Комментари хушас

22 Çу, 2018

Çĕнĕлĕхсемпе çĕнĕ çитĕнÿсем тăваççĕ

Ял çынни сĕм ĕлĕк-авалах çуркуннене чăтăмсăр кĕтнĕ. Мĕншĕнни паллă: çитĕнтерни-хатĕрлени хĕл хырăмĕнче вĕçленнĕ. Кĕçех ака пуçланĕ те çурхи кун каллех çулталăк тăрантарĕ тесе ĕмĕтленнĕ, тар тăкнă.

РОБЕРТ ИГНАТЬЕВИЧ ПЕТРОВ:
1951 çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Хурăнсур Çармăс ялĕнче çуралнă. Шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Казахстанра водителе вĕреннĕ. Таврăнсан Совет çарне кайнă — салтак тивĕçне Германире пурнăçланă. 1975 çулта çемье çавăрнă хыççăн Комире икĕ çул пурăннă. Унтан тăван тăрăха таврăннă: Вăрнарти совхоз-техникумра вĕреннĕ, агроном специальноçне илнĕ. Экспедиторта, ÇСМ (çунтармалли-сĕрмелли материалсем), ферма заведующийĕсенче, ял Канашĕн председателĕнче, «Янгорчино» колхоз пайлансан «Хорнзор» хуçалăхăн тĕп инженерĕнче вунă çул вăй хунă.
2003 çултанпа — «Санары» агрофирма генеральнăй директорĕ.
Пĕтĕм Союзри социализмла ăмăртура çĕнтернĕ (1976), «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята (2009) , Мускаври тата ытти çĕрти куравсенче сумлă наградăсене тивĕçнĕ.

Асаттесемпе асаннесен самани, пурнăçĕ тĕпрен улшăнчĕ ĕнтĕ. «Çурхи кун çулталăк тăрантарать» ăнлав та кивелнĕ темелле — халĕ çулталăка çеç мар, ытларах вăхăт валли те тĕрлĕ çимĕç хатĕрлет хресчен. Анчах пĕр пулăм — климат — чăваш çĕрĕнче улшăнмарĕ: пирĕн тăрăхра яланах теветкеллĕ çанталăк. Уçăмлăрах илтĕнтĕр тесе специалистсем ăна «рискованный климат» теççĕ.
Вылянакан çанталăка пулах акана кая юлса пуçлатпăр, кая юлса выратпăр, кăларатпăр. Лăш курмасăр çитĕнтерни лачкам пылчăк е юр айне ан юлтăрччĕ тесе кашни çулах сехĕрленетпĕр.
Икĕ-виçĕ район витĕр тухрăмăр ĕнтĕ. Акакан, лартакан агрегатсем уйсенче тăтăш курăнманран пуç тавра кăшăлланса пынă шухăшсем ирĕксĕрех чĕлхе вĕçне килчĕç, сасăланса тухрĕç:
— Эх, Краснодар крайĕнчи çанталăкчĕ пире. Унта вĕт ака-суха вĕçленнĕ. Эпир вара пуçăнатпăр çеç, — терĕм хаçатсем валли материалсем хатĕрлеме çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Вăрнар еннелле çула тухнă ĕçтешĕмсене.
Хăш-пĕр хуçалăх ертÿçисем «пирĕн пата ан килĕр-ха, паян-ыран уйсене кĕрейместпĕр — пылчăклă» тенĕрен тÿрех «Санары» агрофирмăна кайрăмăр. Çитрĕмĕр.
— Акма хатĕр лаптăксем пирĕн те пăттăн-паттăн çеç-ха. Кунта, тăваллăрахри тÿремре, çĕр типшĕрнĕ, пиçсе çитнĕ. Урпа акатпăр. Çĕнĕ меслетпе. Хăмăл çинех, — терĕ Роберт Петров гендиректор.
«Санарсем» тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпех çак меслетпе акнине, çĕр улмине кăна сухаласа- купаласа лартнине пĕлетĕп. Анчах хăмăл çинех акнине сăнама тÿр килменччĕ. Мĕн çав, куçпа курнине чăнах та нимĕн те çитмест: хăлаçран та пысăкрах урапаллă «Джон Дир» трактор ултă метр сарлакăшлă тырă акмалли агрегата çăмăллăн туртать. Хăлхара трактор сасси, çивĕч дисксем хăмăла çатăртаттарса çĕре касăлса кĕни çеç илтĕнсе тăрать.
— Çĕре хускатмасăр акса пысăк тухăç илме пултарассине специалистсем, хуçалăх ертÿçисем ĕненсех каймастчĕç. Киле-киле тишкеретчĕç. Тырă пуссисем пирвайхинчен нимĕн чухлĕ те кая маррине курсан пирĕн технологи аваннине çирĕплетрĕç. Чылай предприяти çĕнĕлĕхе хăйсен патĕнче усă курма пуçларĕç, — терĕ Роберт Игнатьевич пуçарăвĕ пархатар кÿнине пытармасăр.
«Джон Дир» черетлĕ çаврăм туса ана пуçĕнче чарăнчĕ. Çывăхри «ЗиЛ» автомашина хăвăрт çитрĕ, кузовĕнчи нăкă михĕсене рабочисем ятарлă техникăпа çĕклерĕç, вăрлăх урпана ал вăйĕпе усă курмасăрах сеялка бункирĕсене меллĕ пушатрĕç.
— Куратăр-и, пурнăç епле улшăнчĕ? Пĕтĕм ĕçе тенĕ пекех техника вăйĕпе тăватпăр. Вăрлăх тырăна та вĕт алăпа йăтмастпăр. Ĕлĕк мĕнлерех нушаланаттăмăр. Алă вăйĕ алран кайман! — иртнĕ вăхăта аса илчĕ гендиректор.
— Çавăнпах пулĕ ĕнтĕ хăватлă çак тракторпа сеялкăна та эсир ака-суха валли тесех туяннă-тăр ĕнтĕ?
— Тĕрĕсех. Трактор вара ытти вун тĕрлĕ ĕçе те хăвăрт тата пахалăхлă пурнăçлать. «Ăш-чикне» унта пĕтĕмпех автоматизациленĕ оборудовани вырнаçтарнă — кнопкăсене çеç пĕлсе пусмалла.
Трамп Раççее хирĕç санкци хыççăн санкци йĕркелени сире те, çĕрпе ĕçлекенсене, чăрмав кÿме тытăнмĕ-и? Хăй çеç мар тата, Европа пĕрлĕхĕнчи çĕршывсене те пире такăн-тарма хĕсĕрлет.
— Килĕштерсе пурăнмалла чухне санкцисемпе айкашни йĕркеллĕ пулăм мар. Уйрăмах Маккейн йышши «ястребсем» пакартисем тухасла патуйланни ăсăм-пуçăма йышăнмасть. Трамп чунĕпе-юнĕпе бизнесмен ĕнтĕ. Хăйсен таварĕсене ытларах туянтарса услам тăвассишĕн вĕткеленет. Çавăнпа та Раççее кирлĕрех таварсем хакланма пултарĕç.
Апла тăк — хамăрăн технологисене хăвăртрах аталантармалла. Путин та кун пирки пусăмласах калать. Прорыв тумалла тет.
— Тăхăр вуннăмĕш çулсенче пуррине аркатнă хыççăн прорыв тума çăмăлах пулмĕ. Малтан тÿнтерер те унтан çĕннине тума тытăнас йăла çаплах сĕвĕрĕлсе пĕтмест, истори чăнлăхĕсем те нимĕн те вĕрентмеççĕ пулмалла пире.
Сана, пĕлтĕрччĕ-ши, каланăччĕ: икĕ çул каялла Беларуç Республикинче пулнăччĕ. Унта селекцие — ÿсен-тăран сорчĕсене ăсласа кăларассине — упраса хăварнă та вăйлă аталантарнă. Пирĕнтен чылай мала кайнă. Ахальтен- им вĕсенчен çĕр улмин Манифест, Вектор сорчĕсене туянтăмăр. Вĕсем пирвайхи çулах пысăк тухăç пачĕç. Александр Ткачева Раççей ял хуçалăх министрне лартсанах «тепĕр вунă çултан пирĕн те конкуренцире тупăшма пултаракан сортсем пулаççĕ» тесе шантарнăччĕ. Аванччĕ тÿрре тухсан. Тепĕр тесен пирĕн те, Раççейĕн, селекци пулнă вĕт-ха. Çĕр улми сорчĕсене те пурне те ют патшалăхсенчен туянмастпăр. Сăмахран, хамăрăн «Невский» сорт аванах: йышĕпе те, шултралăхĕпе те, тутлăлăхĕпе те. Эпир ун валли кашни çулах самай пысăк лаптăк уйăратпăр. Анчах чылай предприяти ăна хапăл тусах кайманнине асăрхатăп.
Роберт Игнатьевич, пĕлтĕр Раççейри аграрисем рекордлă тырă çитĕнтерчĕç. Çавна пула сутлăх хак тÿплетсе анчĕ. Нумай-нумай предприяти тăкакĕсене те саплаштарайман. Эпĕ акă мĕн пирки тумитлетĕп: тырă хакĕ йÿнелнĕ тĕк — çăкăр пĕçермелли çăнăх та йÿнелнĕ ĕнтĕ. Анчах çăкăр-батон хакĕ чакнине лавккасенче асăрхамарăм. Эпĕ çеç те мар. Ял çыннисем ахальтен мар çакăн пек «юрлаççĕ» — «эпир çитĕнтернĕ çăкăрпа директорсем ыр кураççĕ, уйăхсерен-уйăхсерен миллионсем хыраççĕ». Ара, пĕр директорĕ виçĕ çул каяллах çулталăкра 12 миллион тенкĕ илме именместчĕ.
— Хальхи саманара тĕлĕнмелли нумайран вĕсене хăнăхса та çитрĕмĕр пулĕ. Калăпăр, сĕт хакĕ те кăштах кăна та мар, самаях анса ларчĕ. Çав вăхăтрах лавккасенче сĕт пĕр тенкĕ те чакмарĕ. Аптриш тесен — «аптриш мар, халĕ рынок экономики» теççĕ куç хупмасăр. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.