Комментари хушас

Юлашки çулсенче ÿкернĕ чи лайăх фильмсем, паллă актерсемпе ирттерекен тĕлпулусем, автограф-сессисем, ача-пăча программисем тата пресс-конференцисем — çаксемпе асра юлĕ Шупашкарта çу уйăхĕн 21-25-мĕшĕсенче иртекен сахал йышлă халăхсен кинематографне халалланă Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль.

Вун пĕрмĕш хут йышăнчĕ Чăваш Ен тĕп хули кинофорумăн хăнисене. Тĕрлĕ çулта Шупашкар çыннисен Эльдар Рязановпа, Ирина Муравьевăпа, Лидия Федосеева-Шукшинапа, Михаил Ефремовпа, Ирина Скобцева-Бондарчукпа, Дмитрий Астраханпа, Борис Грачевскипе, Алексей Герман-кĕçĕннипе, Юрий Грымовпа, Сергей Фетисовпа, Никита Высоцкипе, Елизавета Боярскаяпа, Дмитрий Харатьянпа, Инна Чуриковăпа, çавăн пекех Казахстан, Эстони, Грузи, Азербайджан, Беларуç, Серби, Аслă Британи, Франци, Болгари, Финлянди, Инди, АПШ актерĕсемпе тата режиссерĕсемпе курнăçма май килнĕ.

Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Наци библиотекинче иртнĕ пресс-конференцире кинофестивалĕн пултарулăх ертÿçи, Раççей киноискусствин академийĕн академикĕ Сергей Лаврентьев çĕнĕ хăнасемпе — этника тата регион киновĕн конкурсне суйласа илнĕ ĕçсен комиссийĕн председателĕпе Сергей Анашкинпа, илемлĕ фильмсен тĕп конкурсĕн жюри председателĕпе, РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕпе, Раççей халăх артисчĕпе, СССР патшалăх премийĕн лауреачĕпе Александр Прошкинпа, этника тата регион фильмĕсен жюри председателĕпе, АПШ кинокритикĕпе Нэнси Кондипе, жюри членĕсемпе паллаштарчĕ. Сергей Александрович кинофестивалĕн тĕп шухăшне — хальхи вăхăтри сахал йышлă халăхсен фильмĕсене аталанма пулăшассине, ку енĕпе пултаруллă ĕçсене тупса палăртассине — аса илтерчĕ. «Йышпа сахал пулсан та йăли-йĕркипе, культурипе питĕ пуян пирĕн çĕршыври вун-вун халăх», — терĕ.

Кăçалхи кинофорумăн хисеплĕ хăнисен йышĕнче çавăн пекех «Мосфильмăн» кастинг-директорĕ Ирина Лаврентьева, «Киноафиша. Info» журналисчĕ Вера Аленушкина, Карина Андоленко, Раççей, АПШ актерĕ, сценарисчĕ Александр Кузнецов, театр педагогĕ Елена Лузянина, Сергей Друзьяк актер, ыттисем пулĕç. 

Пресс-конференцие илемлĕ фильмсен тата этника, регион фильмĕсен конкурсĕсен жюри членĕсем хутшăнчĕç. 

ФОТОРЕПОРТАЖ...

Надежда СМИРНОВА. Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: