Мулпа чулланнă чĕрене витереймĕн куççульпе,
Çу уйăхĕн илемлĕ те хĕвеллĕ кунĕсенчен пĕринче Константин Ивановăн «Нарс-пийĕ» каллех куракансене хăй ытамне пуçтарчĕ. Çук, оперăна та, спектакле те мар. Хальхинче – «Мир Луксор» кинотеатра «Нарспи» мюзиклăн (авторĕсем – Борис Чиндыковпа Николай Казаков) фильм версине. Ĕненмелле мар пек, темиçе çул каялла кун çинчен ĕмĕтленме çеç пултарнă. Пăх та савăн ĕнтĕ – кинотеатрăн Пĕчĕк залĕнче халăх лăк тулли. Хăшĕ-пĕри пукансем çине вырнаçса ĕлкĕрнĕ. Каярах юлнисем стена тăршшĕпех тăраççĕ. Ик сехете тăсăлнă фильм-ран тухса каякан та, каллĕ-маллĕ утакан та, хыттăн калаçса-ахăрса ыттисене кансĕрлекен те çук. Шăп, пĕтĕм тимлĕх – экран çине.
Куракана тыткăнлакан фильм
«Нарспи» мюзиклăн киноверсине Чăваш Рес-публикин Пуçлăхĕн гранчĕ пулăшнипе хатĕр-ленĕ. Ăна куракан патне çитерес тесе çулталăк çурă ырми-канми ĕçленĕ пултарулăх ушкăнĕ. Илемлĕ фильмăн режиссерĕ – Андрей Васильев. Вăл Шупашкарта çуралса ÿснĕ. 2010 çулта Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнчен вĕренсе тухнă. Ăсталăхне актер искусствин факультетĕнче туптанă. «Нарспи» – çамрăк режиссерăн калăпăшлă пĕрремĕш ĕçĕ.
Мĕнпе илĕртÿллĕ-ха фильм? Чи малтанах – вăл чăвашла пулнипе. Кинотеатрта кунашкал пĕр картина та çуккине, паянхи кун тĕлне пысăк аудитори умне тухнă пĕрремĕш чăваш фильмĕ пулнине шута илсен савăнмалли пурах. Пĕтĕм ĕç-пуçа Чăваш патшалăх филармонийĕн сцени çинче ÿкернĕ. Апла пулин те хушăран кун пирки вуçех манатăн. Видео, сасă «эффекчĕсен» витĕмĕ пысăк. Акă Нарспи каçхи вăрманта чупать. Тавралла сĕмлĕх, армак-чармак йывăçсем. Çитменнине, Тăхтаманăн сăнĕ йĕрлет, куçне курăнать. Çак самантра куракан та ăраскалсăр Нарспипе пĕрле пек. Уншăн пăшăрханать, хурланать вăл. Куççулĕ те шăпăртатса анать. Пысăк плансем илсе пани те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Актерсен шухăш-туйăмĕ сăн-питре чĕррĕнрех сăнарланать. Эппин, залра ларакан та вĕсене аванрах туять. Мюзиклпа тÿрремĕн паллашнă чухне кун пеккине асăрхаймăн. Кунта юрă-кĕвĕпе сасă вăйĕ мала тухаççĕ. Ĕç-хĕле вара пĕтĕмĕшле картинăсенчен хаклама тивет.
«Юрату юлтăр юмахра...»
Кăтарту икĕ пайран тăрать. Пĕрремĕш пайĕ Нарс-пие савнийĕнчен уйăрса Тăхтамана качча панипе вĕçленет. Малтанхи сценăсем çутăрах та хĕвеллĕрех тĕк каярах тĕссем тĕксĕмленеççĕ. Хĕрсемпе каччăсем вăйăра савăннă-кулнă, Нарспипе Сетнер ăшшăн пупленĕ чухне самана улшăнассăн та туйăнмасть. Акă Тăхтаманпа йышĕ, Михетерпе карчăкĕ курăнса каяççĕ. Вĕсен сăнĕсем сивлек те çиллес.
Туйра Нарспи трагедийĕ уйрăмах уççăн палăрать. Ашшĕ-амăшĕ, тăванĕ-пĕтенĕ, ял-йыш шăп тăрать. Пурте шыв сыпнă тейĕн.
Нарспин Тăхтаман килĕнчи асапланăвне питĕ ĕнентерÿллĕ те витĕмлĕ кăтартса панă. Режиссер ĕçĕ чăннипех те курăмлă. Мĕскĕн хĕре хĕнени, çамрăк арăм пуçĕнче усал шухăш тĕвĕленни, ăна пурнăçа кĕртни... Йăлт куç умĕнче пулса иртет. Символсем, хĕрлĕ, хура тĕссем, тумтир эрешĕсем – пĕтĕмпех вырăнлă та тарăн пĕлтерĕшлĕ.
Фестивале хутшăнни – хăех çĕнтерÿ!
Премьерăна чăвашла пĕлмен çынсем йышлă килни те ăнсăртран мар-тăр. Эппин, кăсăкланаççĕ пирĕн литературăпа та культурăпа, ун пирки вуçех манман. Кăтарту вĕçленсессĕн те халăх саланма васкамарĕ-ха, тăвăллăн алă çупрĕ. Чылайăшĕ «Нарспие» сÿтсе явма, картинăна ÿкерекенсене тав сăмахĕ калама юлчĕ. Ыр сунăмсемпе пĕрлех сĕнÿсем те янăрарĕç залра. Вĕсенчен пĕри – фильма вырăсла куçарасси.
Андрей Васильев куракансене питех те савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ. «Нарспи» фильма Шупашкарти кинофестивальте (кăçал вăл çиччĕмĕш хут иртет) кăтартма палăртнă-мĕн. Малтанхи тапхăрта ăна конкурсрисен йышне кĕртесси пирки ĕмĕтленме те пултарайман çамрăк режиссер. Анчах мероприяти йĕркелÿçисем урăхларах шухăшланă курăнать. Сергей Лаврентьев киновед, фестиваль директорĕ «Нарспие» «Вак халăхсен кинематографĕ» конкурс программине кĕртме йышăннине пĕлтернĕ. Сăмах май, çĕр-шывăмăрăн наци киносту- дийĕсенче ÿкернĕ фильмсене кăçал уйрăм программăна уйăрнă. Çĕнтерÿçĕ ятне илессишĕн вун тăватă картина тупăшĕ. Тен, малти вырăна тухаймăпăр. Апла пулин те пăшăрханма кирлĕ мар. Пирĕн «Нарспи» кинофестивале хутшăнма тивĕç пулни – хăех çĕнтерÿ!
Наци фильмĕсене хаклакан жюрие Елена Стишова критик, кино историкĕ, «Ника» Раççей киноакадемийĕн членĕ ертсе пырĕ. Тÿресен йышĕнче çавăн пекех – Денис Осокин прозаик, поэт тата сценарист; Раççей кинематографисчĕсен союзĕн, Раççей кинокритикĕсен гильдийĕн членĕ Сергей Анашкин.
«Нарспи» фильма çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Наци вулавăшĕн залĕнче курма май пулĕ.