Комментари хушас

17 Çу, 2018

Ишессипе — Раççей призерĕ

Олимп резервĕсен 9-мĕш спорт шкулне çÿрекен Арина Кошкина ишессипе Раççей ăмăртăвĕнче кĕмĕл тата бронза медальсем çĕнсе илнĕ. Ăмăрту Саранскри Шыв спорчĕн керменĕнче 50 метр вăрăмăш бассейнра пилĕк кун иртнĕ.

Арина 400 метр ишсе кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. 200 метра 2 минут та 16,25 çеккунтра ишсе вара бронза медале тивĕçнĕ, республика рекордне çĕнетнĕ. Çак дистанцирех Раççей спорт мастерĕ Елена Давыдова чи вăйлă 5 спортсмен йышне кĕнĕ.
Палăртса хăварар, ăмăртăва Раççейри 63 регионран 900 спортсмен хутшăннă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.