Комментари хушас

14 Çу, 2018

Кураксене пăшалтан персе хăратнă

Чăваш Енри ШĔМ пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче ирхине полици уйрăмне Тăвай районĕнчи Кармал ялĕнче пурăнакан 51 çулти арçыннăн кил хуçалăхĕнче такам пăшалтан пени пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ.

Йĕрке хуралçисем тÿрех вырăна тухнă. Ÿсĕр арçын ăнлантарнă тăрăх, вăл чăх йăвинчен çăмарта вăрлакан кураксене хăратасшăн пулнă имĕш. Кил хуçи сунар пăшалĕнчен тăватă хутчен пенĕ. Йĕркене пăснă арçын тĕлĕшпе йĕрке хуралçисем административлă протокол çырнă, 2001 çултанпа усă курнă сунар пăшалне туртса илнĕ. Халĕ ку ĕç тĕлĕшпе тĕрĕслев пырать.