Комментари хушас

17 Çу, 2018

«Эпĕ кахал пулнă тесе никам та калаймĕ»

Муркаш районĕнчи Купăрля ялĕ çулсеренех хăнасене çывăх тăвана кĕтсе илнĕ пек йышăнать. Паллă ăсчаха, историке, тĕпчевçе Николай Никольские сума суса кăçал та çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче халăх палăк умне пуçтарăнĕ, пуç тайса чечексем хурĕ. Купăрляна пырса кĕме те питĕ кăмăллă. Ял варринче — кÿлĕ, Никольский ячĕллĕ парк… Çыннисем ентешĕпе мăнаçланнине илтме пĕрре мар тÿр килнĕччĕ.

Çемье

140 çул каялла çак ялти хресчен çемйинче арçын ача çуралнă. Ашшĕ Василий Никитич Никитин /каярах Никольский/ вĕреннĕ çын пулнă, аякри кĕпĕрнесенче мишавайра ĕçлесе пурăннă. Вăл вырăс хĕрне качча илнĕ. Василий Никитичăн сывлăхĕ хавшасан арăмĕпе тăван яла таврăннă. Вăл вăхăтра Николайсăр пуçне çемьере тепĕр икĕ ывăлпа икĕ хĕр пулнă. Ашшĕ-амăшĕ ачисене вĕрентме тăрăшнă. Аслă ывăлĕ Зосим Чĕмпĕрти чăваш шкулне тата Хусанти учительсен семинарине пĕтернĕ, вĕрентекенре ĕçленĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Валерий Шупашкарти тĕн училищинче, Киеври çарпа инженери училищинче ăс пухнă. Хĕрĕсем Ели-заветăпа Серафима та тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ. Николай вара Шăматри земство училищине пĕтернĕ хыççăн, ашшĕ хистенипе-тĕр, Шупашкарти тĕн училищине кĕнĕ. Пилĕк çул унта вĕреннĕ хыççăн Хусанти тĕн семинарийĕнче тепĕр 6 çул пĕлÿ илнĕ. Шăпах çак вăхăтра вăл историпе, этнографипе кăсăкланма тытăннă. Кунта унăн ырă вĕрентекенĕн Василий Магницкин тÿпи пысăк. Служба вĕçленĕ хыççăн вăл Шăмата пурăнма куçнă. Каникул вăхăтĕнче Никольский хăйĕн пиччĕшĕсемпе ăш пиллĕ мучи патне час-часах кайса çÿренĕ. «В.К.Магницкий археологи, этнографи, тавралăх историйĕ пирки каласа пама юрататчĕ. Юмах-халап пуçтарма, Улăп тăприсене тĕпчеме хушатчĕ», — аса илнĕ ун пирки Николай Никольский.
1899 çулта семинарие вăл I рязрядпа вĕçленĕ, ку пĕтĕмĕшле пĕлÿ /математикăсăр пуçне/ тата тĕн дисциплинисене аван вĕреннине пĕлтернĕ. Çавăн пекех француз тата тутар чĕлхисене пĕлнĕ, «семинари студенчĕ» ята тивĕçнĕ.

