Комментари хушас

14 Çу, 2018

Иван Игнатьев тытăçăва хутшăнман

ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра тишкернĕ ыйтусем ку хутĕнче самай йышлă пулчĕç - пассажирсене, дачăсен хуçисене, транспортпа илсе çÿрессине йĕркелессинчен пуçласа çураки таранах. Тата — çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче каçхине Шупашкарта пулнă пăтăрмах…

Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта çамрăксен хушшинче тытăçу пулнă. Унашкалли пулкалать — темех мар пек. Анчах хăш-пĕр массăллă информаци хатĕрĕ çав тытăçăва республика Пуçлăхĕн ывăлĕ Иван Игнатьев хутшăннă тесе пĕлтерсе халăха шуйхатма та ĕлкĕрчĕ. Мĕн пулса иртни пирки канашлура шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ Леонид Вакс пĕлтерчĕ.

Чăнах та, асăннă кун каçхине 22 сехет те 15 минут тĕлнелле тĕп хулари Оперăпа балет театрĕ патĕнче 15-17 çулсенчи çамрăксен хушшинче тытăçу пулнă. Вĕсем пĕр-пĕрне паллаççĕ-мĕн — пĕр вĕренÿ заведенийĕнче вĕренеççĕ. Пĕр енчен пĕр каччă пулнă, тепĕр енчен — 15-ри виçĕ çамрăк. Леонид Маркович çирĕплетсех каларĕ: Иван Игнатьев тытăçăва хутшăнман, пачах тепĕр майлă, вăл тытăçакансене чарасшăн пулнă.

Икĕ каччă суранланнă, анчах яваплăх тĕлĕшпе пĕтĕмлетĕве кăшт кĕтме тивĕ. МИХсем «айăплисене» палăртма ĕлкĕрнине вара министр заместителĕ дознани органĕсене витĕм кÿме тăни тесе хаклать. Ун шучĕпе, уголовлă ĕç пулмасть-тĕр, мĕншĕн тесен сăмах çул çитмен çамрăксем пирки пырать — вĕсем уголовлă яваплăх субъекчĕсем пулма пултараймаççĕ.