Комментари хушас

10 Çу, 2018

Илеççĕ, анчах парасшăн мар

Министрсен Кабинечĕн паян иртнĕ ларăвĕнче республикăн кăçалхи бюджетне пĕрремĕш кварталта мĕнле пурнăçланипе вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ темелле — бюджет тупăшĕ пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Усламран илекен налук калăпăшĕ пушшех ÿсĕмлĕ. Хыснана укçа ытларах кĕнине Светлана Александровна налук органĕсем тĕрĕслевсем ирттернĕ май хăшĕсем пытарса хăварнă налуксене тупнине те асăнчĕ.

Çапах чи «интересли» — урăххи. Чылай компани патшалăх саккасĕсене пурнăçласан та налук тÿлеме васкамасть иккен. Çакна çирĕплетме министр Çул-йĕр фончĕн тĕслĕхне илсе кăтартрĕ. Урăх регионсенчи компанисем «Упрдор» урлă 364 миллион тенкĕлĕх саккассем пурнăçланă, анчах республика бюджетне вĕсенчен налук пĕр тенкĕ те кĕмен. Тепĕр тесен хамăр патри компанисем те услама патшалăхпа пайлама васкамаççĕ. Кунта регистрациленнисем 718 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Пĕтĕмпе те 17 мииллион тенкĕ кăна налук тÿленĕ.

Асăннă саккассем тĕлĕшпе йĕркепе килĕшÿллĕн вĕсен хакĕн 20% кая мар пайĕ çынсене шалу тÿлеме каймалла — хыснана кĕрекен налук виçи çакăнтан та килет вĕт. «Элитстрой» компани вара ĕç укçин фончĕ валли пĕтĕмпе те 2% çеç тăкаланă. Çавăнпа ĕнтĕ Михаил Игнатьев та кăмăлсăрлăхне пытармарĕ: «Шигырданы» компани 0,9% кăна тÿленĕ. Эпĕ ăна явăçтармалла мар тесе каланăччĕ вĕт… «Магистраль», «Дорстройсервис»… Подрядчиксем налук тÿлесшĕн мар пулсан саккасçăсен унашкал компанисене тÿрĕ кăмăллă мар поставщиксен реестрне кĕртмешкĕн сĕнÿсем памалла». Çапла майпа патшалăх шучĕпе услам илессишĕн кăна çунакансене вырăна лартма май пулĕ.

Республика харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене аукционсăрах усă курма памалли критерисене çĕнетессине ырларĕ. Улшăнусенчен пĕри çавнашкал çăмăллăх тĕллевĕсене пырса тивет. Владимир Аврелькин каланă тăрăх, унччен çĕре аукционсăрах илмешкĕн унта пурнăçламалли инвестици проектне хута янă май çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелемелле, налук тÿлевĕсене пысăклатмалла пулнă. Малашне вара çак икĕ требованирен пĕрне пурнăçлани те çителĕклĕ пулĕ. Сăмах май, çĕре аукционсăр илсе инвестици проекчĕсемпе ĕçлекенсем пур та ĕнтĕ. «Бреслер» тата «Букет Чувашии» çĕнĕ производство корпусĕсене хута янă, «Сеспель» заводăн çĕнĕ производстви Республика кунĕ тĕлне ĕçлесе каймалла. Çак проектсем пĕтĕмпе çĕнĕ 500 ĕç вырăнĕ йĕркелеме май параççĕ.
 

Теги: