«Чухăнлăха кĕрсе ÿкрĕмĕр»
Хаклă редакци! Йĕпреç районĕнчи Çĕнĕ Выçли ялĕнчен çыратăп. <...> Ку çырăва çырма пире инкек хистерĕ-ха. Ăна вара манăн арăм çынна питĕ шаннипе, айванлăхне пула, хăйĕн валли хăй тупрĕ.
Манăн арăм Светлана Николаевна Лепешкина 1969 çулта çуралнăскер. Вăл мĕн вĕренсе тухнăранпах суту-илÿ ĕçĕнче, пĕтĕмпе 20 çул ытла, ĕçлерĕ. 2003 çултанпа — Йĕпреç райповĕн хамăр ялти лавккинче. Малтан — сутуçа, каярах заведующине лартрĕç. Хăйĕн ĕçне вăл юратса, тăрăшса пурнăçларĕ, ял халăхĕ те ăна питĕ кăмăллатчĕ. Райпо лавккинчен те, Чăвашпотребсоюзран та грамота, Тав хучĕ нумай панă ăна.
Пăтăрмахсем ăнсăртран пуçланчĕç. Çĕнĕ Выçли лавккине 2015 çулхи чÿк уйăхĕнче ревизи тунă хыççăн 259 тенкĕлĕх тавар çитмен. Вăл та пулин тин срокран тухнă тавар хакне кĕртменнипе. Сăмах май, райпора кашни çур çулта лавккасенче ревизи тăваççĕ, сутуçăсем кашни вунă кунра отчет параççĕ.
Тепĕр çур çултан, 2016 çулхи çу уйăхĕнче, отчетсем панă хыççăн бухгалтерсем арăма нимĕнле çитменлĕх çинчен те, нимĕнле асăрхаттару та паман. Çу уйăхĕнче ревизор Çĕнĕ Выçли лавккине ревизипе килчĕ. Ун хыççăн вăл «васкатăп!» тесе лайăх шутласа пĕтермесĕрех, пĕтĕм хута арăма алă пустарса копи туса хăвармасăрах, тухса кайнă, «кайран тăватпăр» тенĕ. Копи тумалли машина лавккара пулсан та… Çак ревизие эрнекун ирттернĕ.
Тепĕр 3-4 кунран арăма райпова чĕнсе илнĕ те 400 пин тенкĕлĕх тавар тухманнине пĕлтернĕ. Шухăшласан, кашни уйăхра 70-шер пине яхăн тенкĕлĕх тавар çухалнă пулать! Манăн арăм хăраса ÿкнĕ. «Юлнă тавар суммине йăнăш кăлартăр пуль», — бухгалтерсене те çапла каласа пăхнă. Арăмăн отчетĕнче — пĕр сумма, бухгалтерсен — тепĕр сумма, вĕсен икĕ хут пысăкрах!
Çав вăхăтра, эпир пĕлнĕ тăрăх, Пучинке, Эйпеç, Энтриел, Çĕрпÿел ялĕсенчи лавккасенче те 300- 400-шар пин тенкĕлĕх тавар тухман. Райпо историйĕнче ун пек пысăк сумма тухманнине сутуçăсем те астумаççĕ.
«Тавар тухман» сутуçăсем пурте ĕçрен пăрахса тухса кайнă. Манăн арăм, çемçе кăмăлне пула, юлчĕ. «Хăвăн вырăнна сутуçă туп та вара каятăн», — тенĕ ăна. Вăл сутуçă тупайман. Ку сас-хура районĕпех саланнă, лавккана ĕçлеме кам кĕтĕр? Çапла тепĕр çул ĕçлерĕ вăл. Тепĕр çур çултан хайхи ревизор татах ревизипе килчĕ, хальхинче — комисси членĕсемпе пĕрле. Пĕри — общепитран, тепри стажер пулнă.
Ревизи хыççăн ревизор «васкатăп» тесе документсене хăвăрт алă пустарать те копи тумасăр тухса каять. Ку кописем арăмра халĕ те çук. Ревизор çав хутсемпе 4-5 кунра мĕн тунине никам та пĕлмест. Арăма чĕнсе илеççĕ те: «Санăн каллех 400 пин тенкĕлĕх тавар тухмасть», — теççĕ. <...>
Çурхи пĕр кун /ака уйăхĕччĕ/ пирĕн пата ухтарма çитрĕç. Мĕн пулса иртнине вĕсенчен пĕлтĕм. Тĕрĕссипе, вĕсем нимĕн шырама та килмен. Пăхам пекки турĕç те килте мĕн хаклăраххи пур — йăлтах çырса кайрĕç. Эпĕ хам та, стреса, шока кĕрсе ÿкнĕскер, йăлтах алă пусса ятăм. Нимĕн ăнланса та ĕлкĕреймерĕм.
Килте пăтăрмах вăхăтĕнче илнĕ пĕртен-пĕр япала — мотоблок — пурччĕ. Ăна та Мускава кайса тата выльăх сутса пуçтарнă укçапа туяннăччĕ. Выльăх сутнине ĕнентерекен квитанцисем те пур. Кăштах тăна кĕрсен эпир район прокурорĕ В.Гришин патне ыйтупа тухрăмăр.
Заявленире судпа бухгалтери экспертизи тума сĕннĕччĕ. 2 кунран прокурор хурав пачĕ, тĕрĕслев ирттерме хирĕçлерĕ. Маларах экспертиза тума следователь патне ходатайство çырнăччĕ. Вăл та хирĕçлерĕ. Суда ходатайство патăмăр. Судья хирĕçлерĕ.
Арăма вăрă тесе айăпларĕç. Пĕртен-пĕр доказательство хăй алă пусса панă хут пулчĕ. Çапла лавкка пире чухăнлăха кĕртсе ÿкерчĕ. <...>
Манăн арăм халĕ эмел ĕçсе анчах пурăнать. 48 çулти хĕрарăм 60-ти карчăк пек шуралса та ватăлса ларчĕ.
ЛЕПЕШКИН.
Йĕпреç районĕ.
Çырăва ЧР Прокуратурине ярса патăмăр. Унтан çакăн пек хурав илтĕмĕр:
«Йĕпреç районĕн сучĕ 2017 çулхи çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче кăларнă приговорĕпе килĕшÿллĕн, С.Лепешкинăна РФ УК 160-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе айăпланă, 350 пин тенкĕлĕх пурлăх вăрланăшăн 2 çуллăха условлă майпа ирĕкрен хăтарнă, тĕрĕслев срокĕ — 1 çулталăк та 6 уйăх. Унăн райпона 350455 тенкĕ тÿлесе татмалла. ЧР Аслă сучĕ приговора çавăн пекех хăварнă, апелляцие панă тавăçа тивĕçтермен».
РЕДАКЦИРЕН.
Вулакана та, çыру авторне те ку хурав килĕшмĕ тен. Çапах Светлана Лепешкинăпа пулса иртни кирек камшăн та урок пултăр: тĕплĕ вуласа тухмасăр нимĕнле хута та алă пусмалла мар.
Вулакан çырăвне Чăвашпотребсоюза та ярса патăмăр. Вĕсен хуравĕпе вулакансене çитес кăларăмсенче паллаштарăпăр. Тулли верси...