Комментари хушас

22 Çу, 2018

Чăваш Енре сăвăсран шар курнисен йышĕ ÿснĕ

Сăвăссем вăрманта кăна мар, пахчара та тапăнаççĕ. Чăваш Енри 130 çын вĕсенчен шар курнипе тухтăрсем патне пынă. ¼ 1/4 пайĕ — ачасем.

Больницăна ытларах Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем пынă. Паразитсем хула çыннисене вăрманта çеç мар, пахчара та шар кăтартнă.

Çак хурт-кăпшанкă ытларах йывăç çинче, пысăках мар тĕмсенче пурăнать. Чылай чухне çулнă курăк çинче нумай вĕсем. Килти чĕр чунсемпе выльăхсенчен çынна куçма пултарать. Сăвăсран сыхланма çутă тĕслĕ, ÿте лайăх хуплакан тумтир тăхăнмалла, вĕсене хăратакан ятарлă япала — репеллент — чиксе çÿремелле.

Хальхи вăхăтра специалистсем ача-пăча кану лагерĕсене, парксене, çын йышлă пухăнакан вырăнсене дезинфекцилеççĕ. Паянхи куна 120 гектар ытла лаптăка сиенсĕрлетнĕ.

«Сăвăс энцефалитĕнчен вакцина пур. Çавăнпа туристсемпе тухакансене е вăрмана, хăрушлăх кăларса тăратакан вырăна каякансене сăвăсран прививка тутарма сĕнетпĕр. Пирĕн республикăра сăвăс боррелиозĕ кăна регистрациленĕ. Хальччен çулталăкра 6-10 хут тĕл пулнă. Энцефалит тупса палăртман», — каласа кăтартнă Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская.