Комментари хушас

11 Çу, 2018

Халăх промысли çĕнĕрен вăй илĕ-и?

Кашни килте мĕнле те пулин ал ĕçне пĕлекен пурах. Çĕлеççĕ, тĕрлеççĕ, çыхаççĕ. Йывăçран, тăмран, металран тунă япаласем те, ÿнерĕн ытти йышши тĕслĕхĕ те пирĕн пурнăçа, кил-çурта илем кÿреççĕ.

Чăваш ăстисем чăвашла ĕçлеççĕ. Эпир вара тутар ăстисен ĕçĕсемпе те паллашма пултарăмăр. Çапла тума паян Шупашкарта «Халăх ÿнер промыслисене пулăшасси тата малалла аталантарасси» ятпа иртнĕ «çавра сĕтел» май пачĕ. Ун ĕçне Тутарстан Республикин Патшалăх Канашĕн представителĕсем те, ал ĕç ăстисем те хутшăнчĕç.

Сÿтсе явмалли, пĕрле канашламалли пайтах пулчĕ. Раççейре çуллен 10-шар промысла манăçа тухать. Пирĕнпе те çапла пулса ан тухтăр тесен вăраха ямасăр татса памалли ыйтусем нумай. Ку енĕпе патшалăх пулăшăвĕ те кирлĕ.

Тутарстанри халăх ÿнер промыслин маçтăрĕсем хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç, пирĕннисен те каласа ктартмалли пулчĕ. Унтан та ытларах — куçпа пăхса киленмелли. Тутарстан Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Римма Ратникова ертсе пыракан делегаци Правительство çуртĕнче иртнĕ «çавра сĕтел» умĕн Чăваш тĕррин музейĕпе паллашрĕ. Унтан Шупашкарти ÿнер училищине çитсе килчĕ. Унта йывăçа касса эрешлеме, тăмран тĕрлĕ хатĕрсем ăсталама вĕренекен студентсен ĕçĕсемпе паллашрĕç.

Йĕркелÿçĕсем — ЧР Патшалăх Канашĕн тата ТР Патшалăх Канашĕн ертÿçисем — кунашкал тĕлпулусем питĕ кирлине палăртрĕç.

Нури МУСТАФАЕВ, Тутарстанри халăх ÿнер промыслин аталанăвĕн центрĕн генеральнăй директорĕ:

Музейре чăваш халăхĕн чăн япалисемпе паллашрăмăр. Кунашкал ал ĕç хатĕрĕсене чăн-чăн маçтăрсем кăна тума пултараççĕ. Вĕсемпе тивĕçлипех мухтанма пултаратăр.

Пирĕн патăмăрта та вĕсене малалла аталантарма майсем туса параççĕ. Ку енĕпе патшалăх питĕ пулăшать. Маçтăрсем валли ятарлă грантсем уйăрса парать.

Ман шухăшăмпа, пирĕн, Атăл тăрăхĕнче пурăнакансен, куçса çÿрекен «Атăлçи эрешĕсем» курав йĕркелесе ямалла. Ăна кашни çул тĕрлĕ республикăра ирттермелле.

Инна АНТОНОВА, ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн заместителĕ:

Халăх ÿнер промыслин хатĕрĕсенче пирĕн иртни, паянхи кун тата пуласлăх сăнланнă. Эпир ăна паян мĕнле аталантаратпăр — малашлăх та çаплах килсе тухĕ. Хальхи вăхăтра республикăри 200 ытла маçтăр çак пархатарлă, йывăр ĕçе малалла тăсать.

Юлашки 8 çул хушшинче вĕсене мероприятисем йĕркелеме, производствăна аталантарма патшалăх 15 миллион тенкĕ парса пулăшнă. Юлашки тапхăрта 90 ытла ал ĕç ăсти республика, регион, Раççей шайĕнчи 40 ытла ярмăрккăна хутшăннă.

Рубрика: