Комментари хушас

— Çак саманта çемьепе чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Пиллĕкри хĕрĕмпе Полинăпа иккĕри ывăлăма Василие уяв кăмăлĕ парнелеме ятарласа çар тумĕ тупса хутăмăр: патриотлăх туйăмĕ çакăнтан та пуçланать-тĕр. Асаттен Василий Раськинăн /ывăлне шăпах ăна сума суса ят панă. — Авт./ сăн ÿкерчĕкне пысăклаттартăмăр, рамкăна вырнаçтартăмăр... Акă халĕ çывăх çыннăмăрăн паттăрлăхĕпе мăнаçланса халăхпа пĕрле утатпăр, — икĕ ача амăшĕпе Инна Капитоновăпа, «Вилĕмсĕр полк» акцие пĕтĕм чун хавалĕпе хутшăнаканскерпе, çапла паллашрăмăр.
Çирĕм тăххăрти хĕрарăмпа калаçнă май хĕрĕ Полина йăтса утакан сăн ÿкерчĕкри паттăр, Патăрьел районĕнче çуралса ÿснĕ Василий Александрович, çинчен тĕплĕнрех пĕлме май килчĕ:
— Вăрçă тухиччен пĕр уйăх маларах вăл çар ретне тăнă, Львов хули çумĕнче Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă. Çар вăрттăнлăхĕсене вĕренсе те ĕлкĕреймен салтаксем тÿрех фронта лекнĕ. Çапăçăва кĕме хатĕр мар ушкăн /хĕç-пăшал та çителĕксĕр пулнă-çке!/ хĕрÿ тытăçура тыткăна лекнĕ. Çапах та асатте меллĕ самантра хăйĕн командирĕпе пĕрле тăшман аллинчен тарма май тупнă. Каллех фронта çитнĕ, вăрçă вутне кĕнĕ. Йывăр аманнă хыççăн госпитальте сипленсен йытăсен дрессировщикĕ пулма тÿр килнĕ. Мина çакнăскерсене нимĕç танкĕсене сирпĕтме хăнăхтарнă. Чĕр чуна шеллекен асаттешĕн çакнашкал хăтлану тискер пек туйăннă, анчах тăшман çулне пÿлме çавăн пек меслетпе те усă курма тивнĕ. Вăхăт иртсен çакăн çинчен вăл аттене каласа панă...
«Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнакансенчен кирек кам та çывăх çыннин шăпине уçма пултарать, хăйĕн аллинчи портрета кашни чи хаклă сăн ÿкерчĕк пек йышăнать. Мĕн чухлĕ сăн — çавăн чухлĕ шăпа, пĕрлештерсен — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историйĕ.
Шупашкарта пурăнакансемшĕн «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнасси йăлана кĕчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 73 çул çитнине кĕтсе илнĕ кун Республикăри наци библиотеки умĕнчи сквера кăнтăрла 12 сехет тĕлне ачасем, çамрăксем, вăй питти çынсемпе ватăсем йышлăн пухăнчĕç. Хăрушă вăрçă кунĕсен ас тăвăмĕ чĕрĕ пулнине палăртса тăшмана хирĕç кĕрешнĕ тă-ванĕсен портречĕсене мăнаçлăн йăтса утрĕç вĕсем. Колонна Ленин проспектĕнчен К.Маркс урамне çитрĕ, Хĕрлĕ тÿреме çул тытрĕ, Юхан шыв порчĕ таранах тăсăлчĕ. Утнă май ушкăнсем Çĕнтерÿ кунне халалланă, вăрçă тата тăван çĕршыв çинчен хывнă юрăсем шăрантарчĕç. Çине-çинех «Ура!» кăшкăрни уяв кăмăл-туйăмне çĕклерĕ.
Колоннăра çамрăксемпе ачасем — кÿмерисем таранах — чылаййи çитĕнекен ăру патриот пулса ÿснине, тăван çĕршывăн мухтавлă ывăл-хĕрĕн паттăрлăхĕпе мăнаçланнине çирĕплетрĕ.
— Çапла пулмалла та: эпир пурте çĕнтерÿçĕсен тăхăмĕсем. Çакнашкал акцие хутшăнакансенчен кашни хăйĕн çывăх çыннисемпе тивĕçлипе мухтанать. Паянхи кун «Вилĕмсĕр полк» ретĕнче ачисемпе пĕрле утакансене курма уйрăмах кăмăллă: историе хаклама вĕренесси çемьерен пуçланать, — акци пирки хăйĕн шухăшне палăртрĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, уява мăшăрĕпе тата ывăлĕпе тухнăскер.
Татти-сыпписĕр ушкăнра, чăн та, çемйипех тухнисем чылаййăн. Акă Валентина Алексеева та аппăшĕпе Зойăпа, хĕрĕсемпе пĕрле утрĕ. Шупашкар районĕнчи Явăш ялĕнче çуралса ÿснĕскер вăрçăра Мускавран Берлин таран çитнĕ ашшĕне Лазарь Степановича сума суса çак акцие тăван-пĕтенпе хутшăнма кăмăл тунă.
...Саккăрти мăнукĕпе Глебпа шăкăл-шăкăл калаçса утакан Николай Кашкиров — Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашран. Пĕр аллипе — ашшĕн Иван Филипповичăн портретне, тепринпе тимĕр темĕнле хатĕр йăтса утакан уçă кăмăллă çак арçын чăн патриот пулни тÿрех курăнчĕ. Малалла вулас...

Ирина ИВАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.