Академи

Ашшĕпе амăшĕ Николай ялти пачăшка ĕçе кĕрессе ĕмĕтленнĕ. Анчах ăслăлăхпа кăсăкланнă çамрăк аслă пĕлÿ илессишĕн çуннă. Çăвĕпех вăл Хусанти тĕн академине кĕрес тесе хатĕрленнĕ. Экзаменсене ăнăçлă парсан тутар ушкăнĕнчи миссионер уйрăмĕн стипендиачĕ пулса тăнă.
Авалхи вĕрентÿ заведенийĕнче Синодра /академие çапла каланă/ чиркÿпе тĕн, гражданла истори, миссионерлăх, анăç, тухăç тата вилнĕ чĕлхесем енĕпе паллă профессорсем ĕçленĕ. Н.И.Ильминский преподаватель вĕрентĕвне кура Никольскин кĕлĕсене чăвашла куçарас шухăш амаланнă. Вăл чăваш этнографине, тĕне кĕртес историне çине тăрса вĕреннĕ. Анлă тавра курăмлă студент академире панă пĕлÿпе кăна çырлахман, Хусан университечĕн профессорĕсен лекцийĕсене итлеме çÿренĕ. Уншăн И.Н.Смирнов, Н.Н.Фирсов, К.В.Харлампович, Н.Ф.Катанов лекцийĕсем уйрăмах кăсăклă пулнă.
Вĕренÿ çулĕсенче Никольский чăваш чĕлхи вĕрентĕвĕн никĕсне хываканĕпе Н.И.Ашмаринпа туслашнă. Ун чухне вăл чăваш чĕлхине, фольклорне, тĕрĕксен филологине çине тăрса шĕкĕлченĕ. Вĕсен туслăхĕ 30 çул ытла пынă.
Иккĕмĕш курс пуçламăшĕнчех Никольский кандидат ĕçĕн темине суйланă — «Чăвашсене тĕне кĕртни». Студент Магницкий патне канаш ыйтма пынă. Василий Константинович ăна архивра тĕпчемешкĕн кирлĕ сĕнÿсем панă. Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсене тĕне кĕртес енĕпе кĕнеке çырнă паллă авторпа А.Ф.Можаровскипе, Чулхула кĕпĕрнин архив комиссийĕн ĕç йĕркелÿçипе курнăçма сĕннĕ. Хулара ăçта чарăнмаллине, кам пулăшма пултарасса каланă.
Академие Никольский 1903 çулта вĕçленĕ, историпе этнографи тĕлĕшпе япăх мар пĕлÿ илнĕ. Тепĕр икĕ чĕлхе — нимĕçле тата арабла — вĕреннĕ. Академи канашĕ ăна тĕн енĕпе кандидат тата магистр степеньне панă, «Чăвашсене тĕне кĕртесси» ĕçне вырăс чиркĕвĕн историйĕнче чи лайăххи тесе йышăннă.

Пур халăх та пĕр тан

Никольский тĕн академийĕ çумĕнчи миссионерсен курсĕнче ăс пухакансене «чăваш чĕлхи тата унпа кÿршĕллĕ предметсем» /истори, этнографи/ вĕрентнĕ. Унта монгол, тутар, чăваш уйрăмĕсем пулнă, миссионерсем 2 çул вĕреннĕ. Çав вăхăтрах вăл Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарире преподаватель, библиотекарь пулса ĕçленĕ. 1910 çулта çулла семинари вĕренекенĕсен хушшинче революционерла «хумсем» çĕкленнĕ. Политика тĕлĕшĕнчен шанчăкран тухнишĕн Никольские ĕçрен кăларни те пулнă.
Хусанти тĕн семинарийĕ 1907 çулта ăна чăваш чĕлхи учительне ĕçе илнĕ. Тепĕр темиçе çултан вăл тĕн енĕпе магистр диссертацине хÿтĕленĕ.
Никольский педагог 1903-1917 çулсенче Хусан кĕпĕрнинчи шкулсене пĕрлештерсе тăракан канашăн членĕ, секретарĕ пулнă. Вăл пулас учительсене экзамен тыттарнă. Вак халăхсене çутта кăларас енĕпе специалист пулнă май вĕрентÿ округĕн управленийĕ унпа канашланă. Н.И.Ильминский вĕрентĕвне ырлаканскер чăвашлăха, Атăлçи тăрăхĕнчи ытти халăха çĕклес, Раççейри пур халăхпа пĕр тан тăвас тесе тăрăшнă. Çав юхăмăн хастарĕсем тĕн кĕнекисене тата брошюрăсене хăйсен чĕлхине куçарнă. Никольский православи миссионерĕсен обществин куçару комиссийĕпе ĕçлеме тытăннă. Каярах унта ĕç йĕркелÿçине, секретаре вырнаçнă. Çав комисси чăваш шкулĕсем валли кĕнекесем кăларнă.
Комиссире ĕçленĕ май Никольский чăвашла календарь «Çулталăк кĕнеки» /пурĕ 9 том/ тата нумай кĕнеке кун çути кăтартнă.

«Хыпар»

1905 çулхи раштав уйăхĕнче Никольский Хусан кĕпĕрнаттăрĕнчен «Хыпар» ятпа чăвашла хаçат кăлармашкăн ирĕк ыйтма икĕ хутчен кайнă. Çапла тепĕр çулхине кăрлачăн 5-мĕшĕнче министерствăран свидетельство илнĕ. <...>
«Хыпарăн» та, унăн никĕслевçин те кун-çулĕ такăр пулман. Хаçата хупнă, Никольские арестленĕ… 1920 çулта Никольские «монархист», «миссионер», «националист- шовинист» тесе «Хыпар» никĕслевçи теме те чарнă. Çапах та вăл пуçарнă ĕç харама кайман, паянхи кун яваплă çак тивĕçе эпир, чăваш журналисчĕсем, малалла тăсатпăр.
1907 çулхи утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Николай Никольский священник хĕрĕпе Александра Яснитскаяпа венчет тăнă. 54 çул çума-çумăн пурăнса арăмĕ упăшкине пу-лăшса пынă. Александра вырăс хĕрĕ пулсан та чăвашла калаçма часах вĕреннĕ, пирĕн юрăсене юратнă.

