Комментари хушас

11 Çу, 2018

«Еврокурава» хутшăнакан юрăçра чăваш юнĕ чупать

Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Португалири Лиссабон хулинче «Еврокурав-2018» юрă конкурсĕ пуçланнă. Пĕрремĕш çурма финалта 19 çĕршыври артист сцена çине тухнă. Финала 10-шĕ кăна лекнĕ. Вĕсен йышĕнче — Эстони чысне хÿтĕлекен Элина Нечаева. Унра эстон, вырăс, чăваш юнĕ чупнине палăртма кăмăллă.

26-ри Элина – опера юрăçи. Икĕ çул каялла вăл Эстонири музыкăпа театр академийĕнчен вĕренсе тухнă. Пике ача чухнех классика музыкине кăмăлланă, хорта юрланă. Пĕр вăхăт модель пулса та ĕçленĕ. Элина тĕнче шайĕнчи вокал конкурсĕсенче пĕрре мар палăрнă. Вĕсенчен пĕринче ăна эстон режиссерĕ асăрханă, постановкăра выляма йыхравланă. Çамрăк юрăç «Еврокуравра» та хăйне евĕр сассипе тыткăнланă. Букмекерсем унăн çĕнтерес шанчăк пысăккине палăртаççĕ. Тÿрре тухĕ-ши ку? Çакă ыран, çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче, финалта паллă пулĕ.

 

Рубрика: