«Тантăш», «Тантăш», çиç ялан, ырă çутă санпалан...
«Хыпар» Издательство çурчĕ çамрăк корреспондентсене Шупашкарта пухрĕ
«Лайăх йăва кивелмест», — теççĕ. Кунашкал мероприятисене «Пионер сасси» ªхалĕ —
«Тантăш»º хаçат редакцийĕсем маларах та, совет тапхăрĕнче, ирттернĕ. «Çамрăк журналист» конкурсра çĕнтернисем И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетне çăмăллăн вĕренме кĕретчĕç. Çамрăк калемçĕсене хавхалантарни, пултаруллисене тупса палăртни, тĕрĕс çул-йĕр çине тăма пулăшни çав тери аван. Сăмахăм «Хыпар» Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕн пуçарăвĕпе ирттернĕ Çамрăк корреспондентсен 2-мĕш слëчĕ пирки. Ăна кăçал «Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă.
Мероприятие ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Алина Ларшникова ертсе пычĕ. Уяв /манăн ăна çаплах калас килет, чăвашлăх, сăмахлăх уявĕ/ Шупашкарти «Салют» культура керменĕнчи «Радужная страна» ушкăн «Тантăш» гимнне юрланинчен пуçланчĕ. Çамрăк корреспондентсемпе вĕсен вĕрентекенĕсене «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина саламларĕ. «Эпир ку слета Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалларăмăр. Унăн ячĕпе республикăра ытти мероприяти те иртет. Паянах Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче «Н.В.Никольский вулавĕсем» пулĕç. Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче вара Муркаш районĕнчи Купăрляра митинг йĕркелĕç, ăслăлăхпа практика конференцийĕ ĕçлĕ. Хăй вăхăтĕнче Николай Васильевич никĕсленĕ «Хыпар» хаçат 112 çул тухса тăрать. Эпир унăн ĕçне малалла тăсатпăр, аталантаратпăр. Паянхи кун «Хыпар» Издательство çуртĕнче тухса тăракан хаçат-журнала 54 пин ытла çемье çырăнса илет. Пирĕн кăларăмсене ачасемпе çамрăксем вулани уйрăмах савăнтарать. Эсир пирĕнпе çыхăну тытсан чăваш чĕлхин, хаçатсен малашлăхĕ пулĕ. Çамрăк корреспондентсен 1-мĕш слечĕ 2014 çулта йĕркеленнĕ. Ун чухне пĕр лауреата чысланă. Халĕ çĕнĕлĕх кĕртрĕмĕр — виçĕ çынна хавхалантарăпăр. Пирĕн пата çырăр, чăвашла калаçăр. Чăваш сасси ян кайĕ. Чăваш чĕлхине пĕрле аталантарар», — çамрăк калемçĕсене ырă сунчĕ Татьяна Геннадиевна.
Чăваш Енри Журналистсен союзĕн председателĕ, Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Валерий Комиссаров иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче «Пионер сасси» юнкорсене слета пуçтарнине ăшшăн аса илчĕ. Шупашкара çитесчĕ тесе Елчĕк районĕнчи Яманчурел ачи юрлă-шывлă вăхăтра 30 çухрăм çуран утнă… Мал ĕмĕтлисем Пичет çуртĕнче хаçат кăларакансемпе тĕл пулнах, каярахпа вĕсем паллă журналистсем пулса тăнă. «Тантăш» хаçата паян та юратса вулатăп. Унта çырса тăракансене пĕлетĕп те. Ăнăçлă материалпа паллашсан: «Кунран журналист пулать», — тетĕп. Ан ÿркенĕр, тăрăшăр, малалла талпăнăр. Сирĕнте — пирĕн малашлăх!» — хавхалантарчĕ Валерий Петрович.
Н.В.Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалласа «Хыпар» хаçат редакцийĕ нумаях пулмасть викторина ирттерчĕ. Слетра унăн çĕнтерÿçисене — Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел шкулĕн чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенне Светлана Никитинăна, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл шкулĕн чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенне Людмила Николаевăна, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн химипе фармакологи факультечĕн 1-мĕш курс студентне Дария Ивановăна — чысларĕç. Малалла вулас...