Комментари хушас

11 Çу, 2018

Çĕнтерÿçĕсене – диплом

«Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа шăпах тепĕр эрнерен 140 çул çитет. Общественноçшăн вăл чи малтанах фольклорист, этнограф, историк, педагог пек ытларах паллă. Эпир вара, хаçатçăсем, ăна чăваш пичетне йĕркелесе янăшăн хисеплетпĕр, тав тăватпăр.
Сумлă ăсчаха пуç тайса, мухтавлă çыннăмăр çинчен ытларах пĕлтерес тĕллевпе викторина ирттертĕмĕр. Кăçалхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче «Ыйтусене хуравла та — парнеллĕ пул» викторина ыйтăвĕсене пичетлерĕмĕр. Акă, сумлă ĕçтешĕмĕрĕн çуралнă кунĕ умĕн ăна пĕтĕмлетме вăхăт çитрĕ.
Нумай ĕç илтĕмĕр. Хуравлаканĕсем — тĕп хулари, ялсенчи шкулсен вĕрентекенĕсем, студентсем, шкул ачисем, библиотекарьсем. Николай Никольскин ентешĕсем — Муркашсем — хастар пулнине палăртмалла. Унти Вăрманкасри, Йÿçкассинчи вулавăш ертÿçисем Валентина Афанасьева, Алина Димитриева, Сосновкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти Зинаида Антонова, Ваçкасси ялĕнче пурăнакан Мария Офаринова хутшăнчĕç.
Викторина ыйтăвĕсене, тĕпрен илсен, пурте тĕрĕс хуравланă. «Николай Никольскин ал çыру фончĕ миçе томран тăрать?» ыйту пирки кăна хуравсем тĕрлĕрен пулчĕç. Кунта вĕсен айăпĕ çук. Тĕрлĕ литературăра, çăл куçра тĕрлĕрен палăртнипе çыхăннă çакă.
Çĕнтерÿçĕсем çаксем тесе йышăнтăмăр /ыйтусене тĕплĕн, тарăннăн, тĕрĕс хуравланине шута илтĕмĕр/: Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Светлана Никитина, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Людмила Николаева тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн химипе фармакологи факультечĕн студентки Дария Иванова. Вĕсене «Хыпар» Издательство çурчĕн дипломĕпе тата чăваш эстрада юрăçисен 10-шар дискĕпе чыслăпăр. Кашни хутшăнакана вара сертификат парăпăр. Чыслав çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче 10.30 сехетре Пичет çурчĕн акт залĕнче Çамрăк корреспондентсен Николай Никольские халалланă II слечĕ вăхăтĕнче иртĕ. Адресĕ: Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, 7-мĕш хут. Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.