕрлессипе Чăваш Енре пуринчен те малта пырать. Вĕренÿпе производство никĕсĕ те çирĕп. Колледж чылайранпа вăтам професси пĕлĕвĕн пахалăхне çĕнĕ шая çитересси çине тайăнса ĕçлет.

Паян Шупашкарти электромеханика колледжĕнче професси ăсталăхĕн Пĕтĕм Раççейри олимпиадин пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ уçăлчĕ. Вăл икĕ куна пырĕ. Олимпиада пултаруллă та талантлă студентсене тупса палăртас, специалистсен професси пĕлĕвĕн пахалăхне, вĕренекенсен пултарулăх туртăмне ÿстерес тĕллевпе иртет.

Колледжра 2009 çултанпа çеç професси ăсталăхĕн 6 олимпиадине йĕркеленĕ. Професси ăсталăхĕн Пĕтĕм Раççейри олимпиадине пурĕ 24 регионтан çитнĕ. Семинар-конференцисемпе çавра сĕтелсем икĕ кун ĕçлĕç. Çавăн пекех олимпиадăна хутшăнакансем валли пуян культура программи хатĕрленĕ. Çак кунсенче вĕсем Шуршăлти Андриян Николаев космонавтика музейне, Шупашкарти паллă вырăнсене çитсе курĕç. Олимпиада çĕнтерÿçисене çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче палăртаççĕ.

Иса ГОГИШВИЛИ, Дагестан республикинчи Кизлярти электромеханика колледжĕн 3-мĕш курс студенчĕ:

— Хамăр регионта иртнĕ олимпиадăра çĕнтернĕ хыççăн Раççей шайĕнчине хутшăнма суйласа илчĕç. Ыттисем пекех эпĕ те çĕнтерÿçĕ пулма ĕмĕтленетĕп, анчах та мала тухайманни нимех те мар, çак ăмăртăва хутшăнни те паха. Шупашкарпа ĕнерех паллашма ĕлкĕртĕмĕр, хули илемлĕ, çыннисем уçă кăмăллă. Çамрăксем пĕр-пĕринчен хăть пирĕн патра, хăть кунта нимпех те уйрăлса тăманнине асăрхарăм.

Максим БАРЫШНИКОВ, Тулăри техникăпа экономика колледжĕн 3-мĕш курс студенчĕ:

Регионти олимпиадăра малти вырăн йышăнас тесе тĕллевлĕ хатĕрлентĕм. Пĕтĕм Раççейри кăтартусем еплерех пулĕç, вăл пĕтĕмпех манран килет. Радиотехник специальноçне суйласа илнĕ эпĕ. Колледжра пĕлÿ илнĕ хыççăн аслă шкула вĕренме кĕрес ĕмĕт-тĕллевпе пурăнатăп. Анчах та чи малтан çара кайса килесшĕн, ку тивĕçе пурнăçламаллах. Регионти çитĕнÿпе çеç лăпланас килмест, малалла та аталанмалла. Пирĕншĕн халĕ мĕн пур аслă шкул алăкĕ уçă. Пурнăçра хамăн вырăна тупасчĕ.

Екатерина КУЛЬКОВА, Шупашкарти электромеханика колледжĕн 4-мĕш курс студентки:

Техникăна пăхса тăрассин тата радиотехника юсавĕн специальноçне алла илетĕп кăçал. Эпĕ Çĕмĕрле хулинчен вĕренме килнĕ, аттепе анне 9-мĕш класс хыççăн килтен кăларса ярасшăн марччĕ, вĕсене чылай ÿкĕтлеме тиврĕ, халĕ манăн çитĕнÿсемшĕн хĕпĕртеççĕ. Виçĕ аслă шкул суйларăм, алла диплом илнĕ хыççăн малалла вĕренме каяс ĕмĕтпе пурăнатăп. Çакна ăнлантăм, шкул хыççăн вăтам професси пĕлĕвĕ илни пурнăçра пулăшатех.

 

Рубрика: