Комментари хушас

22 Çу, 2018

«Пурнăç лайăхланасса кĕтеттĕмĕр»

Тани Юн вылянă чăваш фильмĕсем «Хура юпа» (Уркка), «Апайка» (Таиç), «Священная роща» (колхоз председателĕ) çĕршыври тата чикĕ леш енчи экрансем çине тухсанах унăн картинăсенчи сăн ÿкерчĕкĕсем киножурналсен хуплашкисем çинче пĕрин хыççăн тепри пичетленнĕ.

Ăсталăхĕпе илĕртÿлĕхне куракансемпе критиксем тÿрех асăрханă, актрисăн сăнарĕсем шалти вăйпа пуяннине палăртнă. Чăвашкино тĕпчевçи Михаил Антонов ун пирки: «Вăл актриса пулмах çуралнă», — тенĕччĕ. Тани Юнăн илемĕ, çамрăкла хастарлăхĕ, хĕрÿлĕхĕ кашнине тыткăнланă. Ахальтен мар ăна чăвашсен пĕрремĕш профессионал артисчĕ, драматургĕ, режиссерĕ, Чăваш театрне йĕркеленĕ Иоаким Максимов- Кошкинский пĕрре курсах куç хывнă. Çавăнтанпа вĕсем пĕр çулпа утнă. Иоаким Степанович пулăшнипе вăл театр сцени çинче чечек пек çурăлнă. Мăшăрĕшĕн кирек хăçан та, кирек мĕнле лару-тăрура та «Танюша» пулнă.
— Иоаким манăн ĕмĕтри арçын пулнине ăнланса илсен эпир унпа ĕмĕр тăршшĕпех пĕр «çыхăра» пултăмăр, — аса илнĕччĕ пĕррехинче Тани Юн.
Эпĕ — Тани Юнăн çывăх тăванĕ. Татьяна Степановнăпа тата Иоаким Степановичпа пуçласа Етĕрнере кукаçи, Самсон Бурашников, çине тăнипе паллашнăччĕ. Каярахпа вĕсемпе Шупашкарта та тĕл пулнă, Кăкшăмра та пĕрре кăна мар пĕрле каннă. Тĕп хулара чухне вĕсен çурчĕпе хирĕçле, Наци библиотеки умĕнчи скверта, сумлă актрисăпа вăрахчен уçăлса çÿреттĕмĕр, çывăх тăвансене аса илеттĕмĕр, малашлăх пирки ĕмĕтленеттĕмĕр. Кошкинскисем маншăн чăннипех çывăх çынсем пулса тăчĕç. Вĕсем манăн туйра Етĕрнере те пулчĕç.
Кошкинскисен Ленин проспектĕнчи 14-мĕш çуртри пÿлĕмĕ пĕчĕкчĕ, пурĕ те 14 тăваткал метр çеçчĕ. Пĕрех тимĕр кравать, тăваткал сĕтел, кĕнеке çÿлĕкĕ валли вырăн çителĕклĕ пекчĕ. Çав сĕтел хушшинче сăмавартан вĕри чей те ĕçнĕ, ăшаланă улма та çинĕ. Апла пулин те ытларах чухне вăл унăн хуçин юратнă вырăнĕ пулнă. Иоаким Степанович тепĕр чухне кунне-çĕрне пĕлмесĕр пьесăсем шăрçаланă. Мăшăрĕ вара, пирĕшти евĕр «вĕçсе çÿрекен» актриса, çав вăхăтра хăйĕн ролĕсемпе ĕçленĕ. Сцена пĕр вĕçĕм туртнă ăна, куракансем патне уява васканă пек ăнтăлнă.
— Иоаким Степановича тĕл пулни темрен пысăк телей, — тетчĕ Тани Юн. — Пурнăç лайăхланасса, ассăн сывласа ярасса пĕр вĕçĕм кĕтеттĕмĕр. Спектакльсенчи, фильмсенчи сăнарсен кун-çулĕпе, шăпипе пурăнма питĕ кăсăклăччĕ. Театртан килелле çунатланса утаттăмăр.
<...> Пурăнан пурнăçра темĕн те пулать тесе ахальтен каламаççĕ çав. Суя сăмах вĕсене тĕрме сакки çине çитернĕ. Икĕ çул тертленнĕ хыççăн тин ирĕке тухма пултарнă. Хăйсем нихăш енĕпе те айăплă маррине судпа ĕнентернĕ, çирĕплетнĕ пулин те театра таврăнман. Ку çеç-и? Пĕртен-пĕр хĕрĕ Изольда 1963 çулта аварие лексе вилни ашшĕпе амăшĕн чĕрине амантнă. Мĕнле чăтнă-ши вĕсем унăн икĕ ачине — Андрюшăпа Танюшăна — курсан? <...>
Йывăр çак пулăм Иоаким Степановича ытларах, вăйлăрах хавшатрĕ, вăл вырăнпах выртма пуçларĕ. Тани Юн ăна пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхатчĕ, анчах вилĕм хăйĕннех турĕ. Вăл Мускавра пурнăçран кайрĕ, апла пулин те Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамĕнчи масара пытарчĕç. Ун хыççăн Татьяна Степановна та йывăрланчĕ, темиçе уйăх больницăра выртрĕ. Юлашки кунĕсенче ун патĕнче сыватмăшра пултăм. Калаçаймастчĕ, çавăнпа хут çине çырса патăм. «Эпĕ сире нихăçан та пăрахмастăп. Юрататăп», — тенине хуравлаймарĕ, анчах ăнланчĕ. 1977 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Тулли верси...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.