Сирĕн ачăр кĕнеке вулать-и?
Тĕпренчĕкĕ çуралсан ашшĕ-амăшĕнчен кашнийĕн ăна ăслă-тăнлă, анлă тавра курăмлă, пуян чунлă, кăмăл-сипетлĕ, сывă та таса пăхса ÿстерес килет. Тепĕр чухне ĕмĕт-тĕллев чăнлăхпа пĕр килмесен те пултарать çав...
Ачалăх çулĕсем иртнĕ май, ывăл-хĕрĕ ÿссе пынăçемĕн, вăл урăхларах пулнине аслисем асăрхаççех: е вĕренÿре ĕлкĕрсе пыраймасть, е тăванĕсен сăмахне ăса хывмасть, е суйма-улталама тата вăрлама пуçлать, е сиенлĕ йăла серепине çакланать. Хăшĕ-пĕри кунĕн-çĕрĕн компьютер умĕнче ларнипе виртуаллă пурнăçра киленÿ тупать, унăн чунĕ чурăсланать, ыттисемпе сахал хутшăнать, харкашас-тавлашас пулăм вăй илет.
Ывăл-хĕр кăмăл-туйăмлă пултăр тесен мĕн тумалла-ха? Педагогсемпе психологсем çак ыйтăва тĕрлĕрен хуравлаççĕ. Чылайăшĕн шухăшĕпе, чи ансат та усăллă, тăккаланусăр меслет — ачана пĕчĕкренех кĕнекепе туслашмашкăн хăнăхтарасси. <...>
Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, кĕнеке вулакан ача анлă тавра курăмлă тата пуян чунлă, кăмăл-сипетлĕ ÿсет, вĕренÿре ĕлкĕрсе пырать, хăй тĕллĕн тĕплĕн шухăшлама пултарать, чĕлхи яка, ăнланмалла калаçать, сочинени-изложенире тĕп шухăша уçса пама пултарать. Юлташĕсем те — кăмăллă ачасем, çынсен хушшинче хăйсене тытма пĕлеççĕ.
Пирĕн республикăра ачасене кĕнеке вуламашкăн, унпа туслашмашкăн услови çителĕклех. Хальхи вăхăтра ял-хулара 496 библиотека ĕçлет, вĕсенчи кĕнеке фончĕ 9,5 миллион экземпляртан иртет. Унсăр пуçне пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 450 яхăн шкулта кашнинчех вулавăш пур. <...>
Тĕпчевçĕсен шухăшĕпе, юлашки çулсенче ачасем кĕнеке вуласси чакса пырать: пĕрисем компьютер-телевизор умĕнче нумай вăхăт лараççĕ, социаллă сетьсенче иккĕленÿллĕ хыпарсемпе кăсăкланаççĕ, теприсем урамра тĕлли-паллисĕр çÿресе вăхăта сая яраççĕ... <...>
Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем начар мар аталаннă. Тĕслĕхрен, «Хыпар» Издательство çурчĕ тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем валли интереслĕ те пуян содержаниллĕ хаçат-журнал кăларать: шкула кайманнисем валли — «Тетте», кĕçĕн классем валли — «Тантăш», аслăраххисем валли — «Çамрăксен хаçачĕ» тата «Самант». Вĕрентекенсем каланă тăрăх, асăннă кăларăмсене çул çитмен çамрăксем тавра курăма анлăланма май панăшăн уйрăмах кăмăллаççĕ. Чылайăшĕ хăйне канăçсăрлантаракан ыйту хуравне вĕсенче шырать, çырнă калавĕсем пичетленсе тухасса кĕтет.
Чăваш издательстви тĕрлĕ çулти ачасем валли кĕнеке кăларас тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçлет, 2014-2017 çулсенче 88 пин тиражпа 96 ятлă кăларăм пичетленнĕ. Çакăнта, паллах, ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви ача-пăча валли çĕнĕ кĕнеке хатĕрлес енĕпе ятарлă конкурссем ирттерни те пулăшать. Социологи тĕпчевĕ тăрăх, çав кĕнекесен ăсталăхпа шухăш тарăнлăхĕн шайне халăхăн 30 проценчĕ пысăк, 47 проценчĕ — лайăх, 23 проценчĕ вăтам хак панă. «Начар», «çителĕксĕр» текен пулман. Пахалăха илес тĕк, респондентсен 35 проценчĕ — пысăк, 52 проценчĕ — лайăх, 13 проценчĕ вăтам тенĕ.
Вулакансем, асăрхарăр пулĕ: вулас текен ача валли кĕнеке çителĕклех. Тематика анлă: историпе культура, патшалăхпа тăван тавралăх çинчен, детективсемпе фантастика, юмахсемпе шÿтлĕ калав та чылай. Чи кирли, çав вăхăтрах чи пĕлтерĕшли — ачан библиотекăна каяс туртăмĕ пурри. Ăна вăйлатас тесен ашшĕ-амăшĕн тăрăшмалла. <...> Тулли верси...