Наука

Педагогикăра, куçарупа издательство, общество ĕçĕнче тăрăшнă пулсан та Никольский хăйĕн тĕп тивĕçне наукăра курнă. Студент чухнех /1900 çултан пуçласа/ вăл ялсене тухса çÿресе, библиотекăра, архивра ларса историпе, этнографипе, фольклорпа нумай материал пухнă. Питĕрти Вырăс музейне чăвашсен этнографийĕпе çыхăннă 205 япала пухса панă. Корреспондентсем, хăйĕн вĕренекенĕсемпе студентсем ăна ку ĕçре нумай пулăшнă. Н.В.Никольский 271 томран тăракан питĕ пуян эткерлĕх пухнă, вĕсенчен 226-шĕ 1943 çултанпа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче упранать. <...>
1917 çулхи пуш уйăхĕн варринче Атăлçи халăхĕн интеллигенцийĕ Хусан университетне пухăннă. Унта вак халăхсен союзне йĕркеленĕ. Унăн председательне Никольские суйланă. Пурĕ съездра 500 çын хутшăннă.
Каярахпа Н.Никольский ытларах аслă шкулта педагогика ĕçĕнче тăрăшнă. Палăртмалла: вăл — Чăвашра профессор ятне тивĕçнĕ пĕрремĕш çын. Пирĕн халăх вал-ли пысăк квалификациллĕ специалистсем хатĕрлессинче те унăн тÿпи пысăк.
Тивĕçлĕ канăва тухсан 1931-1940 çулсенче вăл чăвашсен, тутарсен, ирçесен, çармăссен гуманитари наукисен тĕпчев институчĕсен ĕçне штатра тăман сотрудник пулса хутшăннă.

Халăх медицини

Никольский пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ, вышкайсăр анлă. Вăл кăсăкланнă тепĕр ен — халăх медицини. Ку туртăм ăçтан çуралнине тăванĕсем те ăнланман. Мускавра тухса тăракан журналта унăн статйи те пичетленнĕ. Ку темăпа çыхăннă тĕп ĕçĕ вара — «Чăвашсен халăх медицини» кĕнеке. Вăл 1929 çулта Шупашкарта тухнă. Темпе те кăсăкланакан этнограф, паллах, хресчен сывлăхне сыхлас ыйтуран пăрăнайман. Вĕрÿ-сурупа, курăкпа сипленни епле ан кăсăклантартăр-ха? Профессор органсене, тĕрлĕ амака, ачасен, хĕрарăмсен чирĕсенчен сиплемелли мелсене çырса кăтартнă. <...>
30-мĕш çулсенче вăл кашни çулла Купăрляна килнĕ. Ял çыннисем каланă тăрăх, ăна кунта вун-вун çын чăтăмсăр кĕтнĕ. Хусанта пурăннă чухне те вăл пĕлĕшĕсене тĕрлĕ чир-чĕртен сипленмелли рецепт панă. Унăн килĕнчен çын татăлман: чăвашĕ, вырăсĕ, çармăсĕ килсе тăнă. 50-мĕш çулсенче Никольский «Чăвашсен халăх медицини» кĕнекине çĕнетнĕ, анчах вăл пичетленсе тухайман, ал çырăвĕсем те çухалнă. Çавăн пекех профессор вилнĕ хыççăн пахчана никам та пăхса тăман.
Кам вăл Никольский? Çапла, вăл такам та: вак халăхсем валли пĕлÿ çурчĕсем уçаканĕ те, педагог, çутта кăларакан, чĕлхеçĕ, музыка пĕлÿçи, чăваш литературин никĕслевçисенчен пĕри, журналист, куçаруçă, тавра пĕлÿçĕ, статистик…
1961 çулта Николай Васильевич, чире пула вырăнпа выртаканскер, «Юмахсем» ятлă çĕнĕ кĕнеке тытнă, ăна час-часах уçкаланă. Чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче ирхине вăл мĕнле тĕлĕк курнине каланă: «Уйăх çинче тăратăп пек, сылтăм алла, çĕр чăмăрне портфель евĕр». Юлашкинчен: «Эпĕ кахал пулнă тесе никам та калаймĕ», — тенĕ те шăппăн вилнĕ. <...> Тулли верси
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.