Комментари хушас

17 Çу, 2018

Çамрăк корреспондентсен II слечĕ: çынна ÿкерес вăрттăнлăха та пĕлме май килчĕ

Паян, çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче, «Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ çамрăк корреспондентсен иккĕмĕш слетне иртрĕ. Унта тĕрлĕ ăсталăх класĕ иртттерчĕ. Вĕсенчен пĕрне  «Тетте» журналăн штатра тăман художникĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧПУн студенчĕ Михаил Иванов (сăн ÿкерчĕкре) ертсе пычĕ. Мероприяти хыççăн акă мĕн каласа кăтартрĕ вăл:

- Кăçал эпĕ художник-оформитель профессине алла илетĕп. Çулталăка яхăн ĕнтĕ редакципе çыхăну тытатăп. Ачасене журнал валли ÿкерчĕк тума вĕрентме чĕнсен хаваспах килĕшрĕм. Эпĕ вĕсене çынна ÿкерес вăрттăнлăхсемпе паллаштартăм. Сăн-пит мимикине сăнарласси, пропорци, ĕмĕлке ÿкересси пирки каларăм. Ачасемшĕн чи кăсăкли – ÿкерчĕке компьютера куçарни, унта епле сăрлани. Хамăн ĕçе эпĕ хутпа кăранташ тытнинчен пуçăнтăм. Теннис вылякан ачана ÿкертĕм. Кайран ăна сăн ÿкерсе илтĕм те компьютера куçартăм. Унта вара «Фотошоп» программăпа усă курса ăна малалла ÿкерме, сăрлама вĕрентрĕм. Ачасем эпĕ мĕнле стильпе ĕçлеме юратнине ыйтса пĕлчĕç. Мана ансат, мультфильм евĕр, курăнакан ÿкерчĕксем килĕшеççĕ. «Ачан куçĕ мĕншĕн пысăк?» - тĕлĕнчĕç вĕсем. Ку çыннăн кăмăлне лайăхрах палăртма пулашакан мел. Ачасем хаваслă, кăмăла çĕклекен сăнарсене курма кăмăлланине пĕлтерчĕç.